Комментари хушас

18 Нарăс, 2017

Çĕрĕпе çывăраймарăм…

«Маттур та эсĕ», — куç хĕсетĕп хама тĕкĕртен. Йăл куллăм та чеен курăнать пек. Çук, ăсран тайăлман эпĕ. Темиçе уйăх каялла кăна-ха урама тухас умĕн çеç тĕкĕр умне тăраттăм. Халь-и? Хама вăрçатăп çакăншăн. Хама хам килĕшмесен ыттисене мĕнле килĕшме пултарăп-ши?

«Атя, юрать ĕнтĕ мана», — теместĕп текех. Тĕрĕсрех, çакнашкал кичем шухăшсене Сашук «кăкласа» кăларчĕ. Ăнсăртран паллашса кайрăмăр унпа. Унăн тăван тăрăхне ĕçпе кайнăччĕ. Сăмах хыççăн сăмах... Юлашкинчен пĕр-пĕрин визиткисемпе ылмашăнсах сыв пуллашрăмăр.

Малтанах ĕçпе çыхăннă самантсене кăна сÿтсе яваттăмăр.

“Кала: кам кÿрентерчĕ сана?” — тÿрех пÿлчĕ калаçăва пĕррехинче çакскер. Тĕлĕнтĕм ун чухне, мĕнле вăл, пач палламан çын темелле, чунра мĕн пулса иртнине телефонпа калаçнă май сасăранах туйса илме пултарчĕ? Эпĕ вара çакна кăна кĕтнĕ тейĕн. Шыв кранне уçса янă пек тăкăнса кайрĕ кăмăлăм. Чараймарăм, нимĕн те пытармарăм, йăлт тĕрĕсне каласа патăм. «Мĕнле-ха асăрхайман, туяйман... Юрату çынна çав тери суккăрлатать иккен…» — темĕн те аса килет кунашкал самантсенче тата. Ытлашши сăмах каламасăр итлерĕ вăл мана. Аса илÿсен тыткăнĕнчен хăтăлма йывăр çав...

«Халĕ санăн икĕ çул пур, — пач кĕтмен çĕртен сăмахăма татрĕ Сашук. – Е пуçна каçăртса малалла утатăн. Йывăр-и? Эппин, çавăнтах вырт та юл, сан тăрăх çынсем утчăр, таптаччăр кÿлепÿне». Çак сăмахсем çÿлтен йăтăнса аннă сип-сивĕ те çивĕч вĕçлĕ пăр татăкĕсене çаврăнчĕç тейĕн. Ăс-тăн пăтранчĕ кăна, тĕрлĕ шухăш пуçа çĕмĕрттерет... Тата мĕн каларĕ-ши – ас тумастăп. Телефона сÿнтернĕ пулинех. Куççуль шăпăртатрĕ питĕм тăрăх. «Хăвна шеллетĕн хытă», — сăмахсем çеç çине-çине аса килеççĕ. Савнийĕн ултавĕ пирки каланине кам лăпкă чунпа йышăнĕ-ши?

Ку пуçламăшĕ кăна пулчĕ-ха. Сашукăм тепĕр кунхине шăнкăравларĕ те: «Итле-ха, эсĕ хăв çине тĕкĕртен юлашки хут хăçан пăхнине ас тăватăн-и? — терĕ. — Ас тумастăн-и? Эппин, кайса пăх». «Мĕн вара унта?» — хĕрарăм кăсăклăхне нимле лару-тăру та пĕтерес çук. «Килĕшетĕн-и хăвна?» — шăпах тĕкĕр умĕнче тăнă чухне шăнкăравларĕ Сашук. Чăн та ĕнтĕ, мĕн пăхмалли, çĕрĕпе çывăрайманнипе тата макăрнипе куçăм шыçăнса тухнă, çÿçĕм те арăш-пирĕш. Кунашкал хĕрарăма урамра курсан хам та ун пирки «ĕçкĕç» тейĕп пулĕ. «Фу-у», — терĕм те çаврăнса утрăм. «Халĕ спорт тумĕ тăхăн та стадиона е ращана тух», — вырăна çитичченех калаçтарчĕ вăл.

«Сывă кĕлеткере – сывă кăмăл-сипет, ан манса кай çакна», — темиçе хутчен те çак темăпа калаçу тапратрĕ арçын кайран та. Каçхине чупма тухасси йăлана кĕме тытăнсанах тепĕр ыйтупа чĕлхесĕр хăварчĕ мана. «Тепĕр хутчен тĕкĕртен пăх-ха. Çук, ăнланмарăн, çиелти тумна хыв малтан...» — тесен телефона тÿрех сÿнтерес килсе кайрĕ. Ара, ку телефонпа савăшулла вылясшăн мар-и? Çакă çитменччĕ-и мана тата? «Шухăшла халĕ, арçынна килĕшме пултаратăн-и?» — вăт сирĕнтен çапла ыйтсан мĕн каланă пулăттăр?

Çакăн хыççăн апатланура та йĕрке пулмаллине ăнланса илтĕм. Пылак çимĕçсĕр пурăнма пултарайманскере йывăр килчĕ. Пироженăй таврашĕнчен иртсе кайнă чухне тек ассăн сывлаттăм.

