Çыравçă чĕнчĕ хăнана

17 Кăрлач, 2015

Тахçанхи хавхаланупа пурăнатăп

Икĕ пÿлĕмлĕ ăшă та хăтлă хваттере кĕрсен чи малтан картинăсен умĕнче чарăнса тăтăм. Ыттисенчен уйрăларах тăракан «Шурă шăплăх» ÿкерчĕк тÿрех хăй патне туртрĕ. Ăна Г.Айхие асăнса, юлашки çула ăсатас умĕн Г.Фомиряков художник илсе килнĕ-мĕн. Надя вара пуринчен ытларах М.Рогинскин «Кивĕ буфет» картинине килĕштерет.

15 Чÿк, 2014

Чунри тасалăха упрама чĕнет поэт

Петĕр Яккусен /Петр Яковлевич Яковлев/ 1950 çулхи августăн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вун çичĕ çула яхăн вĕрентекенре ĕçленĕ. Ĕпхÿ хулинче кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Мускавра доцент ятне илнĕ.

27 Авăн, 2014

Вулаканра çынлăха вăратасшăн

Петĕр Эйзин /Петр Егорович Димитриев/ 1943 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Энехмет ялĕнче çуралнă. 1965 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт Шăмăршă тăрăхĕнче чăваш чĕлхи вĕрентсе пурăннă.

19 Утă, 2014

Ялта чун вылять

Карапаш ялĕ вăрманлă, çырма-çатраллă тăрăхра, аслă çултан аякра вырнаçнă. Сылтăмран сулахаялла, сулахайран сылтăмалла, темиçе пăрăнчăклă, вĕçĕ-хĕррисĕр çулпа вĕçтерет кăна автобус. Калама çук илемлĕ тăрăх! Ялтан аякра та мар анлă Атăл сарăлса выртать. Карапаш çумĕнчех - вăрман, улăх-çаран.