Хваттер туянас тенĕччĕ те...
Лавккасенче хуратул кĕрпи кăна мар, мĕнпур апат-çимĕç хакĕ ÿсни сисĕнет. Октябрь уйăхĕнче кăна сад-пахчара панулми çĕрсе выртатчĕ пулсан тепĕр çур уйăхранах Шупашкар пасарĕсенче унăн хакĕ 50-60 тенке çывхарчĕ. Уявсем умĕн ытти çĕршывра йăлтах йÿнетме, акцисем йĕркелеме тăрăшаççĕ пулсан пирĕн патра Çĕнĕ çул умĕн те, ун хыççăн та хаксене хăпартаççĕ те хăпартаççĕ. Ĕç укçин унран юлмасăр упаленсе пырасчĕ те çав. Çапах апат-çимĕç хакĕ, хваттерпе танлаштарсан, вак-тĕвек пек кăна туйăнать. Виçĕ çул каялла тантăшăм амăшĕн капиталĕпе тата хăй пухнă укçине хушса Шупашкарти Кăкшăм урамĕнче пÿлĕм туяннăччĕ. Пурăнмашкăн хваттер пуртан ăна тара пачĕç. «Пÿлĕмне пĕр эрнере сутса ярăпăр, сиссе юлаймăн, туянса хунишĕн нимĕн пăшăрханмалли те çук», - тенĕ риэлтор ун чухне. Унтанпа нумай вăхăт иртнĕ, лару-тăру улшăннă. Хайхи çурма гостинкăна кăçал сутма шухăшларĕ. Анчах хаçата пĕлтерÿ панă хыççăн пĕтĕмпе те икĕ çын çеç шăнкăравланă. Агентство урлă ăнсăртран пĕр хĕр килсе пăхнă та тÿрех туянас шухăшлине пĕлтернĕ. Кÿршисем вара акă иртнĕ çултанпах общежитирен тухса кайма ĕмĕтленсе пурăнаççĕ, анчах пÿлĕме ниепле те сутаймаççĕ.
Паянхи кун пÿлĕм сĕнекен питĕ нумай. Амăшĕн капиталĕпе тахçан секционка, гостинка тавраш илсе тултарнисем халь пурте сутлăха кăларнă. Общежитин пĕр хутĕнче кăна сахалтан та икĕ е виçĕ пÿлĕм суйлама май пур. Интернетри пĕлтерÿсене ĕненес тĕк 9 хутлă пĕр çуртра çеç 17 çурма гостинка сутăнать. Ыйтакан вара çукпа пĕрех. Пĕлтĕр кун йышшисене 850-900 пин тенкĕпе сутнă, кăçал 50-80 пин тенкĕ таранах чакнă. «Банксем ипотека кредичĕ панипе те çыхăннă пулĕ, пÿлĕм мар, хаклăрах пулин те тÿрех хваттер илме тăрăшаççĕ», - теççĕ риэлторсем. Ипотекăпа илме май пурри лайăх-ха, анчах та уйăхсерен 10-15 пин тенкĕ кредит тÿлесе пурăнасси те - шÿт мар. Анчах ку - уйрăм ыйту. Пĕр пÿлĕмлисен вăтам хакĕ - 1 миллион та 450 пин тенкĕ. Кивĕ 5 хутлă çуртра ку. Анчах та шалта йăлтах юсамалла. Обойĕсем çĕтĕк-çурăк, урайĕнчи линолеум та ячĕшĕн кăна. Чÿречисем çĕрнĕ, алăкĕсене улăштармалла, балкон йăтăнса анас патне çитнĕ. Шыв пăрăхĕсене те çĕнетмелле. Центртан чылай аякра вырнаçнă Алькеш поселокĕнчи хваттер хакĕсем те «çыртаççĕ». Çĕнĕ йышши кирпĕч çуртра юсав туман хваттер хакĕ - 1 миллион та 900 пин тенкĕ. Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи ултă-çичĕ çул каялла хăпартса лартнă кирпĕч çуртра 36 тăваткал метрлă хваттере 2 миллион тенкĕпе туянма май пур. Паллах, кунта юсав тумалла мар. Хваттер-студисем те сахал мар халь. Вĕсем пĕр миллион тенкĕ кăна. Общежитири пÿлĕмрен условисем кунта чылай лайăхрах, анчах хваттерпе танлашма пултараймасть паллах.
«Çамрăксенчен ытларахăшĕ çĕнĕ çуртра йăва çавăрма тăрăшать. Хăтлă та хитре пурăнас килет вĕсен. Хакне пăхмасăрах харпăр хутса ăшăтмалли хваттерсем шыраççĕ», - каласа кăтартать риэлтор.
Шупашкарта хваттер туянакан нумай. Кăçал республикăра федераци «Çамрăк çемье» программи те ăнăçлă пурнăçланчĕ. Унпа усă курса чылай çемье сертификат илсе уйрăм кĕтеслĕ пулнă.
Пĕтĕмĕшле илсен, çĕнĕ тата никĕсне хывса хăпартма çеç тытăннă çуртсенче хваттер самай йÿнĕрех: пĕр тăваткал метрĕ 35-45 пинпе танлашать, общежити пÿлĕмĕн пĕр тăваткал метрĕ - 50 пин тенкĕ ытла.
Анчах Çĕнĕ çул хыççăн хваттерсем татах та хакланаççĕ теççĕ. Çавна кура Шупашкарти строительство организацийĕсем çĕнĕ çуртсенче хваттерсем сутма чарăннă. Çĕнĕ çул хыççăн çынсене тата пысăкрах хакпа сĕнесшĕн. Халăх вара ниме пăхмасăр туянать: ăçта та пулсан пурăнмалла-çке...