Лидия ФИЛИППОВА.
Тайма пуç сире, пĕр шухăшлисем!.. Тавах сире, чăваш чунĕллисем!..
Тавах сире!
Тавах сире, пире кураймансем!
Тавах сире, пире юратмансем!
Тавах – хыçра йĕпленĕшĕн кулса,
Тавах – ал сулнăшăн усал сунса.
Тавах сире, ура хуракансем!
Тавах сире, усал сутакансем,
Пире пĕлмесĕрех сăмах сарса
Çÿрекенсем. Пурнăр ... павраса.
Камра-ши ĕмĕрсен уççи?
Ыран, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш наци конгресĕн черетлĕ Х Аслă Пухăвне хутшăнма Чăваш Енри районсемпе хуласенчен, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен тата ют çĕршывсенчен 320 делегат тата 180 хăна килмелле.
Пĕтĕмпех хатĕр темелле. Анчах, тăванăмăрсем, чунра пачах та лăпкă мар-çке. Хăшĕ-пĕри халех: «Пуçтарăнĕç, калаçĕç те саланĕç, Чăваш тĕнчи малашлăхĕ-пуласлăхĕшĕн усăллă йышăнусем пуласси иккĕлентерет... Камсем эпир? Кам пулса юлăпăр?..» — тесе пăшăрханнине те ăнланма пулать. <...>