Сысна кăшкăрни — ырра мар...
Тĕлĕнмелле канасланса кайрĕ пурнăç. Пирĕн асатте-асанне тĕлленме те пултарайман япаласем çиçĕмле хăвăртлăхпа кĕрсе пыраççĕ йăлана. Калăпăр, хулара пурăнакансене нумай пулмасть кăна-ха ăмсанса пăхаттăмăр — ара, вĕсем килтен тухмасăрах пĕр-пĕринпе хутшăнма пултараççĕ-çке, телефонпа шăнкăравласа кăна калаçаççĕ... Халĕ вара çак ырлăх яла та çитрĕ. Кинемейсем те хапха умне тухса лараççĕ те ачи-пăчи, мăнукĕсем патне шăнкăртаттараççĕ, лешсем мĕнле пурăннине ыйтса пĕлеççĕ. Кÿршĕ ялта пурăнаççĕ-и çывăх çыннисем, Америкăра-и — пĕлтерĕшлĕ мар, юнашар ларнăпа пĕрех лайăх илтĕнет. Илтĕнет кăна та мар-ха. Телефон аппарачĕсем те кунран-кун çĕнелсе пынине пула хаклăраххине туянсан калаçаканăн сăнне кăна мар, вăл çав самантра мĕн тунине те курма пулать /пĕр-пĕрне шанмасăр кĕвĕçекен арăмĕпе упăшкине питĕ лайăх халĕ мăшăрне тĕрĕслеме. Ара, урамра, ресторанра е ют хваттерте пулсан хăй пирки “ĕçре” тесе калаймасть-çке/. Телефонĕ ĕçлетĕр те укçи-тенки çитсе пытăр. Ах, анчах, ку кăна мар çав...
Çав кĕсье телефонĕ лайăх калаçтăр тесен ял çывăхĕнче тата çÿллĕ вышка пулмалла. Пирĕн ял патĕнче те пурччĕ-ха вăл нумай пулмасть кăна. Анчах та пĕр ирхине вăл çĕрте йăваннине куртăмăр. Паллах, пĕр телефон та сасă памасть — çыхăну çук. Çак кун пенси укçи çитмеллеччĕ, вăт, темĕнле пĕлмелле халĕ — те пулать, те çук, почтальона те кĕтмелле, те çук. Капла ларса пулмасть-ха, килнех кайса пĕлес. Çула май, тен, уçăмланĕ: вышкине мĕн амакĕ пулнă тата?
Пирĕн ял питĕ туслă. Пĕри сысна пуссан пурте пуçтарăнса шÿрпе çиетпĕр, пĕри пăта çапать пулсан пăхса тăма ялĕпе пухăнатпăр. Сăмакун юхтарни пирки вара каламăп та. Кашни кунах свеши пултăр тесе черетпе лăкатпăр, çапла вара кунсерен юхтаратпăр. Кунсерен юхтарса кашни кун мухмăр чĕртетпĕр. “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçатра “Урă ял” çинчен çырса кăтартнăччĕ. Пирĕн тăрăхра вара “Ÿсĕр ял” конкурс ирттерсен эпир çĕнтересси никама та иккĕлентермест. Çук, ним ĕçлемесĕр ĕçсе выртмастпăр эпир, ача-пăчи тутă, выльăх-чĕрлĕхĕ самăр пирĕн. Çурчĕсем те кантур пек, хамăр та улпут пек. Анчах та вăт — урăлса курмастпăрпа пĕрех. Хăçан, мĕн ĕçсе ĕлкĕретпĕр — çакна кăна никам та ăнланмасть: пуçлăхсем те, йĕрке хуралçисем те. Юрĕ, йĕркипе каласа парам. Халĕ — вышка пирки.
