Комментари хушас

5 Çу, 2016

Техника - нумай, ача-пăча вара...

Канаш районĕнче паянхи кун — 30 шкул, çав шутра 17-шĕ — вăтам. Иртнĕ ĕмĕрĕн юлашки çулĕсенчи списокра пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждени шучĕ самай пысăкрах. Самана улшăнăвĕсене кура вĕренÿ тытăмĕнче пулнă реформăсем шкулсене пĕрлештересси, хăшпĕр вĕренÿ организацийĕн статусне улăштарасси патне илсе çитернĕ. Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче те /вăл Малти Тукайра вырнаçнă/ улшăну пулнă: ача йышĕ сахалланнине, инçех мар, Шăхасанта, вĕренĕвĕн ресурс центрĕ туса хунине кура 2009 çулта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула реорганизациленĕ, тĕп шкул çеç хăварнă. Ача сахал пулнă тееймĕн: 100-тен кăшт кăна сахалрах. Унтанпа шкул ÿсĕмĕнчи ачасен шучĕ икĕ хута яхăнах чакнă. Райадминистрацин вĕренÿ пайĕ пĕлтернĕ тăрăх — Канаш тăрăхĕнчи шкулсенче вĕренекен шучĕ çуллен вăтамран 150 таран чакса пырать.

Пушаннă лаптăка ахаль сая ярас мар тесе Çĕнĕ Чалкасси шкулне ача сачĕпе пĕрлештернĕ. Шкул ÿсĕмне çитмен шăпăрлансен икĕ ушкăнне 18 ача çÿрет. Вырăнти халăх пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула пуçламăш шкул-сад пек кăна хăварасран пăшăрханать. Чăн та, район пуçлăхĕсем кун пек ыйту хальлĕхе сиксе тухмасть тесе ĕнентереççĕ.

Мĕнле сывлать тахçан пысăк йышпа палăрса тăнă пĕчĕк шкул? Йывăрлăхсенчен тухма пĕлÿ çуртне кам пулăшать? Çитĕнĕвĕсем мĕнпе çыхăннă? Çакăн çинчен пĕлес шухăшпа шкул директорĕпе Елена ЯКОВЛЕВĂПА калаçу пуçартăмăр.

«Родина» кĕрленĕ чух шкул та шавланă

Хальхи вăхăтра çывăхри çичĕ ялтан çÿреççĕ шкула. Ача çав-çавах сахал. Мĕнпе çыхăннă çакă?

— Патшалăх çемьесене «Амăшĕн капиталĕ» программăпа ача йышне ÿстермешкĕн хавхалантарма тытăннă хыççăн сертификата тивĕçнисенчен чылайăшĕ пурăнмалли условисене лайăхлатма — хваттер туянма — пикенчĕ. Кам — Шăхасанта, кам — Канашра, Шупашкарта хăйсене ятăн кĕтеслĕ пулса тăнă çемье те самаях. Çапла вырăнти халăх унта-кунта саланчĕ. Çурчĕсем пур-ха вĕсен тăван ялта, анчах хăйсем... Шкул ÿсĕмĕнчи ачасен йышĕ чакасси çакăнпа та сăлтавланчĕ: аслă классене çитсен пурпĕрех Шăхасанта вĕренмелле пулать тесе хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне кĕçĕн е вăтам классенчех унта çÿретме тытăнчĕ. Çавăнпа та Шăхасанта классем пысăкланса каяççĕ, пирĕн вара — çурма пушă, — чунне ыраттаракан ыйтăва хускатрĕ Елена Германовна.

Тата тепĕр сăлтава вара шкул ертÿçи каламасăрах ăнкартăм /тĕрĕссипе, ăна чи малтан асăнмаллаччĕ-и тен/. Ку тăрăхра чылай çул тухăçлă ĕçлесе пынă «Родина» хуçалăх арканни чылай çынна ĕçсĕр тăратса хăварнă. Ĕç тупасси хĕн пулсан çамрăксене яла илентерме йывăр. Е пур пек яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç та çемьеленсе тымар яма васкамасть: яланхи ĕç вырăнĕсĕр кунашкал яваплă утăма тума тăхтать.

Пĕчĕк хуранăн тĕшши тутлă

Шăхасана ашшĕ-амăшĕ хĕтĕртнипе вĕренме кайнисем Малти Тукайра чухне ырлăхра пулнине темиçе эрне-уйăхранах ăнланса илеççĕ. Çук, Шăхасан шкулне хурламалла мар. Пысăк класра вĕрентекенĕн кашни ачана уйрăммăн ăнлантарма вăхăт çителĕксĕрри çинчен сăмах пырать. Вунă ачаран та сахалрах класра вара кирек кам та мĕн пуçа кĕменни çинчен урокрах тепĕр хут ыйтса хурав илме пултарать. Çакă пĕлтерĕшлине ăнкарса илсе вĕренекен каялла тăван ялти пĕлÿ çуртне таврăннă тĕслĕхсем те пур.

Йыш пысăк маррин тепĕр ырă енĕ — ачасем туслă пулни. Шкула пырса кĕнĕ чухне тăхтав вăхăчĕччĕ те — çанталăк лайăххине кура ачасем шкул картишне тухнăччĕ. Вĕттисем, кăшт пысăкраххисем, чи аслисем — пĕрле вылятчĕç. Никам никама кÿрентернине те асăрхамарăм. Çийĕнчен тата ача-пăча чăвашла, хăйсен вырăнти диалекчĕпе калаçнине илтсе кăмăл тата та çĕкленчĕ: чĕрех-ха пирĕн юратнă тăван чĕлхемĕр!

