Илĕртÿллĕ серепе

16 Утă, 2018

Çĕнĕ хыпар-хăнарпа паллашнă май ултавçăсем çумăр хыççăнхи кăмпа пек хунаса пыни тăтăшах хăлхана кĕрет. Пирĕн пеккисене шăнман пăр çине лартса ярас тесе мĕн кăна шухăшласа кăлармаççĕ тата! Телефонпа та улталама хăтланаççĕ, Интернет урлă та. Ку çитмест, киле те пыраççĕ, темĕн те пĕр шухăшласа кăларса кунĕн-çĕрĕн пухнă укçана çаратса тухса кайма именмеççĕ.
Ултавçăсем чее те, анчах та вĕсене маххă паманнисем те тĕл пулаççĕ. Пĕр хушă ачасем инкеке лекнĕ тесе шăнкăравласси йăлана кĕнĕччĕ путсĕрсен. Калăпăр, çĕр варринче шарт сиктерсе телефон шăнкăртатать. Ыйхă тĕлĕшпе çын тăруках ăна-кăна тавçăрса илейменни çине пусăм тăваççĕ-ха ĕнтĕ. «Сирĕн ывăл çапăçăва хутшăнса теприне хытах амантнă, пепкĕре çăлса хăварас тесен хăвăртрах укçа илсе килĕр /счет çине куçарса парăр/!» Ачине юратакан çын кун пек чухне мĕн тăвать? Паллă ĕнтĕ, хыпăнса ÿкет. Хыпăнчăк çыннăн вара пуçĕ пач шухăшлама пăрахать. Каланă çĕре пĕр иккĕленмесĕр пинĕ-пинĕпе куçарать хайхи. Çакăн хыççăн кăна ачи патне шăнкăравлама ăс çитерет. Лешĕ вара майра ытамĕнче пĕр шухăшсăр киленет. Анчах та пуйăс кайнă ĕнтĕ…
Çапах та пурне те пĕр калăппа виçеймĕн. Пĕрин çапла телефон шăнкăртатать /ку истори кулăша çаврăннă-ха ĕнтĕ/. «Вăт, çапла- çапла, ывăлăр инкеке лекнĕ, пулăшма пултаратпăр, ахаль мар, паллах — укçа кирлĕ». — «Манăн ывăл çук, хĕр анчах», — илтĕнет лăпкăн лини вĕçĕнче, телефон кăмăллăн та кĕскен пиклетме тытăнать. Ахăртнех, хĕрарăм тăманасен йышĕнчен — çывăрма выртман та, çавăнпа хăйне алла илсе ĕлкĕрнĕ.
Тепĕр истори те тĕнчипех çаврăнчĕ-тĕр. Телефон ирхи вунă сехетре сас панă. Мария Ивановна çăм нуски çыхма пăрахса телефона алла илнĕ.
— Сирĕн мăнук çул çинче инкеке лекнĕ, — васкаса калаçни илтĕнсе кайнă. — Машинăна йăлт аркатнă, шар курнисем те пур. Ку вара — виçĕ çултан пуçласа пиллĕк таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултарать… Эсир мăнукăра пулăшма пултаратăр… Анчах та уголовлă майпа айăпласран хăтăлас тесессĕн укçа кирлĕ!
— Мĕн чухлĕ?
— Ик çĕр пин! Укçăра хатĕрлĕр — халех сирĕн пата пирĕн çын пырать! Анчах та ку шăнкăрав çинчен никама та каласа ан парăр, унсăрăн мăнукăра тата темиçе çул пачах кураймăр!
— Анчах та манăн килте ун чухлĕ укçа çук, — Мария Ивановнăн сасси чĕтрет. Кĕç-вĕç макăрса яма хатĕр вăл. — Банка каймалла, вăл вара хула тепĕр вĕçĕнче.
— Урама тухăр — сирĕн пата кĕмĕл тĕслĕ «Жигули» пырать, вăл ăçта калатăр — çавăнта илсе çитерĕ. Анчах та ан манăр: никама та пĕр сăмах та! Мăнукăр çинчен шухăшлăр!
Хула тепĕр вĕçне çитсен водитель пÿрнине тута урлă хурса кăтартнă. Мария Ивановна та çаплах тунă. Хĕрарăм çур сехетрен таврăннă:
— Карточка пин-кодне манса кайнă, — ассăн сывланă вăл. — Дачăна кайма тивет, эпĕ ăна тетраде çырса хунă, ăна вара унта тытатăп…
Хуларан вăтăр çухрăмра вырнаçнă дачăран Мария Ивановна икĕ сумка çĕр улми тата пĕр çетка сухан тултарса тухнă.
— Багажника хур! — руль умĕнче кичемленсе ларакан каччă шартах сикнĕ. — Кайрăмăр!
— Банка-и?
