«Сăваплă ят» викторина пĕтĕмлетĕвĕпе чыславĕ

28 Пуш, 2018

Кӑҫал пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче хурҫӑ саслӑ Василий Егорович Митта ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. Пултаруллӑ сăмах ăстине хисеплесе Чăваш Республикин наци библиотеки, «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн вĕренÿ комитечĕ, «Хыпар» издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕпе чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен республика шайĕнче «Сăваплă ят» викторина ирттерчĕç.

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланă «Аслӑ Арапуҫ юманӗ» поэзи уявĕн «Сăваплă ят» викторина пӗтӗмлетӗвӗ иртрĕ. Тĕп библиотекăна пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисемпе, конкурса хастар хутшăннисем пуçтарăнчĕç.

Викторинăна хутшăнакансенчен чылайăшĕ ыйтусемпе «Тӑван Атӑл» журналпа «Тантӑш» хаҫатра вуласа паллашнă иккен. Çĕнтерÿçĕсене «Тӑван Атӑл» журнал редакторĕ, сӑвӑҫ, публицист, общество ĕçченĕ Лидия Филиппова тата «Тантăш» хаçат редакторĕ Алина Ларшникова саламларĕç. Вĕсем «Хыпар» издательство çурчĕн Хисеп грамотипе тата ятарлă парнесемпе «Сăваплă ят» викторинăра ыйтусене тĕрĕс те тулли хуравланăшӑн 17 хастара чысларĕç.

Чăваш литератури ÿсĕмĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă паттăр та тÿрĕ кăмăллă Василий Егорович Миттана хисеплесе ирттернĕ «Аслă Арапуç юманĕ» поэзи уявĕпе «Сăваплă ят» викторина чыславĕ сумлă çыравçăн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр тăван халăх чĕринче пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Комментари хушас