Комментари хушас

4 Ака, 2015

Халăх чунне çĕклентернĕшĕн

Иртнĕ эрнере «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс çĕнтерÿçисене вунулттăмĕш хут чысларĕç. Ăна яланхи пекех Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче - пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче - пĕтĕмлетрĕç.

ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев уяв ячĕпе саламларĕç. Лауреатсене палăртас умĕн Вырăс драма театрĕнчи Антонина Баулина ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕç. Чăваш халăх артистки сцена çинче 55 çул хушшинче çĕршер сăнар калăпланă. Вăл çуралнă кунне шăпах театр кунĕнче паллă тăвать. Кăçал Антонина Николаевна 88 çул тултарчĕ. Режиссерсем актриса валли театрта ятарласа спектакльсем лартаççĕ.

«Çулталăкри чи лайăх спектакль» ята Пукане театрĕн сцени çине кăларнă «Ночь перед Рождеством» /режиссерĕ Юрий Филиппов/ спектакль тивĕçрĕ.

«Ачасен чи лайăх спектаклĕ» номинацире виççĕмĕш çул Иосиф Дмитриев /Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕ/ палăрчĕ. Хальхинче «Кот в сапогах» юмахшăн хисепе тивĕçрĕ вăл.

«Чи лайăх сценографи» номинацире Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче лартнă «Синкерлĕ шăпа» драмăн ÿнерçи Светлана Зверева çĕнтерчĕ.

«Спектакльти чи лайăх музыка» номинацире Юрий Григорьев композитора çитекен пулмарĕ. Вăл Чăваш патшалăх пукане театрĕн сцени çине кăларнă «Ночь перед Рождеством» спектакле хитре кĕвĕпе илемлетнĕ.

«Эпизодри чи лайăх роль» ята кăçал Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Валентина Смирнова тивĕçрĕ. Вăл «Нарспи» оперăра Сетнер амăшне вылянă.

«Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» номинацие икке пайланă кăçал. Пĕри - Чăваш академи драма театрĕнчи «Синкерлĕ шăпа» спектакальте вылякан Елизавета Хрисанфова /Лисави/, тепри - Вырăс драма театрĕнчи «Бабочка, бабочка...» трагикомедири тĕп сăнара калăпланă Чăваш халăх артистки Татьяна Яфанова /Эдда/. Савăннипе тата çак çĕнтерÿ пачах кĕтмен çĕртен пулнипе Елизавета Хрисанфова сцена çинче йĕмесĕр чăтаймарĕ. Артистка çак роле хăйне шанса панăшăн режиссера чунтан тав турĕ. «Синкерлĕ шăпа» спектакльте Лисави сăнарĕпе куракансен чунне витернĕ вăл. Савăнтарнă та, куççуль те кăларттарнă.

«Арçын рольне чи лайăх калăплакан» номинацире те иккĕн çĕнтерчĕç кăçал.

Оперăпа балет театрĕ хатĕрленĕ «Нарспи» оперăра Сергей Кузнецов тата Чăваш академи драма театрĕ лартнă «Синкерлĕ шăпа» спектакльте Сергей Павлов арçын рольне чи лайăх вылянă. С.Павлов мала тухнăшăн тивĕçекен укçана Шупашкарти пĕр ача çуртне пачĕ.

Кăçал уява Чăваш патшалăх сăнав театрĕн артисчĕсем йĕркелерĕç. Вĕсем тăрăшнипе зала пухăннисем тĕнче уçлăхне те «çитсе курчĕç», тĕрлĕ планетăпа, унта пурăнакансемпе» паллашрĕç, вĕсен юрри-ташшипе киленчĕç.

Тĕп номинацисемсĕр пуçне уявра ятарлă Дипломсемпе укçан премисем те пулчĕç.

Елена АТАМАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.