Ялта чун вылять

Карапаш ялĕ вăрманлă, çырма-çатраллă тăрăхра, аслă çултан аякра вырнаçнă. Сылтăмран сулахаялла, сулахайран сылтăмалла, темиçе пăрăнчăклă, вĕçĕ-хĕррисĕр çулпа вĕçтерет кăна автобус. Калама çук илемлĕ тăрăх! Ялтан аякра та мар анлă Атăл сарăлса выртать. Карапаш çумĕнчех - вăрман, улăх-çаран. Çакăнта, ытарайми хитре вырăнта Любовь Мартьянова поэтесса çуралса ÿснĕ.

Кĕскен

Любовь Мартьянова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1974-77 çулсенче Патăрьел районĕнчи Турханти вăтам шкулта ĕçленĕ. 1977 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва тухичченех «Тăван Атăл» журналта тăрăшнă. Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ, Митта Ваçлей ячĕллĕ преми лауреачĕ. 5 кĕнеке авторĕ.

Ашшĕ лартнă çуртра

- Атте лартнă çуртрах пурăнатăп эпĕ, - пахча хыçĕпе илсе кĕчĕ мана Любовь Васильевна.

Тулта çунтарса ярасла шăрăх хуçаланать пулсан йывăç пÿртре уçă та сулхăн. Пысăк икĕ пÿлĕм. Кăмакана та пăсман. Ăна типтерлĕ шуратнă. Сăмах май, кил хуçи хĕрарăмне ĕлĕк кăмакине кура хакланă. Вăл таса тăк - хĕрарăм тирпейлĕ те ĕçчен. Любовь Васильевна пÿрте газ кĕрттернĕ пулин те ăна пăстарас темен. Хĕллехи сивĕ каçсенче тепĕр чухне хутать те. «Кăмака урăхларах ăшăтать. Ун çумне тайăнса ларма пулать. Хĕллехи сивĕ кунсенче вучахра çатăртатса вутă çуннă май шухă ачалăх, аттепе анне пурăннă вăхăт аса килет», - тет вăл.

Кашни япала хăй вырăнĕнче. Тирпейлĕ çакăнса тăракан хитре чÿрече каррисемпе чаршавсем йывăç пÿрте илем кÿреççĕ.

Стена çинче - ашшĕпе амăшĕн сăн ÿкерчĕкĕ. Вĕсем тахçанах çук ĕнтĕ. Василий Егорович Октябрьскинче фотографра ĕçленĕ. Амăшĕ Галина Семеновна Карапашри шкулта вырăс чĕлхи вĕрентнĕ. Шел те, унăн ĕмĕрĕ вăрăмах пулайман, усал шыçă чирне пула 50 çултах пурнăçран уйрăлса кайнă. Василий Егорович 83 çула çитнĕ. Тепĕр сăн ÿкерчĕкре - пĕчĕк Любăпа шăллĕ. Слава та нумай пурăнайман, аварие çакланса 35 çултах сарăмсăр вилнĕ.

Кÿршисем каласа кăтартнă тăрăх, Мартьяновсем ытлă-çитлĕ пурăннă. Василий Егорович вĕлле хурчĕ нумай тытнă. Пылне яланах хапха умне тухса юхтарнă, тарават та уçă кăмăллăскер кас ачисене çитернĕ.

Хăна кĕтсе ир-ирех вăраннă Любовь Васильевна пÿлĕмре хăйне валли вырăн тупаймасть, енчен енне кумать кăна. Хăйне манса кайманнишĕн, пырса курма вăхăт тупнишĕн тем пекех хĕпĕртенĕ вăл. Пÿрте тин çеç пиçсе тухнă кукăль шăрши сарăлнă. Чуста хурса кÿршипе пĕрле вăл темиçе тĕрлине янтăланă паян.

Анкартинче

Улмуççи турачĕсем çимĕçне йăтайманнипе çĕр çинех усăнса аннă. Хăшĕ-пĕрне тĕрев панин те усси çук. Чие çырли те хĕп-хĕрлех ларать. Кăçал хуртлă пулнăран ăна пуçтарасшăн мар вăл. «Кайăксен те хăналанас килет, пĕчĕккĕн суйласа пĕтерĕç-ха», - тет. Улма-çырла йывăççисене йăлтах ашшĕ лартса хăварнă. Пĕр çулхине вăйлă çил-тăвăл хуçса пĕтернĕ хыççăн халь çĕнĕ хунавсем тухнă.

Кишĕр-сухан, ыхра, хăяр-помидор, купăста, çĕр улми, дыня лартнă пахчара. Йăранĕсем тап-таса. Хăярĕ тахçанах çимелĕх пулнă. Анкартинчи курăка кашни çулах тăванĕсем çулса илеççĕ.

Çумăр çунă хыççăн пахчинче кăмпа нумай-мĕн. Ăшалама та, тăварлама та çитет. Вăрманта çĕлен курнăран юлашки вăхăтра Любовь Васильевна унта çÿреме пăртак шикленет.

Çухалнă михĕ

Аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Любовь Мартьяновăна Патăрьел районĕнчи Турхана ĕçлеме янă. Чи кирлĕ япалисене илсе хĕр ик-виç кунлăха унта вĕçтернĕ. Ытти мĕн пур япалине, çав шутра 5 çул хушшинче çырнă сăввисене, пĕр миххе тултарса хăварнă. Турхантан килнĕ çĕре çыхă çухалнă. «Эх, айванкка та, халь пулсан-и, чи малтан ал çырусене пĕрле илĕттĕм. Эпĕ вара ун вырăнне чей куркисемпе тирĕксем тултарса кайнă. Çамрăк чухне çырнă чи хитре сăввăмсем çапла çухалчĕç ман», - шеллесе аса илет Любовь Васильевна. Хăшнĕ-пĕрне, пăхмасăр пĕлекеннисемпе манăçма ĕлкĕрейменнисене тетрадь çине çырса хунă-ха. Пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухне чылай сăвă шăрçаланă вăл. 4-мĕш курса çитсен Виталий Родионовпа сăвă кĕнеки кăларма хатĕрленнĕ. Ал çырусене Алексей Воробьев поэта леçсе панă. Лешĕ тăрук вилсе кайнă. Сăввисене студентсем хăйсем валли çырса та юлма шухăшламан. Çухалнă.

Пысăк парне

Студент чухне «Коммунизм ялавĕнче» унăн сăввине пичетлесе кăларнă. Пиллĕкĕшĕнчен пĕрне çеç суйласа илнĕ. Çакăн хыççăнах шăп Мартьянова сăвви пирки «Сирсен - сирĕлми пессимизм» ятлă статья тухнă. «Пĕр сăвă тăрăх çынна халăх епле хаклама пултартăр-ха. Ыттисене вуламан-çке», - çав статьяна çыракан автортан халĕ те тĕлĕнет Любовь Васильевна. Тиркеве йĕркеллех йышăннă вăл. Пуçне усман, тата та ытларах хавхаланса çырма тытăннă çеç.

Раиса Сарпипе, Олег Энтепепе, Вениамин Пехилпе, Петĕр Çăлкуçпа пĕр вăхăталла вĕреннĕ Любовь Мартьянова. Вăл çулсенче хальхи пек мар, пичетленме йывăртарах пулнă. «Тăван Атăл» редакторĕ Александр Галкин никама та мар, пĕртен-пĕр Любовь Мартьяновăна журналта пĕр страница уйăрса панă. Сăввисене сăн ÿкерчĕкпе пичетлесе кăларнă. Пысăк парне вырăннех пулнă ку ун чухне. Йыхрав хучĕ ярса Турханти шкултан «Тăван Атăла» чĕнсе илекенни те вăлах пулнă.

Никам та курман

«Эпир сана сăвăпа ларнине нихăçан та курман-çке. Хăçан, хăш вăхăтра çыран?« - пĕрмай çапла ыйтаççĕ Любовь Васильевнăран.

Паллах, çын умĕнче хутпа калем тытса лармасть. Кĕркуннене юратать вăл. Сăввисем те унăн çак вăхăтри вăрăм каçсенче çуралаççĕ. Николай Тимофеев кĕвĕленĕ «Сарă, сарă çулçăсем» юрă йĕркисем аса килеççĕ. Çак сăвва та авăн уйăхĕнче, таврара ылтăн кĕркунне хуçаланнă чухне çырнă.

«Ялта чун ытларах вылять, уçăлать, çавăнпа та çырăнсах каймасть. Кунта çĕр çĕр пек, пĕлĕт пĕлĕт пек. Вĕсене куçпа куратăн, туятăн. Тем тесен те чун çут çанталăка çывăхрах. Хулара тăвăр, шавлă, нимĕнле лăпкăлăх та çук. Йĕри-тавра çын-çын, машина... Шăп çакăнта сăвă йĕркисем çуралаççĕ те», - чунне уçать Любовь Васильевна.

Любовь Мартьянова çĕнĕ ярăмсемпе паллаштарчĕ. Сăввисем темиçе кĕнеке кăлармалăх пухăннă. Анчах та вăл вĕсене пичетлесшĕн хыпса çунмасть. Ятарласа та, такам ыйтнипе те мар, чун валли çырать.

Лайăх кÿршĕсем

Любовь Васильевнăн Шупашкарти хваттерĕнче халь хĕрĕ Галя çемйипе пурăнать. Кĕрÿшĕ - çармăс. Мăнукĕ Мирослава кĕçех тăватă çул тултарать. яла тăтăшах килсех çÿреççĕ. Уйăхра пĕр хутчен хăй те хулана каять. Карапашран ытлах тухса çÿресшĕн те мар вăл. Кÿршисем аван унăн. Апла - хăй те лайăх. Кирек хăш вăхăтра пулăшаççĕ ăна. Пахчине те пĕрле çумлаççĕ, апатне те пĕрлех пĕçерсе çиеççĕ. Туслă пурăнаççĕ. Каçхине хапха умĕнчи ĕлĕкхи сак çине уçăлма тухса лараççĕ.

Çитес çул - паллă çул

Любовь Мартьянова поэтесса çитес çул 65 тултарать. Ял тăрăхĕнче юбилее хатĕрленме те тытăннă. «Юратмастăп ун пек паллă кунсене. Никама пĕлтермесĕрех, шăппăн ирттерсе ярас килет», - тет вăл тунсăхлăн кулса.

Эпир Любовь Васильевнăпа çула тухма хатĕрленетпĕр. Радиопа шăпах унăн «Чечек акрăм та» /кĕвви Николай Прауловăн/ юрри янăрать. Чуна пырса тивекен сăмахсем ирĕксĕрех пÿртелле туртаççĕ. Шухăша путатăп. Çакăнта, çак пысăках та мар Карапашра мĕн тери пултаруллă, хăйне майлă, çав вăхăтрах питĕ сăпайлă çын çуралса ÿснĕ. Сăввисенче - чăн-чăн пурнăç, тунсăхпа юрату, куççуль, шăпа... Паянхи кун та сумлă нимĕнле ят та çук унăн. Любовь Мартьянова çакăншăн пăшăрханмасть. Ăна халăх пĕлет, юратать.

Елена АТАМАНОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Елена АТАМАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.