Комментари хушас

28 Пуш, 2015

«Вăрман - сиплĕхне, шыв - вăйне пачĕç пуль»

- Вăрман тăрри тип-тикĕс, ман пурнăç хăçан тикĕсленĕ-ши? - çÿллĕ йывăçсем çине пăхса çапла юрлатчĕ те анне, кайран татăлсах йĕретчĕ, - каласа кăтартать Роза аппа. Унăн амăшĕ,106 çулти Евлампия Ивановна /юратса ăна ялта Ялампи аппа тесе чĕннĕ/, пурнăçра хура-шурне нумай курнă. Сакăр ача çуратнă вăл, анчах та виçĕ ачине кăна ура çине тăратайнă. Ыттисем пĕрин хыççăн тепри тифпа чирлесе пĕчĕккĕллех куçĕсене хупнă. «Тĕпренчĕкĕмсене нихăçан та манаяс çук, епле вĕсемсĕр ĕмĕре ĕмĕрлес», - тесе куççуль тăкнă вăл пĕрмай. Виçĕ ачинчен тепĕр иккĕшĕ - ывăлĕ Николай тата хĕрĕ Валентина - вăхăтсăр çĕре кĕни пушшех те çапса хуçнă кинемее. - Ман тăпрана таптамаллаччĕ мăнтарăнсен, эпĕ вара халĕ те пурăнатăп. Ним тума та çук, Турри çапла çырнă пуль, - кашнинчех çапла каласа куçне шывлантарнă Ялампи аппа. Пĕр ĕмĕртен иртнĕ Евлампия Ивановна халĕ Елчĕкре, хĕрĕн Розăн çемйипе пурăнать.

Килрен киле ыйткаласа

Çемьере виççĕн çитĕннĕ вĕсем. Ашшĕ лавкка тытнă, амăшĕ сутуçăра ĕçленĕ. Ялти ытти çынпа танлаштарсан чухăнах пурăнман. Иртĕхмен, анчах та сĕтел çинче яланах çăкăр пулнă. Тăрук амăшĕ хăйне йывăр туйма тытăннă, шел те, çĕнтереймен хăрушă чире, 38 çултах çĕре кĕнĕ. Ялампи çапла пĕчĕккĕллех тăлăха юлнă. Ашшĕ пĕччен пурăнас темен, тепре авланнă. Иккĕмĕш арăмĕ те вăхăтсăр вилнĕ. Унтан арçын тепĕр хĕрарăм илсе килнĕ. Темле пулсан та тăван анне мар ĕнтĕ вăл. Амаçури амăшĕнчен пархатар курман мăнтарăн ачисем. Малтан пĕччен, кайран шăллĕпе ял тăрăх ыйткаласа çÿренĕ. «Çĕтĕк-çурăк тумланнăскерсем çынсем патне кăптăр-кăптăр кĕрсе тăраттăмăр. Калама çук намăсланнипе сăмах чĕнме те вăтанаттăмăр», - ача чухнехине куç умне кăларать Ялампи аппа. Çемьере асли пулнăран ăна калама çук йывăр лекнĕ. Аллинчен ир те каç ĕç кайман, пĕчĕк хĕр тăраниччен çывăрса та курман. Çыхнă, тĕртнĕ, кĕнчеле арланă. Шăллĕсене пăхнă. Килте ĕç нумаййи пирки ашшĕ ăна шкула та яман.

«Лашапа вăрласа кайрĕç»

Çĕнĕ Эйпеçри пĕр чухăн каччă куç хывнă чипер Ялампие. Анчах та маттур та ĕçчен Петĕре темшĕн юратман вăл. Каччă çапах мĕнле те пулсан хĕр пуçне çавăрас тенĕ. Нимĕн тăвайманнипе пырса унăн кĕпине илсе кайнă. «Матĕрне аппа пĕр шеллемесