Ĕç çынна çĕклетĕр
Çын ĕçсĕр пурăнаймасть, ĕç çынсăр пулса пымасть. Пĕрне тепринчен уйăраймăн. Çак çыхăну çирĕп чух кăна çĕршыв вăйлă, хăватлă, аслă. Ĕç çынни кинематографишĕн те - пуянлăх. Раççейре 2016 çул Кино çулталăкĕ ятпа иртнине курах пулĕ чăвашсем çак çула ĕç çыннипе çыхăнтарас тенĕ. Çапла вара иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх филармонийĕнче кино кăтартас ĕçпе тачă çыхăннă тата халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ тытăмĕнче тăрăшса палăрнă вун-вун маттур пуçтарăнчĕ. Çак мероприяти Раççейре - Кино, Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ хăйĕн алăкне яри уçса янине палăртрĕ.
Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл асăннă тăрăх - çулталăкри икĕ пулăма халалласа республикăра пин-пин мероприяти иртмелле. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - малашнехи ăрусен шухăшлавĕнче ĕçлекенĕн, рабочи профессийĕн сумне çирĕплетесси. Паянхи кун çакă çухални сисĕнет, çавăнпа унчченхи ырă йăлана çине тăрса тавăрмалла. Ĕçе яваплăха туйса, типтерлĕ пурнăçлакан çынна пур енлĕн хисеплемелле. Унашкалли çĕршыва чунтан юратĕ, унăн ятне çӳлте тытĕ. Ку тĕлĕшпе Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата ун хыççăнхи йывăр тапхăрта асаттемĕрсем кăтартнă паттăрлăха аса илчĕ. Шăпах вĕсен тивлечĕпе Раççей тĕнчери чи вăйлă çĕршыв пулса тăнă.
Унăн, çав шутра Чăваш Енĕн, пуласлăхне савăнăçлă уявра ветерансем ача садне çӳрекенсенчен пуçласа вăй питти шутне кĕнĕ çамрăксенче курчĕç. Филармони çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче йĕркеленĕ куравра чи кĕçĕннисем, тĕрлĕ ĕç тумĕ тăхăннăскерсем, юрларĕç те ташларĕç, симĕс тумлă студентсен ĕç отрячĕсем те алăран кайма пĕлмен гитарăпа хăйсен юррине шăрантарчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев каланă пек пирĕн вĕсенчен аслă ĕç ăстисем тумалла. Çавăн патне туртăнас тесен кăçалхи çула пĕлтĕрхинчен тухăçлăрах вĕçлемелле.
Республикăри ĕç династийĕсем çапла тăваççĕ те. Акă Елчĕк районĕнчи "Прогресс" АХО тĕп экономисчĕ Валентина Миллина Чăваш Енре Ĕç çынни çулталăкне ирттерме йышăнни хăйне тата династине ?унăн ĕç стажĕ - 661 çул% малалла тăсакансене хытăрах тăрăшма хавхалантарнине пытармарĕ. Ялта пурăнма меллĕ условисемпе тивĕçтернĕшĕн правительство политикине те ырларĕ. Хăтлăх тĕлĕшĕнчен паян чăваш хресченĕ хула çыннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть.
Ытти тытăмсенчи ĕç династийĕсем те тĕслĕх вырăнĕнче мар-и? "Промтрактор" заводра вăй хуракан Алексеевсем ?династи стажĕ - 130 çул ытла%, пушар хуралĕнчи Нягинсем ?пĕтĕмĕшле стаж – 1126 çул% тата ыттисем уявра сумлă хăнасем пулчĕç.
Пурнăçра кино пурри ырлăхах çав. Ĕлĕкхине е темиçе çул каяллахине туллин куç умне кăларатăн. Анчах кинона чăн искусство шайĕнче хаклас пулсан лару-тăру чаплах мар-мĕн. Кун çинчен Раççей халăх артисчĕ Николай Бурляев кинорежиссер пăшăрханса каларĕ. Çĕнетӳ тапхăрĕччен экрансем çине мĕн чухлĕ пĕлтерĕшлĕ, тарăн шухăшлă кинофильм тухнă. Ун хыççăн вара? Ăста режиссерсем пĕр алă пӳрнисем чухлĕ те çук темелле. Кино тупăш ытларах илес çулпа чупни сисĕнет. Раççей Президенчĕн çĕнĕ культура политики лару-тăрăва лайăхлатма май парсан тем пекехчĕ.
Паллă кинорежиссера Чăваш Енре Кино çулталăкĕ ĕç çыннипе пĕрле утни савăнтарчĕ. Ĕçлекен çын сăнарĕпе кăна сюжет – "чĕрĕ". Хăйĕн вĕрентекенне, Чăваш Енри Етĕрне хулинче çуралса ӳснĕ Николай Мордвинов артиста аса илмесĕр иртмерĕ. Унăн пултарулăхне пысăка хурса хакланă май Шупашкарта - палăк, артистăн тăван тăрăхĕнче бюст вырнаçтарсан аван пулмаллине асăнчĕ. Кун пирки маларах вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа уйрăммăн тĕл пулса та калаçнă.
Чăваш çĕрне Николай Бурляев Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕн Кирилăн пилне, РФ культура министрĕн Владимир Мединскийĕн, Раççей кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕн ертӳçин Никита Михалковăн, РФ граждан оборонин ĕçĕсен, чрезвычайлă лару-тăру тата инкек-синкеке пĕтерекен министрăн Владимир Пучковăн саламне илсе çитерни те кăтартуллă.
Ĕçре тăрăшса вăй хуракансем республикăра чăннипех сумра пулнине чыславсем ĕнентерчĕç. Самай пысăк ушкăн тĕрлĕ наградăна тивĕçрĕ. Ун йышĕнче ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илекен çамрăксем те пулчĕç. Производствăра ĕçлекен стипендиатсенчен уяв сцени çине чи малтан Канаш районĕнчи Катекри Николай Андриянов фермер хăпарчĕ. Маттур яш кролик ĕрчетет, çакна валли патшалăх гранчĕпе ферма та тунă.
Пултаруллă ĕçченсене çавăн пекех ЧР Суту-илӳпе промышленноç палатин, "Чăвашрессовпроф" пĕрлешĕвĕн ертӳçисем, артистсем, каскадерсем саламларĕç, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Филармонин сенкер экранĕ çинчен вара уяв тăршшĕпех ĕç çыннин сăнарĕ татăлмарĕ.
Ирина ПАВЛОВА.