Упăшкана та саватăп, ашшĕне те

29 Кăрлач, 2018

Икĕ вут хушшинче эпĕ. Мĕн тумаллине те пĕлместĕп. Малашнехи пурнăçăм паллă марри те асаплантарать. Тÿрех хирĕçленĕ тĕк паян хама çăмăлрах туйăттăм. Уçăмсăр лару-тăру вăраха пырас çуккине пĕлсех кашни каçа шикленсе-хумханса кĕтетĕп. Маншăн вăл — телей те, чун асапĕ те, ÿт пăлханăвĕ те, юратнă çыннăм умĕнчи каçарайми намăсăм та… Упăшкашăн эпĕ — юратнă арăм, ашшĕшĕн — çамрăк еркĕн.

Çулталăк туслă çÿренĕ хыççăн савни мăшăрĕ пулма ыйтрĕ. Хуçалăха тытса пыма хĕрарăм алли кирлине пытармарĕ. Амăшĕ ывăлĕ салтакра чухне йывăр чирлерĕ. Тухтăрсем те ура çине тăратаймарĕç ăна. Хĕсметрен таврăнсан ашшĕ те кĕçĕннине çемье çавăрма сĕннĕ паллах. Икĕ арçын хуçаланакан килте хĕрарăм çукран кил ăшши çитменни сисĕннĕ. Çакна ывăлĕ хăй те питĕ аван туйнă. Çавăнпах пирĕн пата хĕр çураçма пычĕç те. Кĕçех кĕр мăнтăрĕпе туй кĕрлеттертĕмĕр.

Пурте йĕркеллĕччĕ малтан. Каярахпа пÿрт-çурта та, хуралтăсене те юсамалла тесе мăшăрăм ĕçлеме Мускав облаçне тухса кайрĕ. Хунеçепе иксĕмĕрех юлтăмăр. Кил-тĕрĕшри ĕçсене вăл хăех пурнăçлать, выльăх-чĕрлĕхпе те аппаланать. Эпĕ апат пĕçерекенни.

Пĕтĕмпех ăнсăртран пулса тухрĕ. Пĕр канмалли кун хунеçе мунча хутрĕ. Вăл тухсан эпĕ те таса кĕпе-йĕм илтĕм те çăвăнма утрăм. Пирĕн мунча пахчара ларать. Часах урамра шăв-шав илтĕнчĕ. Çамрăксем камитленсе çÿреççĕ-мĕн. Эпĕ мунчара пĕччен шикленетĕп пулĕ тесе часах хунеçе салтăнмалли пÿлĕме çитсе ларчĕ. Пычĕ те… унтах юлчĕ. Çурăм та çурĕ, милĕкпе те лăпкарĕ. Хĕрарăм туйăмĕ вăраннине туйрăм. Вăл та, 50 çул урлă нумаях пулмасть çеç каçнă вăй питти арçын, хăйне чараймарĕ…

Савăшу киленĕçне упăшкам та ун чухлĕ парнелеймен мана. Çавăнпа та икĕ арçын ытамĕнче эпĕ халĕ. Малалла вулас...

Комментари

Хайне тытса чарайман херарам ,намаааас урах никам та мар , хасат сине сырма та ватанман

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.