Вулаканра çынлăха вăратасшăн

27 Авăн, 2014

Петĕр Эйзин /Петр Егорович Димитриев/ 1943 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Энехмет ялĕнче çуралнă. 1965 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт Шăмăршă тăрăхĕнче чăваш чĕлхи вĕрентсе пурăннă. Хĕсметрен таврăннă хыççăн Тракри «Ял пурнăçĕ» район хаçатĕнче ĕçленĕ. Малтанах литература ĕçченĕ, кайран яваплă секретарь пулнă. 1968 çулта Шупашкара куçса килнĕ. 2005 çулчченех Чăваш кĕнеке издательствинче вăй хунă, корректортан тĕп редактора çитнĕ.

1962 çултанпа пичетленет. «Виçĕ хĕлĕх» кĕнекери «Çураçу» ятлă сăввисен ярăмĕ чăваш поэзинче хăйне евĕрлĕ те çĕнĕ сасăллă сăвăç килнине пĕлтернĕ.

П.Эйзин - 1980 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. 1994 çулта ăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне панă. 1997 çулта вăл Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ премине тивĕç пулнă.

Унăн çакăн пек сăвă кĕнекисем пичетленсе тухнă: «Кăвайт» /1976/, «Сар хĕвел» /1979/, «Çĕмĕрт çути» /1980/, «Тилĕ тус» /1983/, «Анне пехилĕ» /1986/, «Юлашки çил-тăман» /1991/, «Савни юррисем» /2003/, «Упа керменĕ» /2008/, вырăсла «Весенняя капля» /1982/, «Костер сквозь снег» /2003/.

Унăн «Савни юррисем» кĕнеки яланах ĕç сĕтелĕ çинче выртать. Чун канăçсăрланнă, ăш вăрканă чухне уçса вуламашкăн. Хама килĕшекен сăвă йĕркисене пăхмасăр вĕренетĕп. Аякри çула тухсан аса илсе шухăша путма, уявсенче кичемленесрен тантăшăмсене юрату сăввисем вуласа пама. Кĕнекери вăрттăн вăй-хăват, шăплăхпа черченлĕх, ăшă варкăш илĕртсе тыткăна илет. Чунри тасалăха, сăпайлăха упрама, умри илеме хÿтĕлеме, тепĕр майлă калсан, тĕрĕс пурăнма чĕнет поэт.

- Эйзин сăвви, чăваш поэзине уçă варкăш пек вăркăнса кĕнĕскер, сывлăм тумламĕ пек тасаскер, юр пĕрчи пек ачашскер пулнă. Унăн хăйĕн тĕнчи, унти пулăмсем хăйсен чĕлхипе пуплеççĕ. Сăвăç çав чĕлхене ăнкарать, пире валли те куçарса парать: лăпкă та таса савăшу чĕлхине, çут çанталăк чунне туйма унăн сăввисене вуласа вĕренеттĕмĕрччĕ. Пуян, чаплă çынсенчен пăрăнать вăл. Чухăнсемпе, мĕскĕнсемпе - ĕмĕртен пыракан чăн-чăн поэт йăлипе - пĕрле пуласшăн, - тесе çырать Атнер Хусанкай.

Сăвăçпа тахçанах тĕл пулма калаçса татăлнăччĕ. Çу кунĕсенче ялта, дачăра ĕçĕ нумай пулнăран Петр Егоровича чăрмантарас килмерĕ. Таврара ылтăн кĕркунне хуçаланнă май вăхăчĕ унăн халĕ те сахал. Пахчинче ĕçĕ туллиех. Мăнукĕсене пăхмалла. Çапах та çак кунсенче юратнă поэтпа тĕл пулма вăхăт тупрăмăрах.

