Ирина ПАВЛОВА

14 Кăрлач, 2015

Тĕрĕслевре – тĕрĕслĕх

Ялхуçалăх таварĕн хакне тĕрĕслесе тăрасси ĕнер е паян тухнă йăла мар. Çĕр çинче тăрăшакансем е хăш-пĕр промышленноç предприятийĕсем хатĕрлекен 26 тĕрлĕ продукци /вĕсен йышне Раççей Ялхуçалăх министерстви палăртнă/ хакне республикăра тĕрĕслесех тăраççĕ. Пĕлтĕрхи август уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа пурнăçланать çак ĕç.

17 Раштав, 2014

«Чирлеттерекенни» сахаллантăр

Пĕр çыннăн - пĕр шухăш, çĕр çыннăн - çĕр шухăш. Кашнин шухăшне пĕлме, хăйĕннипе танлаштарса хак пама кирлех-ши ял тăрăхĕн пуçлăхне? "Кирлĕ. Маншăн çакă пĕлтерĕшлĕ", - çирĕплетет Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ял тăрăхне ертсе пыракан Анатолий Аркадьевич Мясников.

17 Авăн, 2014

Ялта – хура, хулара – таса-ши?

Пĕр вăхăт вăл тăван ял хуçалăх предприятийĕнче бригадирта ĕçлерĕ. Тăрăшатчĕ, çамрăккине кура-ши шухăччĕ. Ун хыççăн хулана тухса кайрĕ. Бизнес илĕртрĕ пулас та пуçĕпех суту-илÿ ĕçне путрĕ. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр автомашинипе тавар турттарчĕ, пĕр пасартан юлмарĕ. Укçи-тенкипе хăйĕн ĕçне йĕркелерĕ, йывăç касса хăма çурма тытăнчĕ. Строительство материалне туянакансем йышлăран ĕç аван кайрĕ. Лавккасем тытма пуçларĕ.

6 Çурла, 2014

Тÿрĕ те уçăмлă калаçу

"Хальхи вăхăтра ял хуçалăх культурисен тухăçĕ гектартан вăтамран 20 центнера яхăн тухать. Паян ытларах ырашпа пăрçа вырăнать, вĕсен тухăçĕ пысăках мар. Тулă пуссине куçсанах тухăç ÿсмелле. Çу уйăхĕнчи шăрăх çанталăк ÿсен-тăрана витĕм кÿчĕ, çавăнпа малтанласа палăртнă чухлĕ тырă илесси иккĕленÿллĕ. Анчах пĕлтĕрхинчен 100 пин тонна ытларах пуçтарса илĕпĕр, пĕтĕмпе 500 пин тонна тырă тухмалла. Вырма лаптăкне иртнĕ çулхинчен 17 пин гектар таран пысăклатни пулăшĕ", – пĕлтернĕ республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов вулакансене.

22 Çу, 2014

ЧИР ÇАМРĂКЛАНСАХ ПЫРАТЬ

Раççейре çулсерен 400 ытла çынна инсульт аптратса ÿкерет. Шел те, вăл çамрăклансах пыни паллă. Паян 30-40 çултисене те тапăннă тĕслĕхсем пур. Çулсем иртсе пынă май вара хăрушлăх та ÿсет. 60-ран иртсен кашни тăваттăмĕш арçыннăн тата кашни пиллĕкмĕш хĕрарăмăн инсульт пулать.

Инсульт мĕнле чир-ха? Вăл çурăлса кайнă юн тымарĕнчи чăмакка /тромб/ е юн пуç миминчи юн куçăмне пăссан пулать. Кислородпа глюкоза çитменнипе пуç мимин клеткисем вилеççĕ, хускану, калаçу е ăс-тăн функцийĕсем пăсăлаççĕ.

Pages