Хĕрестин
Çулла çитрĕ
— Çăва çине чĕнетĕн-и? Питĕ каймалла-ха! Хамăн та каяс килет-ха, — пăравус пек сасса пула коридор çĕр чĕтреннĕ пек кĕрлесе кăна тăрать. Тухса пăхмасăрах пĕлетĕп — пирĕн ĕçри çын мар. Пирĕн патра кун пек аслати евĕр сасăллă арçын çук. Çавăнпа татах та вĕчĕрхентерет ку кĕрлев — ара, ют çĕрте çакăн пек кĕмсĕртеттерсе ларма, ĕçлекенсене чăрмантарма юрать-и вара? Пушшех те — хăй, калаçăвне итленĕ май, интеллигентлă çын пекех туйăнать тата. — Студентсене çавăн пек хушу патăмăр-ха. Хатĕрленеççĕ халĕ. А?! Мĕн тен??? Нимĕн те илтместĕп! СМС-и? Янинчен усси çук.
Эх, çав çитмен пурнăç...
Паян кашни тенĕ пек мĕнпе те пулин аппаланать. Анчах та алă-ура çавăрса ярса пĕр виçĕ пус ĕçлесе илме ĕлкĕрейместĕн — ĕнсене хыçма лекет: тÿлевсен вĕçĕ-хĕрри çук. Тупăш пур-и е çук-и — ИП уçнă пулсан тĕрлĕ фонд умĕнче парăм пухăнать.
Сысна кăшкăрни — ырра мар...
Тĕлĕнмелле канасланса кайрĕ пурнăç. Пирĕн асатте-асанне тĕлленме те пултарайман япаласем çиçĕмле хăвăртлăхпа кĕрсе пыраççĕ йăлана. Калăпăр, хулара пурăнакансене нумай пулмасть кăна-ха ăмсанса пăхаттăмăр — ара, вĕсем килтен тухмасăрах пĕр-пĕринпе хутшăнма пултараççĕ-çке, телефонпа шăнкăравласа кăна калаçаççĕ... Халĕ вара çак ырлăх яла та çитрĕ. Кинемейсем те хапха умне тухса лараççĕ те ачи-пăчи, мăнукĕсем патне шăнкăртаттараççĕ, лешсем мĕнле пурăннине ыйтса пĕлеççĕ.
Шалусăр та пурăнма пулать. Майне пĕлсен...
Паянхи кун пурнăç йывăррипе сăлтавласа нăйкăшакан ытла та нумайланса кайрĕ. Укçа çук имĕш, хаксем вара вышкайсăр ÿссе пыраççĕ... Паян пуçлăхсем кăна лайăх пурăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Анчах та пуçлăх пуканне йышăнмашкăн, мĕнле калас, сăмса ÿссе çитмен тĕк — мĕн тăвăн? Унсăр пуçне, пуçлăх пуканĕ шутлă иккенне хăшне-пĕрне кала-кала халтан кайрăм ĕнтĕ. “Ку Хĕрестин Çĕнĕ çул умĕн ăçтан сиксе тухрĕ тата?” — текен те пур-тăр вулакан хушшинче. Ара, уява пăсăк кăмăлпа кĕтсе ан илĕр тетĕп-çке, епле те пулин хавхалантарас-хăпартлантарас килет.