Усрав ача

Йышлă çемьере çуралнă вăл. Димитриевсен икĕ ачи тĕрлĕ чире пула пĕчĕккĕллех вилнĕ, тепĕр улттăшĕ вара йĕркеллех çитĕннĕ. Ашшĕ чирлĕ пулнă, çавăнпа та ăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине илсе кайман. Унăн йăмăкĕн Ультÿттин ача пулман. Хирĕçех пурăннă вĕсем. Ультÿттипе мăшăрĕ хистесех ыйтнипе ывăлне Петĕре усрава парас тенĕ. Пĕрремĕш класра пулнă вăл ун чухне. - Пускапипе пускатти патĕнче лайăх пурăннă эпĕ. Аппа-пиччесене тата йăмăксене кашни кунах курса тăнă, пĕрле вылянă. Пĕртте кичем пулман. Хама вĕсем патĕнче ют çĕрти пек туйман. Пускатти, Алексей Михайлович Михайлов, ĕмĕр тăршшĕ трактористра ĕçленĕскер, халĕ те пурăнать. Вăл маншăн тăван атте вырăнĕнчех. Элĕк тăрăхĕнчи Энехмете, хам ÿснĕ киле, час-часах кайса çÿретĕп, - тет Петр Егорович.

 

Тĕп вырăнта - хĕвел

Шкулта вĕреннĕ чухне çырсах кайман вăл. 1960 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне чăваш-вырăс уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Студентсен литература кружокĕ вăйлă ĕçленĕ ун чухне. Çакăнта пултарулăхĕ аталанма пуçланă та унăн. Малтанхи сăввисем 19 çулта чухне кун çути курнă. Кайран Эйзина тăрук пичетлеме пăрахнă. Н.Хрущев самани вĕçленсен ирĕклĕх хумĕ вăраха пырайман. Писатель-поэтсене каллех хĕстерме тытăннă.

- Ирĕклĕ сăвăсем çырма пуçларăм та, ку сăвă мар теме тытăнчĕç. Писательсен союзĕнче ĕçлекенсем /Николай Дедушкин, Аркадий Ĕçхĕл, Уйăп Мишши/ ман сăвăсене йышăнмастчĕç. Чун хурланнипе тата ытларах шăрçалама пуçларăм. Юлташсене килĕшетчĕ те. Пĕррехинче Г.Айхин «Аттесен ячĕпе» кĕнеки алла лекрĕ. Туянтăм. Унăн сăввисемпе паллашнă хыççăн тинех куçăм уçăлчĕ, - çамрăк чухнехине аса илчĕ Петĕр Эйзин.

Малтанхи сăввисене вăл Çеçпĕл Мишши, Владимир Маяковский, Геннадий Айхи евĕрлĕрех çырма тăрăшнă. Салтакра та алран калем яман. «Пуçламăшĕ» поэма хĕсметре çуралнă.

«Эйзин вулаканра çынлăха вăратасшăн. Чун пирки, шалти тĕнче пирки аса илтересшĕн, Поэт хăйĕн сăввисене ăшра вулама ыйтать», - тесе çырать ун пирки Юрий Яковлев «Эй, çын!» /Петĕр Эйзинăн ачашлăх метафизики/ статйинче. «Тăван Атăл» /2013, çурла уйăхĕ/.

Унăн пултарулăхĕнче тĕп вырăнта - хĕвел. Вăл ăшă, çутă. Хĕвел пулсан пурнăç та пур апла. «Анне мана ир-ирех, хĕвел тухнă чухне çуратнă. Темле çыхăну пурах пуль. Сăвă йĕркисенче ахальтен сăнланмасть апла хĕвел», - тет поэт. Ыттисенчен уйрăлса тăнипе, хăйне евĕрлĕхпе тыткăнлаççĕ Эйзин сăввисем. Тĕрленчĕкĕсенче ирĕклĕ тата традициллĕ сăвă пĕр-пĕринпе черетленсе пыраççĕ. Малти тата шалти рифмăсем пур. Малтанхи сăмахĕ хыçалтипе рифмăланать.

 

Чун тĕрĕслĕх енне туртать

- Чун ăçталла туртать, çавăнталла каятăп. Сăвăсене хама ирĕксĕрлесе, асаплантарса мар, яланах чун туртнипе кăна çырнă, - тет Петр Егорович. Ку вăл сăввисене вуланă май уççăнах палăрать. Хитре сăмахсем чĕререн тухаççĕ çав.

