Комментари хушас

9 Юпа, 2015

Пуймасан та выçă лармăн

"Çĕр çинче ĕçлесе пуяйăн-и вара?" - ман ыйтăва ыйтупа хуравларĕ Муркаш районĕнчи Катькасри Михаил Мольков фермер. Хăйĕн ĕç-пуçĕ çинчен хавхаланса каласа кăтартасса кĕтнĕччĕ çамрăкран. "Пуйтармасан та çĕр выçă лартмасть пулĕ. Ют çыншăн мар, хăвăншăн ĕçлетĕн вĕт", - çавах чĕрре кĕме хăтлантăм эпĕ. "Выçă лармастпăр ĕнтĕ. Тыткаламалăх алла укçа кĕрет, пурнăçа сыпăнтармалăх çитет", - тинех калаçăвăн тикĕс çулĕ çине тухрăмăр иксĕмĕр.

Эпир çитнĕ кун Мольковсем уйри юлашки лаптăк çинчи тырра вырса пĕтернĕччĕ. Кил хуçипе Надя мăшăрĕ тата отпуск вăхăтĕнче кÿршисене йĕтем çине пулăшма тухнă Иринăпа Вячеслав Ельниковсем сортланă тырра склада кĕртсе хума хатĕрленетчĕç. Вырма вăхăтĕнче çанталăк йĕпе-сапана кайсан пуçтарса илнĕ тухăçа уçă пĕлĕт айĕнче йĕркеллĕ типĕтеймĕн. Кун пек чухне ăна складра çÿхен сарса хума тивнĕрен вырăн çителĕксĕр. Çакна кура Мольковсем тĕштырă лаптăкне ÿстерме те тăхтаççĕ. Кăçал урпапа тулă 30 гектар йышăннă. 2006 çултанпа, фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕренпех, çак культурăсене çитĕнтереççĕ. Ун чухне тин çеç ĕçе пуçăнакан фермерсене аталанма май паракан патшалăх программи те пулман. 31 çулти арçын çемьене уйăрса панă çĕр пайĕсем çинче хăйшĕн ĕçлесе пăхма шухăш тытнă. Килте трактор пулни те хавхалантарнă.

Малтан Михаил çывăхри чăх-чĕп фабрикинче операторта тăрăшнă. Ку специальноçа вăл ĕçленĕ май вĕреннĕ. Хăй вара - анлă профильлĕ водитель. Трактор рулĕ умне те ларать, комбайн штурвалне те тытса пырать.

"Ку таранччен çĕнĕ уй-хир карапĕ туянас шухăш çуралман-и?" - ыйтатăп фермертан кивĕ комбайна сăнанă май. Вăл каллех хăйĕн шухăшне пытармасть. Кредита вăхăтра тÿлесе татасси шиклентерет çĕр ĕçченне. "Парăмшăн укçа вырăнне тырăпа тÿлес пулсан хавхалану çуралать. Ăна ытларах акас килет. Унашкал условипе туянма та пулатчĕ", - тет вăл. Комбайна çулталăкра 1-2 эрне кăна ĕçлеттернĕрен хальлĕхе тăкакланас килмест фермерăн.

Патшалăх пулăшăвĕпе пач та усă курман мар вăл. Халĕ те пахалăхсăр тырă акмасть. 2-3 çултан элита вăрлăхпа улăштарса тăрать. Куншăн тăкакăн пĕр пайне патшалăх укçа-тенкĕпе саплаштарать.

Тырă хакĕ ăна, кивĕ техникăпа нушаланса ÿстерекене, çырлахтарманни паллă. Сутса тунă укçа тепĕр чух саппас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материал туянма кăна çитет.

Пуçтарса илнĕ тухăçа Мольковсем таçта инçете ăсатмаççĕ: ытларах пайне халăх кĕркуннех туянать. Чăх-чĕп усрас шухăшлисем юлашки тырра çуркунне пырса илеççĕ. Темиçе çул кайăк-кĕшĕк фабрикине те ăсатнă.

Ялхуçалăхĕнче ĕçлес текен тупăнсан, тен, уйри лаптăка ÿстерĕччĕç те Мольковсем. Хăйсем кăна тăрăшнăран йывăр тивет мар-и? Михаилăн мăшăрĕ виççĕмĕш ачине çуратнăран кăна халĕ килте упăшкине пулăшма пултарать. Ывăлĕ ÿссенех вăл хăнăхнă ĕçе - Шупашкарти электроаппаратура заводне - çÿреме тытăнĕ. Ун чухне те хĕрарăмăн ларма-канма вăхăт пулмĕ. Пĕр ĕçрен таврăнсан теприне кÿлĕнме тивĕ.

Юрать-ха, килти йышлă выльăха Михаилăн ашшĕпе амăшĕ, Полина Николаевнăпа Герман Ефремович, пăхма пулăшаççĕ. Ывăлĕпе кинĕн пахчаçимĕç йăранĕ çинче те пуç çĕклемесĕр ĕçлемелле. Çĕрулми, купăстапа кишĕр сутмалăх та çитĕнтереççĕ. Хула çывăхĕнче пурăннăран вĕсене вырнаçтарма кăткăс мар. Çывăхра кану лагерĕсем йышлă, ытлашши пахчаçимĕçе унта тăтăшах турттараççĕ.

Сăпайланасси Мольковсен йăлинче-тĕр. Фермер хуçалăхĕпе тăрăшнин усси пурах. Кил-çуртне çĕнетнĕ, кивçене кĕмесĕр çĕнĕ трактор, ытти хатĕр-хĕтĕр туяннă. Кил хуçи тепĕр чухне çĕр ĕçне пуç чикнĕшĕн ÿкĕнет те, анчах тем хушăран хăй ирĕклĕ пулнине асаилет те: "Хамшăн ĕçлетĕп, çын куçĕнчен пăхмастăп, кивçене каймастăп", - тет.

Ирина ПАВЛОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.