Пĕчĕк йышлă шкулсене «пуласлăхĕ çук» тесе кĕске тапхăртах хупас ыйтăва çĕклесси йăлана кĕчĕ. Пĕр енчен, ăнланмалла: шкула тытса тăма укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Ăна вăхăт таппи ыйтакан пурлăхпа тивĕçтерме — пушшех. Çав вăхăтрах тепĕр чăнлăха та пытараймăн: шкул пур ялта çурт мăрйисенчен тĕтĕм тухма пăрахмастех. Çĕнĕ Чалкасси шкулĕн коллективĕнче çак çулсенче икĕ çамрăк учитель хушăнни те пĕлÿ çурчĕн пуласлăхне шаннипех çыхăнман-и?

— Çамрăк пулин те иккĕшĕ те çав тери пултаруллă. Алиса Данилова физкультура урокĕсене ертсе пынă хушăрах спорт ташшисен кружокне йĕркелерĕ, Юлия Махменова пуçламăш классене вĕрентет. Питĕ тăрăшуллă, аслисемпе канашлама яланах хавас. Ачасем туртăнаççĕ вĕсем патне, — пирĕн калаçăва хутшăнчĕ директорăн вĕренÿ-воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Люция Галкина.

Пĕчĕк хуранăн тĕшши тутлă тени кунта тÿрре тухни сисĕнет. Вĕренекенсем хăйсене хăтлă туйччăр тесе вĕрентекенсемпе техперсонал вăхăта пăхмасăр, канмалли кунсене уямасăр тăрăшни те пулать. Паллах, ачасем янттине хăнăхса хăйсем нимĕн те туманнине пĕлтермест ку. Акă шкулăн çĕр лаптăкĕ çинче çуллен тĕрлĕ пахчаçимĕç ÿстерес ĕçе кашни вĕренекенех хутшăнать. Хăйсен вăйĕпе çитĕнтерни чылай тутлăраххине кам пĕлмест?

Ĕçе юратни те — патриотлăх

Кирек мĕнле вĕренÿ заведенийĕ те хăйĕн пултаруллă выпускникĕсемпе мухтанать. Чылай шкулта тĕрлĕ çулсенче вĕреннĕ, ырă тĕслĕх шутланакан ентешĕсене халалланă ятарлă стенд пур. Çĕнĕ Чалкассисемпе Малти Тукайсем те манмаççĕ халăхра ят-сум çĕнсе илнисене. Кăçал вара вĕсене пухса чыслама уйрăм сăлтав пулчĕ: 2016 çула Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртрĕç.

— Пирĕн йыхрава илсе тĕлпулăва килнĕ хастар ĕç ветеранĕсене — пысăк тав. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Прокопьев юрăç, 33-мĕш мехколонна аслă механикĕнче тăрăшнă Петр Терентьев /халĕ — ял старости, ял пухăвĕн депутачĕ/, почтальонра вăй хунă Ольга Егорова, районти комсомол организацийĕнче, ялти библиотекăра хастар ĕçленĕ Ольга Терентьева шкул ачисене хăйсен ĕç-хĕлĕ çинчен кăсăклă, асра юлмалла каласа кăтартрĕç. Информаци саракан технологисем вăйлă аталаннă тапхăрта та ĕç паттăрĕсемпе куçа-куçăн калаçни темрен витĕмлĕрех, — çирĕплетрĕ Елена Германовна.

Асăннă шкулăн воспитани миссийĕ — ачасене ĕçе юратассипе пĕрлех çĕршыв патриочĕ пулма хăнăхтарасси. Тепĕр тесен ĕçе юратни хăех — патриотлăх. «Зарница» çар-патриот вăййисене ку тăрăхри ачасем çуллен хастар хутшăнаççĕ. Районта час-часах — малтисен ретĕнче. Çакăнта çулсем иртсен те шкул çинчен манман выпускниксен тÿпи те пур. Михаил Николаев, Владимир Михайлов, Эдуард Смирнов ыркăмăллăхне кура ачасене çар тумĕсемпе тивĕçтерме, винтовкăсем туянма май килнĕ.

Акă кĕçех республикăри кашни районтах палаткăсен «хулисем» черетлĕ хутчен йĕркеленĕç. Шутлă кун сисĕнмесĕрех иртессе пĕлсе Чалкасси шкулĕн выпускникĕсем патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацине хатĕрленнĕ хушăрах «Зарница» умĕнхи тренировкăсем çинчен те манмаççĕ. Тăрăшсан ăнăçу хăйне кĕттермессе аван пĕлеççĕ вĕсем.

Малти Тукая пĕчĕк ял теме çук: 200 ытла килте пурăнаççĕ. Чылай хуçалăх çĕр çинче ĕçленине килсен умĕнче техника нумаййи çирĕплетет: трактор кăна 30 таран /!/ шутласа кăлартăм! Эппин, пуласлăхсăр ял темелле мар. Апла-тăк ача-пăча сасси те илтĕнме пăрахмĕ-ха, шкул та паянхи хăватне те пулин сыхласа хăварĕ.

Ирина ИВАНОВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.