Юлашки вăхăтра Петĕр Эйзин аса илÿ ытларах çырать. Вĕсем «Тăван Атăл», «Лик Чувашии» журналсенче тăтăшах пичетленеççĕ. Пултарулăх лаççинче чылай çул ĕçленĕскерĕн аса илмелли пайтах. Г.Айхи, Г.Волков, П.Железнов, А.Аттил пирки хитре статьясем пичетлесе кăларчĕ. Вĕсемпе хăй вăхăтĕнче Петр Егорович çыру çÿретнĕ.

- Сăвăсем халь çырмастăп. Начар çырас килмест, лайăххи пуçа килмест. Чуна темĕн ыраттараканни кирлĕ, вăл вара çук, - терĕ сăвăç.

Кĕнеке кăларма малтан çăмăл пулманни пирки те сăмах хускатрĕ Петĕр Эйзин. Чи малтан ăна Писательсен союзĕ пăхса тухнă. Икĕ рецензи, секци сĕнĕвĕ кирлĕ пулнă. Издательствăра темиçе алă витĕр тухнă.

 

«Савни юррисем» - мăшăрне халалласа

Петр Егорович сĕтел çине хитре сăн ÿкерчĕк кăларса хучĕ. «Ку манăн чăн-чăн юрату», - терĕ хăюсăррăн та вăтанчăклăн. Малтанхи савнийĕ те унăн такам мар, хальхи мăшăрĕ пулнă.

Мана килĕшекен ярăма поэт никама та мар, 44 çул туслă, килĕштерсе пурăнакан мăшăрне Калерия Васильевнăна халалланă. Хăй каланă тăрăх, юратнă çын хавхалантарнипе çырăннă çав сăвă йĕркисем.

Александр Пушкинăн «Я вас любил» сăввине хирĕçлесерех те çырнă Эйзин. «Эпĕ пĕрре юратнă тăк - пăрахаймастăп. Пушкин пек мар», - терĕ ăшшăн кулса Петр Егорович.

«Савни юррисем» кĕнекен хуплашки те хăйне евĕрлĕ. Каç пулнă, уйăх тухнă. Юратнă хĕрĕ савнине кĕтет. Çав вăхăтрах йĕрет те вăл. Унăн куççулĕсем çĕр çине сирень чечекĕ пулса тăкăнаççĕ. Кĕнекене Зинаида Чернова художник илемлетнĕ.

Турă çырни пÿрт умне килет теççĕ. Авланиччен Калерипе пĕр çуртра ĕçленĕ Петр Егорович. Пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ те пĕрлешнĕ.

 

Туслă çемье

Ывăл та, хĕр те, тата виçĕ мăнук пур Петр Егоровичăн. Ывăлĕ Саша И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра информатика кафедринче тăрăшать. Икĕ ывăл çитĕнтерет. Хĕрĕ Лена Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта ĕçлет. Унăн хĕрĕ Надя Санкт-Петербургри культура институтĕнче лингвистика уйрăмĕнче вĕренет.

Килте лармасть Петр Егорович. Тăван ялне Энехмете тата мăшăрĕн ялне Илленушкăньне /Элĕк районĕ/ час-часах çÿрет. Пахча çимĕç, улма-çырла ÿстерет. Çуллахи кунсенче вăхăтне дачăра çемйипе пĕрле ирттерет. Халĕ унта вутă сарайĕ тума пуçланă. Калерия Васильевнăпа иккĕшĕ туслă, килĕштерсе пурăнаççĕ, мăнукĕсемпе йăпанаççĕ.

Пурнăç çинчен, поэзи вăрттăнлăхĕ çинчен вăрахчен калаçса лартăмăр. Ирĕклĕ сăвă хăйне евĕрлĕхне тишкертĕмĕр.

«Çак çĕр çинче камсем телейлĕ тетĕр?
Суккăррисем çак çĕр çинче телейлĕ -
Вĕсем çак пурнăç мĕнлине курмаççĕ.
Эпир куратпăр та...
Куç хуралса килет.
 
Çак çĕр çинче камсем телейлĕ тетĕр?
Ухмаххисем çак çĕр çинче телейлĕ -
Вĕсем çак пурнăç мĕнлине пĕлмеççĕ.
Эпир пĕлетпĕр те...
Пуç çаврăнса каять», - çак сăвă йĕркисене вуласа сыв пуллашрĕ манпа юлашкинчен Петĕр Эйзин поэт.

Елена АТАМАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.