Эсĕ тата эпĕ

29 Кăрлач, 2018

Упăшкана та саватăп, ашшĕне те

Икĕ вут хушшинче эпĕ. Мĕн тумаллине те пĕлместĕп. Малашнехи пурнăçăм паллă марри те асаплантарать. Тÿрех хирĕçленĕ тĕк паян хама çăмăлрах туйăттăм. Уçăмсăр лару-тăру вăраха пырас çуккине пĕлсех кашни каçа шикленсе-хумханса кĕтетĕп. Маншăн вăл — телей те, чун асапĕ те, ÿт пăлханăвĕ те, юратнă çыннăм умĕнчи каçарайми намăсăм та… Упăшкашăн эпĕ — юратнă арăм, ашшĕшĕн — çамрăк еркĕн.

26 Çĕртме, 2017

Ÿкĕнет-ши мăшăрăм?

Аслă шкула вĕренме кĕрсенех хамран чылай аслăрах каччăпа çемье çавăртăм. Те шукăль çи-пуçĕпе, те çепĕç сăмахĕпе илĕртрĕ вăл мана — пĕлместĕп. Эпĕ хам сисмесĕрех юрату тыткăнне лекрĕм.

Тантăшсем кредитпа хăйсене ятăн кĕтес туянма ĕмĕтленетчĕç. Пирĕншĕн атте илсе панă хваттер çăтмаха çаврăнчĕ. Юрать юратнă хĕрĕн пуласлăхĕ çинчен темиçе çул каяллах шухăшлама пуçланă вăл. Юлташсем пирĕн пата тăтăш килсе çÿретчĕç. Вĕсемпе пĕрле апат пĕçерсе çиеттĕмĕр. Хăшĕ-пĕри çывăрма юлатчĕ.

15 Ака, 2017

Эх, çав çитмен пурнăç...

Паян кашни тенĕ пек мĕнпе те пулин аппаланать. Анчах та алă-ура çавăрса ярса пĕр виçĕ пус ĕçлесе илме ĕлкĕрейместĕн — ĕнсене хыçма лекет: тÿлевсен вĕçĕ-хĕрри çук. Тупăш пур-и е çук-и — ИП уçнă пулсан тĕрлĕ фонд умĕнче парăм пухăнать.

18 Нарăс, 2017

Çĕрĕпе çывăраймарăм…

«Маттур та эсĕ», — куç хĕсетĕп хама тĕкĕртен. Йăл куллăм та чеен курăнать пек. Çук, ăсран тайăлман эпĕ. Темиçе уйăх каялла кăна-ха урама тухас умĕн çеç тĕкĕр умне тăраттăм. Халь-и? Хама вăрçатăп çакăншăн. Хама хам килĕшмесен ыттисене мĕнле килĕшме пултарăп-ши?

«Атя, юрать ĕнтĕ мана», — теместĕп текех. Тĕрĕсрех, çакнашкал кичем шухăшсене Сашук «кăкласа» кăларчĕ. Ăнсăртран паллашса кайрăмăр унпа. Унăн тăван тăрăхне ĕçпе кайнăччĕ. Сăмах хыççăн сăмах... Юлашкинчен пĕр-пĕрин визиткисемпе ылмашăнсах сыв пуллашрăмăр.

24 Раштав, 2016

Симĕс юрату

— Сан юратăву мĕн тĕслĕ?

— ???

— Мана мĕнле тĕспе саватăн?

— Ăнланмарăм.

— Юрать. Эппин, манран ыйт.

Анасланă май тутлăн карăнчĕ те аран илтĕнмелле:

— Вара? Мĕн тĕслĕ? — терĕ.

— Симĕс!

Ним ăнланмасăр тинкерчĕ вăл.

— Симĕс, — тепĕр хутчен палăртрăм эпĕ.

— Мĕншĕн хĕрлĕ мар?

— Хĕрлĕ вăл — пушар, çулăм, кăвайт. Хăть те мĕн те.

— Анчах "юрату" тесен пурте хĕрлĕ тĕс пирки аса илеççĕ-çке.

— Çук, пурте мар. "Çунакансем" çеç.

— Эс çунмастăн-ха эппин?

— Çук.

Pages