Елена АТАМАНОВА

11 Ака, 2015

Ĕçлекене хаклама пĕлмелле

Елчĕк районĕнчи «Победа» ОООра кăтартусем кашни çул ÿссе пыраççĕ. Хуçалăх тилхепине вунă çул ытла ĕнтĕ Н.Головин тытса пырать. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра хамăр патри чи ĕçчен те тăрăшуллă хĕрарăмсене асăнас килет. Килте те, ĕçре те ĕлкĕреççĕ, çемьери мĕнпур ыйтăва татса пыраççĕ, ачисене тивĕçлĕ воспитани параççĕ.

4 Ака, 2015

Вăтанман - вĕрÿçĕ, ÿркенмен юмăçă пулнă

Çамрăк чухне кам юмăç ярса курман-ши? Ача чухне Раштав умĕн çурçĕр иртсен урама тухса хапха урлă кăçатă ывăтаттăмăр, пиçиххи пăрахаттăмăр. Упăшка мĕн сăнлă пулассине пĕлес тесе витене кĕрсе сурăх ури те тытнă. Шурри - сарă каччăна, хури - хураскерне пĕлтернĕ. Студент чухне общежитире те тус-тантăшпа пĕрле юмăç янă. Пулас мăшăр ятне, хăçан качча каяссине, миçе ача çуратассине пĕлме ĕмĕтленнĕ. Çынна шăпа вăрттăнлăхĕсем ялан илĕртеççĕ çав. Çамрăк чухне тата темĕн те пĕлесшĕн çунни канăç памасть. Уйрăмах йывăр вăхăтра лайăххине шанас килет.

4 Ака, 2015

Халăх чунне çĕклентернĕшĕн

Иртнĕ эрнере «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс çĕнтерÿçисене вунулттăмĕш хут чысларĕç. Ăна яланхи пекех Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче - пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче - пĕтĕмлетрĕç.

28 Пуш, 2015

Ырă улшăнусем пур

Ачасем - пирĕн пуласлăх. Вĕсен пурнăçĕ, аталанăвĕ патшалăх тата общество хутшăнăвĕнчен чылай килет. Иртнĕ эрнере ЧР Правительство çуртĕнче 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсене хÿтĕлесе пурнăçламалли наци стратегийĕн ыйтăвĕсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тытăмĕнче хевтесĕр ачасене инклюзив пĕлĕвĕ парасси тата ача-пăча вилеслĕхĕн медицина, социаллă ыйтăвĕсене сахаллатасси тавра сăмах пычĕ.

Чăваш Республикинче паян 16,8 пин хевтесĕр ача пурăнать, вĕсенчен 4822-шĕ - инвалид.

28 Пуш, 2015

«Вăрман - сиплĕхне, шыв - вăйне пачĕç пуль»

- Вăрман тăрри тип-тикĕс, ман пурнăç хăçан тикĕсленĕ-ши? - çÿллĕ йывăçсем çине пăхса çапла юрлатчĕ те анне, кайран татăлсах йĕретчĕ, - каласа кăтартать Роза аппа. Унăн амăшĕ,106 çулти Евлампия Ивановна /юратса ăна ялта Ялампи аппа тесе чĕннĕ/, пурнăçра хура-шурне нумай курнă.

Pages