Ÿкĕнет-ши мăшăрăм?

Аслă шкула вĕренме кĕрсенех хамран чылай аслăрах каччăпа çемье çавăртăм. Те шукăль çи-пуçĕпе, те çепĕç сăмахĕпе илĕртрĕ вăл мана — пĕлместĕп. Эпĕ хам сисмесĕрех юрату тыткăнне лекрĕм.

Тантăшсем кредитпа хăйсене ятăн кĕтес туянма ĕмĕтленетчĕç. Пирĕншĕн атте илсе панă хваттер çăтмаха çаврăнчĕ. Юрать юратнă хĕрĕн пуласлăхĕ çинчен темиçе çул каяллах шухăшлама пуçланă вăл. Юлташсем пирĕн пата тăтăш килсе çÿретчĕç. Вĕсемпе пĕрле апат пĕçерсе çиеттĕмĕр. Хăшĕ-пĕри çывăрма юлатчĕ.

Упăшка пĕчĕк шалу илни те пăшăрхантармасть. Бизнес йĕркелесе янă атте укçа-тенкĕ енчен пулăшать. Тем тесен те ырлăхра пĕр-пĕрин ытамĕнче ачашланса-киленсе пурăнатпăр эпир.

Пĕррехинче пĕрле вĕренекен юлташа экзамен тытайманшăн университетран та, общежитирен те кăларса ячĕç. Яла çывăх çыннисем патне таврăнасшăн пулмарĕ вăл. Ку хутĕнче те манран пулăшу ыйтрĕ. Чăнах, ăçта кайса кĕмелле унăн? Стипендие темиçе кун каяллах пĕтернĕ.

Ăна шеллесе хамăрăн хваттерте вырăн сарса патăм. Унран та ытла, вăхăтлăх юлма ирĕк патăм. Ара, хĕсĕнсе пурăнмастпăр вĕт, пурин валли те вырăн çитет.

Упăшка уявра икшер парне туянма пуçларĕ. Малтан мана, унтан юлташăма пит çăмартинчен чуп тусах тыттаратчĕ çав япалана. Арçын икĕ хĕрарăма пĕрешкел савăнтарни япăх-им?

Света ĕçе вырнаçма та, урăх çĕре куçма та васкамарĕ. Кунтан хăтлăрах вырăн тупасси иккĕлентерчĕ, ахăр, ăна. Эпир малтанхи пекех каçченех уçăлса çÿрерĕмĕр, кафере апатлантăмăр. Виçсĕмĕр пĕрле ахăлтатсах култăмăр.

Çие юлнине пĕлсен савăннипе çĕрĕпе çывăраймарăм. Мăшăр мана малтанхинчен те хытăрах ыталарĕ. Эпир хамăр пĕр тĕнче пулнине, йыш хушса мăшăра телейлĕрех тума пултарнине ăнланса илтĕм.

Лекцире ăш пăтраннăран ыйтсах урама тухрăм. Ытти чухне сак çинче кăшт ларсанах каялла кĕрекенччĕ. Ку хутĕнче чун киле туртрĕ. Пур пĕрех тепĕр 30 минутран аудитори пушанса юлĕ. Маларах тухнăшăн килте ытларах вулама-çырма хама сăмах патăм.

Хваттере уçсанах çывăрмалли пÿлĕмре шăв-шав илтĕнчĕ. Пушмак хывнă вăхăтра шалтан çурма çарамас упăшка сиксе тухрĕ. Ара, унăн ĕç кунĕ вĕçленмен. Мĕн тăвать вăл килте? Малалла вулас...

 

ЕКАТЕРИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.