Аслă пуху умĕн

27 Юпа, 2017

Камра-ши ĕмĕрсен уççи?

Ыран, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш наци конгресĕн черетлĕ Х Аслă Пухăвне хутшăнма Чăваш Енри районсемпе хуласенчен, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен тата ют çĕршывсенчен 320 делегат тата 180 хăна килмелле.

Пĕтĕмпех хатĕр темелле. Анчах, тăванăмăрсем, чунра пачах та лăпкă мар-çке. Хăшĕ-пĕри халех: «Пуçтарăнĕç, калаçĕç те саланĕç, Чăваш тĕнчи малашлăхĕ-пуласлăхĕшĕн усăллă йышăнусем пуласси иккĕлентерет... Камсем эпир? Кам пулса юлăпăр?..» — тесе пăшăрханнине те ăнланма пулать. <...>