Ирина ИВАНОВА

7 Çу, 2014

«Çамрăксене яла илĕртессишĕн темĕн тăвăттăм»

Ĕнер кăна сцена çинче култарнă пике ĕçре - пач урăх çын. Çитес кунсенче хăш ялти волонтерсемпе мĕн тумаллине пуç тавра çавăрттарнипе пĕрлех сĕтел çинчи тĕрлĕ çыру-хушупа паллашса вĕсене кирлĕ инстанцисене çитерме ĕлкĕрет.

10 Ака, 2014

Йăнăш утăмран сыхланăр

Паянхи саманара çамрăк ăрăва çĕнĕ информаципе тĕлĕнтерме йывăр: Интернет ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Çав авăрта ăс-пуçа минретекен çул-йĕртен мĕнле майпа пăрăнса иртесси - кăткăс ыйту. Çул çитмен ачасен позици çирĕплĕхĕ пулмасан инкеке лекесси те инçех мар. Çапах та аслисем хăйсен яваплăхне - çамрăксене хурапа шурра уйăрмашкăн вĕрентмеллине - туйсан йăлтах йĕркеллĕ пулĕ. Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 20- мĕш шкулта ĕçлекенсем çакна аван ăнланаççĕ. Кунта йĕрке хуралĕнче тăрăшакансем хутшăннипе час-часах мероприяти иртет.

Pages