Йăнăш утăмран сыхланăр
Паянхи саманара çамрăк ăрăва çĕнĕ информаципе тĕлĕнтерме йывăр: Интернет ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Çав авăрта ăс-пуçа минретекен çул-йĕртен мĕнле майпа пăрăнса иртесси - кăткăс ыйту. Çул çитмен ачасен позици çирĕплĕхĕ пулмасан инкеке лекесси те инçех мар. Çапах та аслисем хăйсен яваплăхне - çамрăксене хурапа шурра уйăрмашкăн вĕрентмеллине - туйсан йăлтах йĕркеллĕ пулĕ. Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 20- мĕш шкулта ĕçлекенсем çакна аван ăнланаççĕ. Кунта йĕрке хуралĕнче тăрăшакансем хутшăннипе час-часах мероприяти иртет. Акă пуш уйăхĕн вĕçĕнче республикăра иртнĕ "Полици тата ачасем" акци вăхăтĕнче çул çитменнисем йĕркене пăсассинчен сыхлас ыйтупа тĕл пулу-урок йĕркелерĕç.
Федерацин наркоконтроль службин Чăваш Енри управленийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Елена Томская наркотиксемпе айкашни çынна мĕн патне илсе çитерме пултарнине ачасене лайăхрах ăнлантарса парас тĕллевпе видеофильм кăтартрĕ. РФ ШĔМĕн Чăваш Енри çул çитменнисен транспорт çинчи ĕçĕсемшĕн яваплă аслă инспекторĕ Светлана Селькина чуна çÿçентерекен цифрăсемпе фактсене асăнчĕ. Сăмахран, чукун çул çинче республика территорийĕнче çуллен 30 яхăн çын вилет. 2013 çулта çапла çул çитмен 4 çамрăкăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Ытларах чухне синкерлĕ пулăм сăлтавĕ - ача-пăча ашкăнăвĕ. Вакун тăррине хăпарса лараççĕ, унта вара ток пыракан пралуксене пула инкек курасси инçе те мар.
- Пĕлетĕр-и, маншăн хамăн ĕçре чи йывăрри мĕн? Ашшĕ-амăшĕ патне килне çитсе: "Сирĕн ачăр çак çут тĕнчере çук", - тесе каласси. Çап-çамрăкла хăйсен шăпине пăсса хуракансем - сирĕн тантăшсемех. Шел, вĕсене пурнăçа хаклама никам та вĕрентсе ĕлкĕреймен - çавă çеç. Кун пек йăнăшран хăтăласчĕ пирĕн, - чĕрене витереççĕ инспектор сăмахĕсем.
20-мĕш шкул тĕп хулан çĕнĕ кăнтăр районĕн "Рябинка" микрорайонĕнче вырнаçнă. Çавăнпа та унти оперативлă пунктра тăрăшакан полици ĕçченĕсем асăннă вĕренÿ учрежденийĕпе тачă çыхăнура. Çул çитменнисен ĕçĕсен инспекцийĕн пуçлăхĕ Александр Шаурбин совет саманин юлашки çулĕсенче "ушкăнпа ушкăн" хирĕç тăрăвĕсем анлă сарăлнине аса илчĕ. Телее, паян лару-тăру ку енĕпе лăпкăраххине палăртать полици подполковникĕ, çапах та юн вĕрилĕхне тĕрĕслесе пăхакансем халĕ те тупăнаççĕ иккен.
- Микрорайон территорийĕнче училище чылай. Студентсем стипенди илнĕ кун пăтăрмах сиксе тухасса кĕтсех тăр. Пирĕн ĕçтешсен çав кунсенче пĕлÿ çурчĕсемпе общежитисен таврашĕнче кăнтăрла та, çĕрле те сыхă пулма тивет, - лару-тăрăва уçăмлатать Александр Алексеевич.
Ачасем çитĕннисен ретне хăвăртрах тăрассишĕн тĕмсĕлни куç кĕрет. Шел, лайăх енĕпе кăна мар. Тутанма чаракан çимĕçе ас тивесси илĕртет мăнтарăнсене. Чăн та, пурне те мар. Спортпа туслисенех /ку шкулта сывă пурнăç йĕркине чăннипех пĕлтерĕшлĕ вырăн уйăраççĕ/ илер акă. Шкул лапамĕнчи стадионра каçченех - 20-21 сехетченех - шăв-шав илтĕнет. Ачасемпе пĕрле спорта юратакан ашшĕ-амăшĕ те унта тăтăш çÿрени çинчен илтме кăмăллă пулчĕ.
- Çамрăкăн вăй - ниçта шăнăçайми. Ăна тĕрĕслесе пăхас килет-и? Тархасшăн: кире пуканĕпе туслашсан эрех-чĕлĕм таврашĕ асăра та килмĕ. Лайăхран лайăх кăтарту патне ăнтăлас тейĕр. Тĕнче, Европа шайĕнче ырă ят илнисене тĕслĕх вырăнне хума пуçлăр. Çавăнпа та сире спортпа туслă пулма сĕнетĕп, - терĕ шкул ачисене тĕл пулу вăхăтĕнче ЧР кире пуканĕн спорт федерацийĕн пуçлăхĕ Юрий Карпов.