— Киле! Çĕр улмипе банк тăрăх сĕтĕрĕнсе çÿреместĕп ĕнтĕ. Çула май супермаркет тĕлĕнче чарăн: çăкăр тата сĕт туянмалла…
Водителĕн кăмăлĕ пăсăлни палăрнă, анчах та чĕнмен-ха хăй, каланине пĕр сăмахсăрах пурнăçланă. Таврана каç сĕмĕ çапнă. Каччă пăлханни уççăнах палăрнă. Мария Ивановна кăна слон пек лăпкăн тытнă хăйне.
— Руль сыхласа лариччен пулăшасчĕ кинемее, — асăрхаттарнă Мария Ивановна машинăран тухнă май. Ултавçă ун хыççăн пĕр сăмахсăр лăкăштатнă. Пиллĕкмĕш хутра вара вĕсене формăллă çынсем кĕтсе те тăнă.
— Мăнук вара мĕнле-ха? — çухалса кайнă водитель.
— Манăн нимĕнле мăнук та çук, — лăпкăн хуравланă Мария Ивановна. — Çул çинче те нимĕнле инкек те пулман… Эпĕ тÿрех ăнлантăм çакна.
— Банка мĕн тума кайрăмăр вара эпир?
— Хваттершĕн тата телефоншăн тÿлеме.
— Дачăна вара…
— Çĕр улмипе сухан тиесе килме. Атя, атя, уттар. Эпĕ сана валли нимĕнле кинемей те мар, от-ставкăри майор!
Пулма пултарать-и çакăн пекки пурнăçра? Паллах. Çухалса каймалла мар кăна. Пăлханни пĕтерет пире.
Паян социаллă сетьсенче пурăнатпăр темелле. Пĕр-пĕринпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçма вăхăт çук. Аслă ÿсĕмрисем ялĕ- ялĕпе, класĕ-класĕпе, йăхĕ-йăхĕпе «Одноклассникире» кун кунлаççĕ.
— Телефон номерне çырса яр-ха, — ыйтать ĕçтешĕм Интернет урлă. Пĕтрĕмĕр, мĕн пулнă- ши тата? Пуç шухăшласа иличчен алă номере наборласа та хурать. Юлашки самантра тем шаклатса илет: ара, ĕçре юнашар пÿлĕмсенче тенĕ пек ларатпăр. Каçса та ыйтаймасть-ши вара ку? Юрать, хам та ура çине çĕкленсе темиçе утăм ярса пусма пултаратăп.
— Эсĕ мĕскер манпа Интернет урлă хутшăнатăн çак? — ыйтатăп хайхискерĕн пÿлĕмне пырса.
— Эпĕ-и?! — тĕлĕннине пытараймасть вăл. Каярах чухласа илет: — А-а-а, ăнлантăм. Ара, ман страницăна «çĕмĕрнĕ» вĕт, халĕ ман ятран пĕлĕшĕмсенчен укçа кивçен ыйтса çыра-çыра яраççĕ…
Вăт, тамаша. Ултавçăсем çинчен çырса ларнă хушăрах чутах вĕсен серепине çакланаттăм-иç.
Çапла темиçе кун иртрĕ кăна, телефонпа смс хыпар çитрĕ.
— Манăн хĕрача ăнсăртран, йăнăшпа, сирĕн телефон çине 100 тенкĕ куçарнă. Каялла ярса парăр тархасшăн, — унтах телефон номерне те кăтартнă.
Эпĕ мĕн, саккуна пăхăнакан çын. Çав 100 тенкĕшĕн вараланса та ларассăм çук. Пушшех те, çынна кÿрентериччен хам укçана кăларса парăп. Номерсене пускалама пуçларăм кăна, каллех юлашки самантра пуçра темĕн йăшăлтатса илчĕ — тахăш тараканĕ вăранса ĕлкĕрчĕ курăнать. Ара, манăн телефон çине 100 тенкĕ килни пирки нимĕнле сас-хура та пулмарĕ-иç! Ыйтнине систерсе кăна сас пачĕ. Баланса тĕрĕслеме шут тытрăм. Ахальтен пăшăрханман иккен — баланс нуле çывăх. Нимĕнле 100 тенкĕ те çук унта. Укçи юлманпа пĕрех. Тĕрĕссипе, ултавçăсене куçарса парас тенĕ пулсассăн та май килместчĕ. Анчах та сыхлăх пăсмасть, тепĕр чухне темиçе 100 тенкĕ те пухăнса каять. Фу-у-у! каллех хăтăлса юлтăм ултавçăсен капкăнĕнчен. 100 тенкĕ пĕр çыншăн нумаях мар-ха ĕнтĕ, çавăнпа та пĕр шухăшсăр тавăрса паракан та тупăнать ахăртнех. Анчах та пĕринчен, тепринчен… çапла самаях пухăнать вĕт. Малалла вулас...

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.