Ирина ИВАНОВА

28 Çĕртме, 2016

Вăхăта кăсăклă ирттереççĕ, сывлăха тĕреклетеççĕ

Вĕренÿрен пушаннă хушăра ачасем тĕлли-паллисĕр ан çÿреччĕр, сывлăхне çирĕплетчĕр, харпăр хăйĕн пултарулăхне аталантарччăр тесе ашшĕ-амăшĕ кăна мар, правительство та тăрăшать.

27 Çу, 2016

Чăваш Ен ППЭне хатĕр

Çапла палăртаççĕ Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствинче. Патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче пуçланчĕ. Вăл çĕртме уйăхĕн вĕçĕчченех тăсăлĕ.

Ăна йĕркелесси пĕтĕмĕшле илсен хальчченхи йĕркепех иртет пулин те çĕнĕлĕхсем пур. Сăмахран, кăçал экзамен ирттерме палăртнă пур пунктра та /вĕсем — 36/ онлайн-сăнав йĕркелĕç, выпускниксене ППЭ вăхăтĕнче Раççейри тата Чăваш Республикинчи лару-тăру центрĕсем сăнама пултарĕç. Сăмах май, çак кунсенче видеотрансляци тытăмĕн хăватне тĕрĕслесе пăхнă. Тест ăнăçлах иртнĕ.

5 Çу, 2016

Техника - нумай, ача-пăча вара...

Канаш районĕнче паянхи кун — 30 шкул, çав шутра 17-шĕ — вăтам. Иртнĕ ĕмĕрĕн юлашки çулĕсенчи списокра пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждени шучĕ самай пысăкрах. Самана улшăнăвĕсене кура вĕренÿ тытăмĕнче пулнă реформăсем шкулсене пĕрлештересси, хăшпĕр вĕренÿ организацийĕн статусне улăштарасси патне илсе çитернĕ.

5 Çу, 2016

Садик ачисем те парада тухĕç

Ĕнер Правительство çуртĕнче Çĕнтерÿ кунне республикăра йĕркелесе уявлассишĕн яваплă ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕренпе 71 çул çитнине халалласа республикăра çак кунсенче 2,5 пин мероприяти иртмелле. Вĕренÿ учрежденийĕсенче, предприятисемпе организацисенче вăрçă ветеранĕсене чыслĕç, парнесемпе хавхалантарĕç. Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх — сывлăх шайне кура тухса çÿрейменнисене асăнмалăх парнесене киле пырса парĕç.

25 Пуш, 2016

Çитĕнÿшĕн - укçан хавхалантару

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ЧР Президенчĕн 2005 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче тухнă 101-мĕш Указне улшăнусем кĕртесси çинчен» Указ алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн шкул ачисен пĕтĕм Раççейри олимпиадисен, пĕтĕмĕшле пĕлÿ предмечĕсемпе иртекен пĕтĕм тĕнчери олимпиадăсен, професси вăтам вĕрентĕвĕн специальноçĕсемпе пĕлÿ илекенсен хушшинче йĕркелекен Професси ăсталăхĕн пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисене хатĕрленĕ педагогсене кашнине — 250 пин тенкĕ, призерсен вĕрентекенĕсене 150 пин тенкĕ парса хавхалантарма йышăннă.

Pages