Анчах та темиçе уйăхран пит ÿчĕ якалнине туйса илтĕм. Куç айĕнчи шыçăксем çухалчĕç. Уттăм та çăмăлланчĕ пек, ара, йывăрăш та чакрĕ-ха та.

Ку анчах-и? Сашукăм эпĕ чи илĕртÿллĕ, кăмăллă та вăйлă хĕр пулнине ĕнентерчĕ вĕт. Ирĕклĕ чиперккен килте тунсăхласа лармалла-им? Ĕçри хĕрсем ташă каçне чĕнсенех тухса вĕçтертĕм. Шăп çавăнта паллашрăмăр Володьăпа. Тусĕн çуралнă кунне паллă тăваççĕ иккен. Ăслă-тăнлă та кăмăллă яш тусăмсене те килĕшрĕ.

«Вăт каччă тăк каччă», — шухăшласа илтĕм хам та. Шампань эрехĕн витĕмĕпе пулĕ пуçăмра пĕр шухăш çуралчĕ...

Тепĕр эрнерен Володьăпа тĕл пулма килĕшрĕм. «Анчах та эсĕ мана пулăшсам», — терĕм. «Юрĕ, тĕл пулсан сÿтсе явăпăр», — тесе сыв пуллашрăмăр.

«Çуралнă кунпа пĕлĕшĕме саламлама каймалла. Пĕччен мар...» — тĕл пулсанах пĕлтертĕм ăна. «Ăнлантăм», — терĕ те кĕскен, машинине хускатрĕ. Чечекпе, хаклă йышши эрехпе тата парнепе кĕрсе тăтăмăр чуна çунтарнă Юрăн пĕлĕшĕ патне. Ара, Юрăпа уйрăлса кайнине пурте пĕлетчĕç. Сăлтавне вара манран маларах та уçăмлатнă – Юра шашлăка та, пулла та урăх майрапа çÿренĕ иккен. Çакна пĕлсен чĕрем çурăлса тухать пулĕ тенĕччĕ. Çук-çук, паян ун пирки аса илмĕп. Юра пĕлĕшĕпе Наталипе юлташланса та кайнăччĕ эпир. Аванах сÿтĕлчĕ пирĕн сăмах çăмхи. Пĕр-икĕ черкке хыççăн урăхла пулмасть-тĕр. Натали эпĕ пĕччен килессе кĕтнĕ, халĕ те Юрăшăн «çунатăп» тесе шухăшланă. Эпĕ вара хаклă йышши машинăпа, ăмсанмалли яшпа çитсе тăтăм. Володя хĕрсен хушшинче пĕртен-пĕр ар пулнăран патша пекех туйрĕ пулас хăйне. Арçыннăн лайăх апатланмалла тесе пĕр енчен салат сĕнеççĕ, тепĕр енчен какай кукăлĕ хурса параççĕ. Хăй те ĕнтĕ тимлĕ хĕрсемпе, ыр сăмахне шеллемест, шÿчĕсем те вырăнлă. Шăп тата çак вăхăтра Юра шăнкăравларĕ. Тутана пăртăм та телефона сÿнтертĕм çеç. Телефон вара пĕр чарăнми «юрлама» пуçларĕ. Аптранипе ăна Наталие тыттартăм — “калаçса ил-ха”. Вăл вара эпир çуралнă куна паллă тунине те, эпĕ каччăпа пынине те пытарман.

Çакăн хыççăн Юрăпа мĕн пулса иртнине каласа пĕтереймĕн те. Чăннипе, вăл урăххипе явăçса кайнишĕн пĕлĕшĕмсен умĕнче хама аван мар туяттăм. Ара, пурин умĕнче те ман пирки «тинех чуна çывăх çынна тĕл пултăм», — тесе пĕлтернĕччĕ-ха та. Хăй вара тепĕртакранах – урăххипе. Шăпах çакна пĕлсен вăйран кайнăччĕ те... Хиврен пĕр-икĕ сăмах каламаллаччĕ пулĕ те, анчах пултараймарăм...

«Паллах, эпĕ саншăн савăнатăп çеç, — тĕлĕрсе кайма тытăннăран мĕн пирки сăмах пынине тÿрех ăнланса та илеймерĕм. – Сана Володя чунран савни тÿрех паллă терĕ Наташа. Лайăх çын тесе каласа парать...» Ывăннăччĕ ун чухне. “Кайран калаçăпăр” тесе сыв пуллашрăмăр. Э, çук, кайранĕ-мĕнĕ, çур çĕр варринче каллех шăнкăравларĕ – халĕ ĕнтĕ мана ÿпкелет, вăрçать, кĕвĕçет. Темиçе сехетренех тата тепĕр юлташĕ патĕнчен калаçать. Çĕрĕпе миçе çĕре çитмерĕ-ши? Ниçта та чунне лăплантараймасть...

Çĕр çывăраймарăм çак каç, анчах кăмăлăм нихçанхинчен лайăх. Авă тĕкĕртен те хам çине йăл кулса пăхатăп-çке...

Н.МАРИНОВА.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.