Тÿрĕ те уçăмлă калаçу

6 Çурла, 2014

"Хальхи вăхăтра ял хуçалăх культурисен тухăçĕ гектартан вăтамран 20 центнера яхăн тухать. Паян ытларах ырашпа пăрçа вырăнать, вĕсен тухăçĕ пысăках мар. Тулă пуссине куçсанах тухăç ÿсмелле. Çу уйăхĕнчи шăрăх çанталăк ÿсен-тăрана витĕм кÿчĕ, çавăнпа малтанласа палăртнă чухлĕ тырă илесси иккĕленÿллĕ. Анчах пĕлтĕрхинчен 100 пин тонна ытларах пуçтарса илĕпĕр, пĕтĕмпе 500 пин тонна тырă тухмалла. Вырма лаптăкне иртнĕ çулхинчен 17 пин гектар таран пысăклатни пулăшĕ", – пĕлтернĕ республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов вулакансене. Вĕсен ыйтăвĕсене вăл "Советская Чувашия" хаçат редакцийĕнче иртнĕ "Тÿрĕ лини" вăхăтĕнче хуравланă.

Республикăра пурăнакансене выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăру та кăсăклантарнă. Сергей Владимирович палăртнă тăрăх – аш-какай туса илесси кăçалхи çур çулта пĕтĕмĕшле 1 процент ÿснĕ, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче вара – 12 процент. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ те кăшт пысăкланнă (0,2 процент). Федерацин Атăлçи округĕнче ун пекки урăх пулман. Анчах савăнма иртерех, мĕншĕн тесен килти хушма хуçалăхсенче йыш самай чакнă.

Ялта ĕне тытакансене 2010 çулта патшалăх субсиди парса пулăшнине аса илнĕ ыйту паракансем. Ун чухне шăрăха пула выльăх апачĕ туянма патшалăх, чăн та, пулăшнă. Халĕ лару-тăру вăл вăхăтри пек çивĕч мар, çавăнпа субсиди пулмасть. Министр шухăшĕпе – сĕт хакĕ 12 тенкĕрен кая пулмалла мар. Çулла хак яланах чакать, çывăх вăхăтра вăл ÿсмелле.

Хула çыннисем лавккасенче çăмарта хакĕ ÿснине асăрханă. Федерацин Атăлçи округĕнче вăл 6 процент хăпарнине палăртнă Сергей Павлов. Чăх-чĕп фабрикисем хăйсен продукцийĕн хакне ÿстермен, апла суту-илÿ лавккисем "çылăхлă". Пирĕн республикăри пĕр чăх-чĕп фабрикинче çĕнетÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Çапах та çăмарта çителĕксĕр мар, ытти фабрикăсем чиперех ĕçлеççĕ.

Чăваш апат-çимĕçĕ "Перекресток", "Магнит", "Пятерочка" йышши пысăк лавккасене çитмелли çинчен тахçанах калаçаççĕ. Ку тĕлĕшпе ĕç вырăнтан тапранни сисĕнет. Анчах ытларах тăрăшмалла, чăваш продукцийĕ вĕсенче 50 процентран сахал мар пулмалла.

"Чăваш комбайнĕсене туянаççĕ-и?" – ыйтнă "Тÿрĕ линие" хутшăнакансем. "3 уй-хир карапĕ туяннă, 5-ĕшне туянма килĕшÿ тунă", – пĕлтернĕ министр. Палăртмалла: республикăра пурăнакансемшĕн правительство комбайн хакĕн 10 процентне саплаштарать.

Ыйту паракансенчен пĕри яла куçас шухăшлине пĕлтернĕ, çавăнпа пурăнмалли çурт-йĕрпе патшалăх мĕнле пулăшнипе кăсăкланнă. Ку тĕлĕшпе республикăра ятарлă программа пурнăçланать. Туянакан е çĕнĕрен тăвакан çурт хакĕн 60-70 процентне саплаштарма май пур. Тепĕр чухне тавăрса памалла мар укçа пулăшăвĕ пĕр миллион тенке яхăнах çитет. Патшалăхăн "Земство тухтăрĕ" программинчен пач та кая мар темелле.

"Тÿрĕ линие" хутшăннисене банкран илекен кредит проценчĕсене субсидилесси, Китай çыннисемпе асăрхануллăрах çыхăну тытасси тата ытти ыйту та кăсăклантарнă.

И. ПАВЛОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.