Ирина ПАВЛОВА

3 Пуш, 2016

Ĕç шавĕ лăпланмасть

Çуркунне çитни выльăх-чĕрлĕх фермисенче те сисĕнет мар-и? Акă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Михаил Тагеев фермер хуçалăхĕнче уйăх каялла икĕ кунра пĕр тонна сĕт сунă пулсан халĕ пĕр кунра çавăн чухлĕ сутлăха ăсанать.

11 Нарăс, 2016

Ĕç çынна çĕклетĕр

Çын ĕçсĕр пурăнаймасть, ĕç çынсăр пулса пымасть. Пĕрне тепринчен уйăраймăн. Çак çыхăну çирĕп чух кăна çĕршыв вăйлă, хăватлă, аслă. Ĕç çынни кинематографишĕн те - пуянлăх. Раççейре 2016 çул Кино çулталăкĕ ятпа иртнине курах пулĕ чăвашсем çак çула ĕç çыннипе çыхăнтарас тенĕ.

22 Кăрлач, 2016

Малашне те халăхшăн ĕçлесчĕ

"Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ", - тенĕ хăй вăхăтĕнче чăваш журналистикин никĕслевçи Николай Васильевич Никольский. Унтанпа 110 çул иртнĕ пулин те çак сăмахсем паян та пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен ку çĕршыври, регионти обществăпа политика лару-тăрăвне çирĕплетме, упрама пулăшнине палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятире.

30 Юпа, 2015

Авăнать те явăнать хăва хулли

Ир-ирех хăва хулли хуçма тухса утнăшăн арăмĕ ăна вăрçса та илет, килте ĕçлеместĕн тесе ятлаçам пекки тăвать. Анчах Вениамин Ситков ăна лăплантарма вĕренсе çитнĕ. "Укçа кирлĕ-çке", - тесен мăшăрĕ тÿрех чĕлхине çыртать. Вара 63-ри арçын икĕ кустăрмаллă велосипечĕ çине ларать те пахча хыçĕнче юхса выртакан Энĕш шывĕ хĕррине васкать. Кĕсйинчен пĕккине кăларать, типтерлĕн хăва хуллине касать. Вăрăмраххине суйлать, капла карçинкка тунă чух нушаланма тивмĕ, унашкаллине çавăрма меллĕ. Вăрăммине кĕскетме пулать, кĕскине - вăрăмлатаймăн.

9 Юпа, 2015

Пуймасан та выçă лармăн

"Çĕр çинче ĕçлесе пуяйăн-и вара?" - ман ыйтăва ыйтупа хуравларĕ Муркаш районĕнчи Катькасри Михаил Мольков фермер. Хăйĕн ĕç-пуçĕ çинчен хавхаланса каласа кăтартасса кĕтнĕччĕ çамрăкран. "Пуйтармасан та çĕр выçă лартмасть пулĕ. Ют çыншăн мар, хăвăншăн ĕçлетĕн вĕт", - çавах чĕрре кĕме хăтлантăм эпĕ. "Выçă лармастпăр ĕнтĕ. Тыткаламалăх алла укçа кĕрет, пурнăçа сыпăнтармалăх çитет", - тинех калаçăвăн тикĕс çулĕ çине тухрăмăр иксĕмĕр.

Pages