Комментари хушас

14 Кăрлач, 2019

Тарифсем: пус çумне пус

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра Тарифсен ÿсĕмĕ пирки Патшалăх тариф службин ертÿçи Марина Кадилова каласа пачĕ. Кăçал ÿсĕм икĕ тапхăрпа пулать — кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тата утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен. Ку енĕпе чи пысăк процентсене çирĕплетнĕ ĕнтĕ: Çĕнĕ çултан — 1,7, çулла — 4% таран, унтан ытла пысăкланмалла мар.

Чăн та, ку — вăтам цифрăсем. Уйрăм муниципалитетсенче вăл е ку тариф чылай ытларах хушăнать. Калăпăр, Улатăр хулинче. Унта нумай хутлă пурăнмалли 6 çуртра хальччен ăшăшăн пĕчĕк тарифпа тÿленĕ, халь шайлаштараççĕ те — ăшă энергийĕн хакĕ 17% яхăнах хăпарать. Пĕтĕмĕшле илсен кăрлачран вăя кĕнĕ хушăмсем пысăк тееймĕн: электричество киловачĕ — 5 пус ытларах, газ кубометрĕ 9 пус хакланнă. Хытă каяшсемшĕн малашне çын пуçне 75,7 тенкĕ тÿлемелле. Çапах пус çумне пус теççĕ те — савăнмалли сахал…

Çак лару-тăрура пĕчĕк тупăшлисене ЖКХри тăкаксене саплаштарма субсиди парса патшалăх пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе республика хăйĕн çине илнĕ обязательствăсене туллин пурнăçлать. Чăваш Енре пурăнакан кашни виççĕмĕш çын /390 пин çын/ çăмăллăхсемпе усă курать. Çав шутра 320 пин çын — шăпах ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн.

www.hypar.ru

Теги: