Комментари хушас

17 Кăрлач, 2015

Тахçанхи хавхаланупа пурăнатăп

Икĕ пÿлĕмлĕ ăшă та хăтлă хваттере кĕрсен чи малтан картинăсен умĕнче чарăнса тăтăм. Ыттисенчен уйрăларах тăракан «Шурă шăплăх» ÿкерчĕк тÿрех хăй патне туртрĕ. Ăна Г.Айхие асăнса, юлашки çула ăсатас умĕн Г.Фомиряков художник илсе килнĕ-мĕн. Надя вара пуринчен ытларах М.Рогинскин «Кивĕ буфет» картинине килĕштерет. Станислав Юхтарăн, Николай Енилинăн, Юрий Матросовăн, Анатолий Миттовăн, Валентин Федоровăн тата Мускав, Питĕр художникĕсен ĕçĕсем те кунта вырăн тупнă. Чунпа тĕлĕнмелле пуян çыннăн килĕ те музейри пекех. Хваттерте вырăн тупнă кашни япалан хăйĕн историйĕ, вĕсем кунта пĕри те ытлашши мар.

 

Надежд а Аркадьевна Сельверстрова Патăрьел районĕнчи Каншел ялĕнче çуралнă. Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Çав универститетрах медицина факультетĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, «Сăвар», «Аван-и?» хаçатсенче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш наци музейĕн куравĕсен центрĕн заведующийĕ.

Республикăри хаçат-журналта шкулта вĕреннĕ чухнех пичетленме пуçланă. Хайлавĕсем «Çÿл тÿпере çич çăлтăр» /1996/ сборникре кун çути курнă. Унăн сăввисен ярăмне чăваш литературин антологийĕне кĕртнĕ.

Залри кĕнеке шкапĕ илемлĕ литературăпа пуян. Кунтах кукамăшĕн сурпанĕ, тухйи. Кĕмĕлĕсем кăна çук, выçлăх вăхăтĕнче сутма тивнĕ-мĕн. Ÿнер шкулĕ пĕтернĕ, халĕ 46-мĕш гимназире пĕлÿ пухакан Аня вара яппун кушакĕсем, упа çурисемпе пирĕштисем çыхма кăмăллать. Унăн ĕçĕсем хăйĕн пÿлĕмĕнче вырăн тупнă. Хĕрпĕрчи хитре ÿкерет, унсăр пуçне акăлчан тата француз чĕлхисене аван пĕлет. Амăшĕпе, ашшĕн йăмăкĕпе - Ева Лисинăпа - яланах чăвашла кăна калаçать Аня.

Балконри кирпĕч стена çинче камăн эрешĕ кăна çук-ши? Кашни хăна асăнмалăх мĕн те пулин ÿкерсе хăварма тăрăшать-мĕн.

Надя ир те, каç та кофе ĕçме юратнă май мана та унпах хăналасшăн пулчĕ. Ăна вăл яланах тĕрлĕ рецептпа хатĕрлет-мĕн. Тутлă кофе вăрттăнлăхне унран лайăхрах пĕлекен çук та пулĕ. Турцирен илсе килсе панă кофене мана кардамон хушса ĕçтерчĕ.

Ял тăрăх «Нарспи» вуласа...

Надя çемьере чи кĕçĕнни пулнă май часах вулама вĕреннĕ. Кукамăшĕ ăна пĕрмай ялти карчăксем тăрăх çавăтса çÿретнĕ. «Нуша-терт курнă, вăрçăн йывăр кунĕсене чăтса ирттернĕ кинемисем çав тери ăслă калаçатчĕç, вĕсен кашни сăмахне ăша хываттăм. Эпĕ вĕсене «Нарспи» поэма вуласа параттăм. Мĕскĕн хĕре шеллесе йĕме тытăнатчĕç, кайран мана тав тăватчĕç, тепĕр кунне татах та вулама килме ыйтатчĕç», - ача чухнехине ăшшăн асилет Надя Сельверстрова.

Букваре те шкула кайичченех шĕкĕлчеме тытăннă вăл, анчах та мăнтарăн хĕрпĕрчине вырăсла пĕлменни канăç паман. «Чей?» сăмах чăвашла мĕнле пулнине кукамайран ыйтатăп, вăл та ман пекех нимĕн те пĕлмест. Ĕçмелли чей-ши вăл тесе пуçа ватса ларатпăр айванскерсем. Çавах пĕлтерĕшне шкула çÿрекенсенчен ыйтса пĕлтĕм кайран», - кула-кула каласа кăтартать Надежда Аркадьевна.

Митта Ваçлейĕ, Ваçлей Игнатьев тăрăхĕнчен вăл. Çавна май Надя вĕреннĕ шкула пĕрмай поэтсемпе писательсем - Светлана Асамат, Борис Чиндыков, Валери Туркай тата ыттисем - килсе çÿренĕ. «Вĕсене курса хавхаланнă, çунат хушнă эпир, çавăнтан çырас туртăм вăраннă та пуль. Ячĕшĕн мар, кашни тĕлпулу асра юлмалла иртетчĕ», - асилет шкулти чи ырă самантсене Надя.

Студент çулĕсем

Ку вăхăт тĕлне унăн çывăх çыннисенчен никам та пулман. Ашшĕ çамрăкла, 44 çултах чирлесе вилнĕ. Пĕчĕк Натюш çулталăкра юлнăран ăна астумасть те. Шел, чĕрепе аптракан амăшĕ те Надя вуннăмĕш класра чухне, унăн аллинчех пурнăçран уйрăлать. Асламăшĕпе кукамăшĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ пулман. Юрать, куккăшĕпе инкĕшĕ Надьăна пăрахман. Паян та вĕсем ăна май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ.

«Студент чухне питĕ йывăрччĕ. Кану кунĕсенче пурте яла, ашшĕ-амăшĕ патне вĕçтеретчĕç. Мана вара, тăлăха, Каншелĕнче никам та кĕтместчĕ. Общежитире пĕчченех ларса юлаттăм. Пур-çук укçа-тенкĕпе саплаштаркаласа пурăннă ĕнтĕ мĕскĕн. Темле йывăр пулсан та çухалса кайман, усал çынсемпе çыхланман. Атте-анне çукран уйăхне 75 тенкĕ стипенди тÿлетчĕç. «Мĕн эсĕ çара «пиллĕкпе» вĕренекенни-им пирĕн, мĕншĕн сана ун чухлĕ укçа параççĕ?» - тесе кăмăлсăрланакансем те пурччĕ çав хушăрах. Эх, тăлăх пурнăçĕ эрĕм тути каланине ăнланман ĕнтĕ мăнтарăнсем», - куççульне вăрттăн шăлать Надя.

Çуллахи вăхăтра пĕр кун та ахаль ларман вăл. Вĕренмешкĕн пăртак та пулин укçа туса илес тесе кашни кунах хĕвелпе вăранса йĕтем çине васканă.

Надьăн ашшĕ те сăвăсем çырнă. Анчах та вĕсене никама та кăтартман, пытарса хунă. «Тупатăр килте», - тенĕ вилес умĕн. Пÿртне сутса янă кайран, лешсем пурăна-киле пăснă. Сăвă тетрадьне шырас шухăш та пулман çĕн хуçасен.

«Таврăнсанах «Çилçунат» урамне пыр...»

