Ырă улшăнусем пур

28 Пуш, 2015

Ачасем - пирĕн пуласлăх. Вĕсен пурнăçĕ, аталанăвĕ патшалăх тата общество хутшăнăвĕнчен чылай килет. Иртнĕ эрнере ЧР Правительство çуртĕнче 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсене хÿтĕлесе пурнăçламалли наци стратегийĕн ыйтăвĕсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тытăмĕнче хевтесĕр ачасене инклюзив пĕлĕвĕ парасси тата ача-пăча вилеслĕхĕн медицина, социаллă ыйтăвĕсене сахаллатасси тавра сăмах пычĕ.

Чăваш Республикинче паян 16,8 пин хевтесĕр ача пурăнать, вĕсенчен 4822-шĕ - инвалид.

- Сывлăх енчен хавшакрах ачасен ыйтăвĕсене курмăш пулмалла мар. Вĕсем хăйсене обществăра хăтлă та аван, ыттисемпе пĕр тан туйччăр, тантăшĕсемпе хутшăнма пултарччăр тесен май килнĕ таран йăлтах пурнăçламалла, - палăртрĕ Михаил Игнатьев.

ЧР вĕрентÿпе çамрăксен министрĕ Владимир Иванов юлашки çулсенче республикăра ача-пăча вĕренÿ учрежденийĕсенче сывлăх енчен хавшакрах вĕренекенсем валли пĕлÿпе воспитани илме условисене лайăхлатни пирки каларĕ. Çав вăхăтрах çитменлĕхсем те пур-мĕн. Министр шкулсене тухса çÿренĕ май «Пуриншĕн те уçă хутлăх» программăпа килĕшÿллĕн тивĕçтернĕ оборудование чĕркемрен те кăларманнине асăрханă. «Çакнашкал явапсăрлăх вĕренекенсем çине алă сулнине тата ячĕшĕн ĕçленине пĕлтерет. Кун пеккине урăх курас марччĕ», - терĕ çирĕппĕн Владимир Николаевич.

Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов шкулсенче дефектологсемпе психологсем çитменни çинче чарăнса тăчĕ. «Çивĕч ыйтусенчен пĕри - учреждение кадрсемпе тивĕçтересси. Сывă ачасемпе пĕрле хевтесĕррисене пĕлÿ пама унсăрăн питĕ кăткăс», - тесе палăртрĕ ларура.

Чăваш Енре 2012-2017 çулсенче ачасен вилеслĕхне чакарас тĕлĕшпе анлă ĕçсем пулса пыраççĕ.

- Ырă улшăнусем пур. 2012 çулта ача-пăча вилес тĕслĕх 100 пин çын пуçне 69,4 пулнă тăк иртнĕ çул кăтарту 66,6-па танлашнă. Тин çуралнисемпе çулталăка çитмен ачасемпе çыхăннă синкерлĕ кăтартусене сахаллатассипе ĕçлетпĕр. Пирĕн республика, Раççей шайĕпе илес пулсан, лайăххисен шутĕнче. 2014 çулта кăкăр ачисен вилеслĕхĕ палăрмаллах чакнă. Ачасем тулаш сăлтавсене пула вилни чылай чухне аслисен тимсĕрлĕхĕпе çыхăннă, - палăртрĕ сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова. 2012 çул вĕçĕнче республикăри ача-пăча клиника больницинче паллиатив медицина пулăшăвĕн уйрăмĕ уçăлнине, пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче ăна хула ача-пăча 3-мĕш больницине куçарнине асăнчĕ. Çак уйрăм сиплейми йывăр чирлĕ 10 ачана харăсах йышăнма пултарать-мĕн. Палатăсене хăтлăлатма, медицина оборудованийĕ туянма республика бюджетĕнчен 14 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.

Иртнĕ çул Канаш районĕнче инкексем йышланнин сăлтавне Канаш район администрацийĕн ертÿçинчен Владислав Софроновран ыйтрĕç. 2014 çулта районта пулса иртнĕ кашни инкеке аса илчĕ ертÿçĕ. Пĕвере путса, пушарта çунса вилнĕ тĕслĕхсем те пур. Йĕркесĕр çемьесенчи ачасен пурнăçĕ татăлнă унта. Канаш тăрăхĕнче хальхи вăхăтра профилактика ĕçне йĕркелеме яваплă тытăм пуçарнине каларĕ Владислав Васильевич. Йывăр тата йĕркесĕр çемьесемпе хĕрарăмсене ĕçлеме йывăррине шута илсе опека тата попечительство пуçлăхне каччăна суйланă Канашсем.

Йĕпреç, Вăрнар тата Элĕк районĕсен ертÿçисем ачасен интересĕсене хÿтĕлессипе еплерех ĕçленине каласа кăтартрĕç. Элĕк район ертÿçи Александр Куликов каланă тăрăх, вĕсен тăрăхĕнче паянхи куна 39 йĕркесĕр çемье /пĕтĕмпе 76 ача/ шутланать. Вĕсене сăнаса тăма ял тăрăхĕн депутачĕсене çирĕплетнĕ. Асăннă районти ултă тăлăх ачана кăçал хваттерпе тивĕçтерĕç. Ларура слайдсемпе паллашнă вăхăтра Кĕçĕн Ямаш вăтам шкулĕн алăкĕ çине чăвашла çырса хуманнине асăрхарĕ Михаил Игнатьев, уншăн та сăмах лекрĕ Александр Куликова

Тăлăхсене хваттерпе тивĕçтерме тытăннă май тăрук ашшĕ-амăшĕ тупăнни пирки те сăмах пулчĕ канашлура. Ывăл-хĕрне ÿстерме хутшăнман, ун чухне тăван ачи ăçта пурăннине те пĕлменскерсем пачах намăс-симĕсне çухатнă. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ: «Ман ачана пурăнмалли çурт-йĕрпе хăçан тивĕçтеретĕр. Эпир кайран çавах пĕрле пурăнатпăр», - тесе Вăрнар район ертÿçине Леонид Николаева халтан янă.

Елена АТАМАНОВА.

Рубрика: