Хĕрестин пăтăрмахĕсем
Çулла çитрĕ
— Çăва çине чĕнетĕн-и? Питĕ каймалла-ха! Хамăн та каяс килет-ха, — пăравус пек сасса пула коридор çĕр чĕтреннĕ пек кĕрлесе кăна тăрать. Тухса пăхмасăрах пĕлетĕп — пирĕн ĕçри çын мар. Пирĕн патра кун пек аслати евĕр сасăллă арçын çук. Çавăнпа татах та вĕчĕрхентерет ку кĕрлев — ара, ют çĕрте çакăн пек кĕмсĕртеттерсе ларма, ĕçлекенсене чăрмантарма юрать-и вара? Пушшех те — хăй, калаçăвне итленĕ май, интеллигентлă çын пекех туйăнать тата. — Студентсене çавăн пек хушу патăмăр-ха. Хатĕрленеççĕ халĕ. А?! Мĕн тен??? Нимĕн те илтместĕп! СМС-и? Янинчен усси çук.
Шалусăр та пурăнма пулать. Майне пĕлсен...
Паянхи кун пурнăç йывăррипе сăлтавласа нăйкăшакан ытла та нумайланса кайрĕ. Укçа çук имĕш, хаксем вара вышкайсăр ÿссе пыраççĕ... Паян пуçлăхсем кăна лайăх пурăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Анчах та пуçлăх пуканне йышăнмашкăн, мĕнле калас, сăмса ÿссе çитмен тĕк — мĕн тăвăн? Унсăр пуçне, пуçлăх пуканĕ шутлă иккенне хăшне-пĕрне кала-кала халтан кайрăм ĕнтĕ. “Ку Хĕрестин Çĕнĕ çул умĕн ăçтан сиксе тухрĕ тата?” — текен те пур-тăр вулакан хушшинче. Ара, уява пăсăк кăмăлпа кĕтсе ан илĕр тетĕп-çке, епле те пулин хавхалантарас-хăпартлантарас килет.