Ĕнер ялта уяв пулнăччĕ — кÿршĕри Кĕркури уксах автанне пуснă. Типпе пăхмасăрах Кĕркури патне автан тукмакки çиме пухăнтăмăр. Тукмакки ĕнтĕ, ытти автанăнни пекех, иккĕ кăна. Анчах та пире сăлтавĕ пултăр. Ахаль чухне те туслăскерсем уявра, паллах, ура хуçсах савăннă /сăмах май, автанне тутанса та пăхман, чăх какайĕ — какай-им?/. Хăшĕ-пĕриншĕн ытларах та пулнă иккен. Ялти фермерăн кĕркунне тухăç ăнса пулчĕ, ăна сутса лайăх тупăш илчĕ те хĕлĕпе лăпланаймасăр савăнать. Вăт çав, савăнăçне ниçта шăнăçтараймасăр, уяв хыççăн катаччи чупма хăтланнă иккен. Сăмакун шăршине хурçă урхамах та юратманнине кăна маннă савăннăскер. Шăпах çав хăварнă та пире çыхăнусăр. Тĕнче йăтăнса анчĕ вĕт! Ял пĕр пуçĕнче пĕр кинемей кăтăклать. Ют çĕршывра тĕпленнĕ мăнукĕ çак кунсенче çăмăлланмаллаччĕ — çĕнĕ хыпара пĕлмесĕрех юласран хăрать хайхи. Калăн, вăл пĕлмесен мăнукĕ çуратаймасть.
Ял тепĕр вĕçĕнче тепĕр кинемей çĕр çĕмĕрет. Телевизор юсама кайса панă-мĕн хулана. Юсаса пĕтерсен шăнкăравласа пĕлтерме шантарнă. Халĕ мĕнле пĕлтерĕç ĕнтĕ? Кинемей телевизора илсе таврăниччен вилсе каясран хăрать...
Кĕрлет-шавлать ял. Кашнин — хăйĕн хуйхи. Çыхăну çук та — тĕнче йăтăнса аннă. Вышкине хăçан майласси те паллă мар. Юсамашкăн айăплинчен укçа ыйтнă терĕç. Фермерĕ вара савăнăçне ниçта чикеймесĕр халăха хĕлĕпе шăварса йăлт пĕтернĕ нухратне. Мĕн тумалла? Хăçанччен çыхăнусăр пурăнмалла? Вăл та юрĕ-ха, каларăм-çке, эпир ялĕпех, черетпе, сăмакун юхтаратпăр. Паян шăпах — ман черет. Анчах шикленетĕп. Шăп паян яла карттуслисем килсен ăçта кайса кĕмелле? Ку таранччен шăпах кĕсье телефонĕ пулăшатчĕ пире — яла палламан çын килсенех пĕр-пĕрин патне шăнкăравлаттăмăр та кам лăкаса, кам юхтарса хунине тĕплĕн пытараттăмăр. Халĕ мĕн тумалла? Çыхăну çук... Çыхăну çук та тавçăруллисем пурах пирĕн хушăра.
Сыснасен Африка чуми пуçлансан ялĕ-ялĕпе пĕтерттерчĕç нăриксене. Пирĕн ялта тавçăруллисем пур терĕм-çке. Çавсем сĕннипех темиçешне хăвартăмăр эпир. Кирлĕ кунра кирлĕ пулĕç терĕмĕр. Вăт, кирлĕ пулчĕç те. Шăпах çавсемпе усă курма сĕнчĕç те маттурисем. Пуçлăхсем, йĕрке хуралçисем е палламан çынсем килсен... сысна çурине кăшкăртмалла. Ялĕ пысăк пирĕн, анчах та тĕлли-паллисĕр сапаланчăк мар, çавăнпах пĕр кĕтесре мĕн пулса иртни тепринче питĕ лайăх илтĕнет. Хăлха тăратмасăрах. Çапла калаçса килĕшрĕмĕр те. Ялăн — тăватă урам. Пур енчен те кĕме пулать. Тăватă урамăн тăватă вĕçне тăватă сысна валеçрĕмĕр. Сых тăма. Дежурство палăртрăмăр. Ара, хуçисем килте яланах пулмĕç те, йĕркене кам сыхлĕ? Сыснисене ялĕпех тăрантарма калаçса килĕшрĕмĕр — выççин кăшкăрмалăх вăйĕ пулмĕ.
Лăпкă чунпа утрăм килелле. Аппарата майлаштарма пуçланăччĕ кăна... Чим-ха, вышки пирки кайран çырса пĕлтерĕп, Америкăри çамрăк амăшĕ, çĕмрĕк телевизор пирки те манса каймăп, халĕ вара пăракана пытарма васкамалла — ял пуçĕнче пурăнакан Ванюксен сысни пуснă пек çухăрма пуçларĕ...
Хуларан яла пурăнса пăхма куçнă ХĔРЕСТИН.
Комментари хушас