Камра-ши ĕмĕрсен уççи?
Ыран, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш наци конгресĕн черетлĕ Х Аслă Пухăвне хутшăнма Чăваш Енри районсемпе хуласенчен, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен тата ют çĕршывсенчен 320 делегат тата 180 хăна килмелле.
Пĕтĕмпех хатĕр темелле. Анчах, тăванăмăрсем, чунра пачах та лăпкă мар-çке. Хăшĕ-пĕри халех: «Пуçтарăнĕç, калаçĕç те саланĕç, Чăваш тĕнчи малашлăхĕ-пуласлăхĕшĕн усăллă йышăнусем пуласси иккĕлентерет... Камсем эпир? Кам пулса юлăпăр?..» — тесе пăшăрханнине те ăнланма пулать. <...>
2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче 1 млн та 235 пин те 992 çын шутланнă. 67,7 проценчĕ — чăвашсем. Раççейре вара, федерацин статистика тытăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, чăвашсем пиллĕкмĕш вырăнта /вырăссем, тутарсем, украинсемпе пушкăртсем хыççăн/. <...> Чăваш тытăмĕ-шăнăрĕ регионсенче йăшман-ха. Чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсем /автономисем, культура центрĕсем, ытти общество пĕрлĕхĕсем/ 100-тен те иртсе кайрĕç. Тĕслĕхрен, Пушкăртстанра кăна юлашки вăхăтра Кармаскалă, Аургазă, Гафури районĕсенче вырăнти чăвашсен наци культура автономийĕсем чăмăртаннă. Ĕпхÿре, Пелепейре, Салаватпа Стерлитамакра çакăн евĕр тытăмсем тахçанах ăнăçлă та тухăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Шухăшлăр-ха, вулаканăмăрсем, Самар облаçĕнче кăна чăвашсен 18 наци культура пĕрлешĕвĕ. Кусем — саккунпа шута илнисем, «ЕГРЮЛ» текен тытăма кĕнисем. Анчахрах Свердловск, Коми, Крым тăрăхĕнче пурăнакан ентешĕмĕрсем пĕр чăмăра пĕрлешме кăмăл тунă. <...>
Ют çĕршыври ентешсене уйрăмах чĕререн тухакан тав сăмахĕ калатпăр. Украина, Эстони, Беларуç, Казахстан... Эстонири чăвашсен автономийĕн ертÿçи Ираида Захарова, Елчĕк хĕрĕ, йывăрлăхсене пăхмасăр Таллинра чăвашла радиокăларăмсем хатĕрлесе эфира кăларать, вĕсене пĕтĕм тĕнче итлеме пултартăр тесе интернета вырнаçтарать. Ют çĕршывсене илес пулсан — Украинăра тымар ярса пурăнакан чăвашсем иккĕмĕш вырăнта шутланаççĕ. 10 çула яхăн вĕсене Надежда Лисовая ертсе пырать /йăх-тымарĕ Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ тăрăхĕнчен/. <...>
Кам пулса юлăпăр-ши эпир, чăвашсем? <...>
Эпир вара, чăвашлăхăн «тĕп утравĕнче» пурăнакан тĕп чăвашсем, йĕркеллех сывлатпăр-ши? <...> Шăпах çамрăк ăрупа çыхăннă ыйту — шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентесси, тăван чĕлхене хисеплеттересси — вăйланма мар, хавшаса пыни; чăваш ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне тăван чĕлхене юратма-хисеплеме хăнăхтарайманни... чуна ыраттаракан çакăн пек сăлтавсем самаях. Никамшăн та çĕнĕлĕх мар — чăваш чĕлхине упраса хăварассинче ача сачĕсенче чăвашла вĕрентни пысăк вырăн йышăнать. <...> Тепĕр самант. Чăваш Енре ял ачисем валли чăваш лицейĕсемпе гимназийĕсем çукки те пăшăрхантарать. Чăвашлăха аталантарас ĕçре «Тăван ен культури» предмет питĕ пулăшатчĕ. Ăна шкул вĕренĕвĕн тытăмне кĕртни 20 çул ытла иртрĕ ĕнтĕ. Малтанхи çулсенче ăна 5-9-мĕш классенче эрнере 1 сехет вĕрентетчĕç. Паян «Тăван ен культури» предмета шкулсенче вĕрентме пăрахнă тесен те йăнăш пулмасть...
«Халăхăн тавра курăмĕпе унăн мĕн пур тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», — тенĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев. <...> Темле пулсан та, ентешсем, малашлăх тени, пуласлăха мĕнле ятпа кĕресси, эпир камсем пулса юласси, ытарлăрах каласан — ĕмĕрсен уççи пĕр хамăртан килнине самантлăха та манас марччĕ. ТУЛЛИ ВЕРСИ...
Комментари хушас