Елена АТАМАНОВА

24 Кăрлач, 2015

Çивĕч калем ăстисем

Январĕн 17-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Ытти çулхинчен ăна кăçал хăйне майлăрах, илемлĕрех йĕркеленĕ. Чи малтан Сăмах вăйĕ, унăн пĕлтерĕшĕ пирки калаçу пулчĕ. Чăн та, сăмахра пысăк вăй-хăват пытаннă.

17 Кăрлач, 2015

Кивĕ Тинкеш тăрăхĕнче

Ялти клубăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри вăл - çамрăк ăру кун-çулне çутă та пуян, интереслĕ йĕркелеме пулăшасси, çавăн пекех йăла-йĕркене, культурăна упраса хăварасси. Ăна пурнăçа кĕртме кашни çĕртех тĕрлĕ майпа усă кураççĕ. Çак кунсенче Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкешри культура çуртĕнче пулса курма тÿр килчĕ.

17 Кăрлач, 2015

Тахçанхи хавхаланупа пурăнатăп

Икĕ пÿлĕмлĕ ăшă та хăтлă хваттере кĕрсен чи малтан картинăсен умĕнче чарăнса тăтăм. Ыттисенчен уйрăларах тăракан «Шурă шăплăх» ÿкерчĕк тÿрех хăй патне туртрĕ. Ăна Г.Айхие асăнса, юлашки çула ăсатас умĕн Г.Фомиряков художник илсе килнĕ-мĕн. Надя вара пуринчен ытларах М.Рогинскин «Кивĕ буфет» картинине килĕштерет.

13 Раштав, 2014

Хваттер туянас тенĕччĕ те...

Лавккасенче хуратул кĕрпи кăна мар, мĕнпур апат-çимĕç хакĕ ÿсни сисĕнет. Октябрь уйăхĕнче кăна сад-пахчара панулми çĕрсе выртатчĕ пулсан тепĕр çур уйăхранах Шупашкар пасарĕсенче унăн хакĕ 50-60 тенке çывхарчĕ. Уявсем умĕн ытти çĕршывра йăлтах йÿнетме, акцисем йĕркелеме тăрăшаççĕ пулсан пирĕн патра Çĕнĕ çул умĕн те, ун хыççăн та хаксене хăпартаççĕ те хăпартаççĕ. Ĕç укçин унран юлмасăр упаленсе пырасчĕ те çав. Çапах апат-çимĕç хакĕ, хваттерпе танлаштарсан, вак-тĕвек пек кăна туйăнать.

Pages