Марина Карягина Надьăн алăкĕ хушшине пĕрмаях çакнашкал çырнă хут татки хĕстерсе хăварнă. Общежитири 301-мĕш пÿлĕме, «Çилçунат» литература кружокне пымаллине пĕлтернĕ ку. Кунта час-часах Арсений Тарасов, Петĕр Яккусен, Кирилл Кириллов сăвăсем вулама килнĕ. Студентсем те хĕрсе кайсах, пĕр-пĕринпе ăмăртса хăйсен хайлавĕсемпе паллаштарнă. «Чăваш вăй илнĕ, пуçне çĕкленĕ çулсемччĕ. Чĕрĕлÿ тапхăрĕ пулса илчĕ темелле-ши ăна? Çав вăхăт халĕ те ăшрах, паян та ун чухне пухса юлнă хавхаланупа пурăнатăп», - палăртсах калать Надя. Çак тапхăрта çĕнĕ произведени те нумай çуралнă. «Аван-и?» хаçат тухма тытăннă. «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» пьесăна драмтеатр сцени çине кăларнă. «Поэзипе музыка каçĕсенче Петĕр Эйзина хавхаланса вуланă эпир, Николай Казаковăн эстрада юррисене итленĕ. Чăннипех те, ах! темелĕх пурччĕ çав», - çав телейлĕ кунсене куç умне кăларать Надя Сельверстрова.

Çул урлă - хир, хир урлă - масар...

«Ялшăн çав тери тунсăхласа пурăнмастăп паллах, анчах та çывăхри вăрмана, Пăла хĕрне мĕнле çÿренине, ачалăх сукмакĕсене пĕрмай асилетĕп. Каншелте ман çывăх çыннăмсем, пĕрле ÿснĕ тантăшăмсем çук. Чи хакли те - аттепе анне вилтăпри кăна. Эпир ÿснĕ чухнехи йывăçсене тăвăл хуçса пĕтернĕ. Çырма та улшăннă. Çул урлă - хир, хир урлă - масар... Кашни çулах Аньăпа иксĕмĕр Çимĕке кайса килетпĕр яла», - тăван тăрăх пирки тунсăхлăн та хурлăхлăн калаçрĕ Надя. Кулянмасăр епле чунĕ чăттăр?! Хапха умне тухса кĕтсе илекен çук ăна Каншелĕнче. Кану кунĕсенче вăл та Аньăпа хулара ларман пулĕччĕ. Атте-аннесĕр пуçне урăх кама кирлĕ-ши эпир унта? Вăл çуралса ÿснĕ вырăнта вара тахçанах ют çынсем пурăнаççĕ.

Поэзи тĕнчинче

Надя Сельверстрова поэзи фестивалĕсене сăвăсем итлеме çÿрет. «Поэзи юлнă манра, анчах та халĕ çырмастăп, унсăр та лайăхах пурăнаятăп. Ăнланмастăп эпĕ, поэзисĕр пурăнма май пулсан мĕншĕн асапланса çырмалла? Хальхи вăхăтра сăвă çырни мана пачах та савăнăç кÿмест. Тахçан пулнă ун пекки, анчах та иртсе кайнă. Калем тытса лариччен эпĕ çемçе теттесемпе пуканесем çĕлетĕп, вăхăта тутлă апат-çимĕç пĕçерсе ирттеретĕп. Ку мана ытларах та киленÿ кÿрет», - тет Надежда Аркадьевна.

Кĕнеке кăларас, пĕр-пĕринчен юлас мар тесе асаплана-асаплана рифма е ритм шыраса хăшкăлакан паянхи хăш-пĕр автортан тĕлĕнет те вăл. Питĕр, Мускав поэчĕсемпе хутшăнать, вĕсен сăввисене итлет, вулать. Ун патĕнче Геннадий Айхи тусĕсем - Франци, Швеци çыравçисем - час-часах хăнара пулаççĕ.

Надя хăйĕн вырăнне музейра тупнă. Унти ĕçпе хавхаланса, хăпартланса пурăнать вăл паян. «Айхи те музейран пуçланă», - тетчĕ шÿтлекелесе Петĕр Яккусен. Тен, пурăна-киле эпĕ те çĕнĕрен çырма тытăнăп», - ăшшăн кулать Надя.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.