Эх, çав çитмен пурнăç...
Паян кашни тенĕ пек мĕнпе те пулин аппаланать. Анчах та алă-ура çавăрса ярса пĕр виçĕ пус ĕçлесе илме ĕлкĕрейместĕн — ĕнсене хыçма лекет: тÿлевсен вĕçĕ-хĕрри çук. Тупăш пур-и е çук-и — ИП уçнă пулсан тĕрлĕ фонд умĕнче парăм пухăнать.
Вăт эпĕ те çапла вак ĕçпе аппаланма пуçларăм. Ара, çынтан юличчен муртан юлма хушнă. Математикăна шкулта тăрăшсах вĕреннĕччĕ. Çапах та çав налук тытăмĕнче тем ăнлансах çитерейместĕп курăнать. Халĕ йăлтах компьютер шутлать те унпа вара тупăшма та, ăна ĕнентерме те çăмăлах мар. Кашни тÿлемессерен темиçе пус тенĕ пек парăм юлни пирки систереççĕ налукçăсем. Пус çумне пус вара — тенкĕ пухăнать. Эпĕ йĕркене пит юрататăп та — çак пусĕсене шутласах тăраканччĕ. Хальхинче те алă çитменни пĕтерчĕ, те урăх сăлтав, анчах та хама кирлĕ кантура черетлĕ хут çитсен чутах каялла кайса лараттăм — хайхи пуссем чăнласах тенке çаврăннă. Пĕр тенкĕ те кăна мар — тăват çĕр! Пĕтрĕмĕр! Манăн вара кредит çакăнса тăрать. Тем тума илсе çавна? Ара, мур арçынни диван сыхлаканни кăна пулчĕ те, йăлт хамăн тума лекет. Юбилей те çитрĕ, çынран юлма хăнăхман терĕм-çке: паллă тумалла. Анчах та укçа çук. Упăшка йăшăлт та тумасть тупас тесе. “Эпĕ санăн хаклă сывлăхушăн пĕр черкке çĕклеме хатĕр”, — шăл йĕрет хăй эпĕ килте лăкаса хунине каçсерен тумламăн-тумламăн пухнине сăнаса. Юрать-ха хăть çынсен арçыннисем пек ăна ĕçсе ярса тарăхтармасть. Вырттăр-иç тепĕр тесен. Килте ятлаçма та çын кирлĕ. Эпĕ вара тăрăшсах юбилей валли укçа пухма тĕв турăм. Вак ĕçпе аппаланни вăл çăкăр çиме кăна çав. Пысăк йыш пухса савăнма вара пысăк укçа кирлĕ.
Ăçтан тупас, камран ыйтас? Аса илех кайрăм. Хуняма: “Çĕрулми нумай юлать, ăçта чикмелле?” — тесе мăкăртатнăччĕ пĕррехинче. Эпир çуркунне ăна кашнинчех нумай лартатпăр çав. Çисе яраймастпăр хамăр, анчах тепĕр çуркунне — каллех çав ÿкерчĕк. Сутмалла мар-и çавна? Кашни хăйĕн пахчинче ÿстернине хулара сутма ирĕк параççĕ вĕт халĕ. Каланă-тунă. Тепĕр кунах хулана пĕр михĕ тултарса кайрăм. Аванах сутрăм. Кĕсье тĕпне сарăлчĕ. Анчах юбилей çывхарсах килет. Ку меслетпе те пухса çитерме çук. Вăт çавăн чухне шăла çыртса банк енне утрăм та. Кредит илес тĕллевпе. Кайран çĕр улми сутса пĕчĕккĕн тавăрма пулĕ. Проценчĕ пур-ха та, мĕн тăвăн? Хамăн маларах вăранмалла пулнă. Пачĕç тата. Шанчĕç. Уншăн та савăнтăм. Хăшне-пĕрне памаççĕ теççĕ вĕт. Вăт çав кредита ниçтан та тавăрса пĕтерейместĕп-иç. Юбилейра кафере лайăх савăнтăмăр, укçине вара тавăрмалла вĕт. Халĕ тата тепĕр инкек — налук тăват çĕр тенкĕ ытла пухăнса кайнă.
