Ĕç шавĕ лăпланмасть

3 Пуш, 2016

Çуркунне çитни выльăх-чĕрлĕх фермисенче те сисĕнет мар-и? Акă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Михаил Тагеев фермер хуçалăхĕнче уйăх каялла икĕ кунра пĕр тонна сĕт сунă пулсан халĕ пĕр кунра çавăн чухлĕ сутлăха ăсанать.

Сĕтпе хуçалăхăн кăна укçа енчĕкĕ тулмасть-мĕн. Те макăрмалла, те савăнмалла ĕнтĕ куншăн фермерăн. Эпир пырса çитнĕ чухне вăл почтальон парса хăварнă район хаçатне алла тытнăччĕ. Пичет кăларăмĕсемпе питĕ хăвăрт паллашма хăнăхнăскерĕн куçĕ тĕлне хăйĕн хуçалăхĕнче ĕçленĕ çыннăн ?тĕрĕсрех, арăмĕн% хушамачĕ лекнĕрен пĕççине шарт çапрĕ хайхи. Вырăнти потребительсен пĕрлешĕвне сĕт нумай панăшăн лешне Хисеп хучĕпе чысланă. Çемье килти хушма хуçалăхра та ĕне выльăх сахал мар усрать, анчах фермăран та сĕте пĕрре мар "уралантарнă" иккен. Çакна фермер видеосăнав тăрăх тĕрĕслесе пĕлнĕ. Темиçе эрне сĕт пĕчĕккĕн фермăран "тарнă". Çакна тÿрех тупса палăртма компьютер иртнине каялла çавăрайманни чăрмантарнă. Юсанă хыççăн кăна вăрра тăрă шыв çине кăларма май килнĕ.

"Ĕçленĕшĕн укçа тÿлемесен çапла пулса тухать", - теме пăхĕ хăшĕ-пĕри. Анчах кунта шалупа чиперех тивĕçтереççĕ. "Ăна памасан мĕн тума ĕçлеттĕм", - ман ыйтуран тĕлĕнсе хуравларĕ Артем Каяхов механизатор. Çамрăксенчен пĕри вăл, икĕ хут Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Ытти яш-кĕрĕм пек тăван хуçалăхран ниçта тарма та шухăшламасть. "Мĕн усси инçете çÿрени? Пĕри нумай укçа илсе килнĕ пек кăтартать, тĕрĕссипе вара нимĕн тума та çитмест. Тепри ăна та ĕçлесе килсенех ĕçсе ярать", - тет çамрăк. Вăл асăннă тăрăх - чылайăшĕн инçете талпăнас шухăш, ялта вĕсемшĕн ĕç çук-мĕн. "Пур вĕт-ха. Ав, фермăрах çын çитмест. Мĕншĕн кунта килесшĕн мар?" - канăç памастăп механизатора. "Кахалрах пулĕ", - вĕçлерĕ вăл сăмахне.

Шанчăклă, яваплă çынсемсĕр нимĕнле хуçалăх та аталанаймасть. Ун пеккисене тупма, ял хуçалăхне илĕртме паян питĕ йывăр. Тепĕр чух инçетри ялсенче шырама та тивет. Ав, дояркăсене фермер çăмăл машинăпа ир те каç пач урăх ял тăрăхĕнчен турттарать, леçсе ярать.

Çураки çывхарнă май ĕç алли ытларах кирлĕ. Анчах вĕсене шыраса тупиччен хуçалăхра пĕр çул çеç мар тăрăшакансенех шанма тивет. Хĕллехи вăхăтра Артем Каяхов тракторĕпе фермăна тивĕçтерет. Çулла выльăх апачĕ валли сенаж ытларах хатĕрлемелли çинчен фермер ăна халех аса илтерет. Унпа апатлани сăвăма самай ÿстерме пулăшать. 18 çул ĕçлекен трактор чăхăмлама тытăннăран механизатор ăна паян тăрăшсах юсать. Ертÿçĕ ку тĕлĕшпе саппас пайсемпе тивĕçтернĕ.

Тепĕр çамрăкпа Владимир Желудковпа Михаил Тагеев техника юсас ĕç мĕнле пынине тишкерет. Механизатор хăш агрегата ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртать. Фермер унпа килĕшнипе пĕрлех ал айĕнче пурте юсавлă пулмаллине манма памасть.

Çапла кăна ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулать. Пĕлтĕр акă выльăх апатне ытлашшипех хатĕрленĕрен утă-улăм паянхи кун сутмалăх та пур. Çуркунне енне туянакансем тупăнсах тăраççĕ.

Çĕнĕ витене тĕпрен юсама илнĕ кредитшăн хуçалăхăн кăçал иртнĕ çулхинчен ытларах сумма тÿлемелле. Çавăнпа енчĕке пырса кĕмелли укçан кашни çăлкуçĕ шутра. Фермер асăннă тăрăх - çураки ирттерме кăна хуçалăха хальхи хаксемпе сахалран та 5 млн тенкĕ кирлĕ. Туллин шутласан - 10 миллиона яхăн. Шел те, хальлĕхе хăй туса илекен чĕр тавар хакĕ хресчене çырлахтармасть. "Пĕр литр сĕт - 200, пĕр килограмм тырă 100 тенкĕпе сутăнсан кăна ирĕклĕн сывласа яма пулать", - палăртать çурхи акана тăрăшсах хатĕрленекен çĕр хуçи.

Ирина ПАВЛОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.