Нимĕн те тăваймастăн, налукçăсемпе шÿтлеме юрамасть. Кантуртан тухсанах хайхи парăма тÿлесе татмашкăн банк еннелле утрăм. Пĕччен çÿресрен ывăлăма та пĕрле илсе кайнăччĕ. Тепĕр тесен, вĕрентĕр терĕм хутсемпе çÿремешкĕн. Унсăрăн çÿллĕшĕпе хамран та иртсе кайнă, пуçĕнче вара хушăнса пыни курăнмасть. Вăл та хыçалтан лĕпĕстетсе пычĕ. Тÿлерĕмĕр ĕнтĕ. Парăмне те. Кредит пĕр пайне те. Çĕр улми сутнă укçа пĕтрĕ те.
Тухрăмăр. Ăшăм çунать... Хырăм кашни кун выçать вĕт. Çăкăр мĕнпе туянмалла? Хушăран тата какай та çиес килет. Пуçра пĕр шухăш — укçа ăçтан тупмалла? Çĕр улмийĕ те вĕçленсех пырать. Халĕ те хамăра валли çынсем выльăх валли пĕçерекеннине — чи вĕттине кăна — янтăлатпăр. Ăнах шурататпăр. Шултрине вара йăлт сутатăп. Çапла шухăш авăрĕнче айланса пынă вăхăтра сисмен те ывăлăм çухалнине. Çаврăнса пăхатăп та, автобус чарăнăвне чавтарса пырать хайхи. Тарăхнипе ăшăм вĕресе çиеле тухрĕ. Манăн кĕсьере укçа пĕр пус юлман, вăл вара киле улпут пек ярăнса каясшăн-и-ха автобуспа? Виççĕ ярса пусса хăваласа çитрĕм ывăлăма. Ăшши-пăшшипе лайăх кăна сикрĕм те янклаттарса ятăм хăлхинчен. Хамран икĕ хут тĕреклĕрех пулнине те пăхса тăмарăм. “Ма çапан?!” — кăшкăрать хайхи. “Ут киле!” — терĕм кăна. Утать ĕнтĕ вăл. Укçа тытса курман та халиччен. Тарăхни-качки 10 çухрăма чашт! кăна парăнтартăмăр.
Пÿрте кĕтĕм кăна, какай шăрши сăмсана кăтăклама пуçларĕ. Упăшка яшка лартса янă пулас. Савăнтăм. Тĕпеле кĕтĕм те — чутах чĕлхесĕр пулаттăм. Манăн маттуркка саппун çакса янă. Çĕр улми шуратать. Мăрлата-мăрлата ĕçлет хăй. Апат пĕçересси хăйне те киленÿ кÿрет пулас. Хăй вара чи шултра çĕр улми илсе кĕнĕ. Нумай шухăшласа тăмарăм, хама шалкăм çапиччен упăшкана тепĕр енчен пырса кĕрслеттертĕм. Лешĕн, кĕтмен çĕртен пулнипе, аллинчи çĕççи тухса ÿкрĕ. Кăшт çеç хамăн ура çине тăрăнмарĕ. Эпĕ ĕнтĕ урсах кайрăм. Шуратма пуçланă çĕр улмине те туртса илтĕм. “Ăçтан урса таврăнтăн?!” — кăшкăрать арçын ман çине. “Шултрине сутнине, вĕттине кăна шуратмаллине каланăччĕ вĕт сире!!!” — сурчăк сирпĕтетĕп эпĕ. Чутах тытăçса ÿкеттĕмĕр вĕт. “Сана нихçан та çитмест!” — тулхăрать арçын. “Эп çаврăнкаламасан диван çинче выçă хырăмпа епле выртăн?” — парăнмастăп эпĕ те.
Мĕнпе вĕçленчĕ çав кун тетĕр-и? Чиперех. Яшка пиçсен виçсĕмĕр те ларса кашăксемпе шăкăлтаттартăмăр кăна. Арçыннăмсем, пĕри — сулахай, тепри сылтăм куçĕ кăвакарса тухнăскерсем, шăп-шăпăрт пушатрĕç турилккисене. Ытлашши сăмах чĕнме юраманнине лайăх пĕлеççĕ вĕсем. Эпĕ-и? Эпĕ вара, ăшши-пăшшине кăларса янăскер, лăпланнă ĕнтĕ. Пуçра кăна укçа шухăшĕ явăнать...
Ял хĕрарăмĕ каласа кăтартнине ХĔРЕСТИН çырса илнĕ.
Комментари хушас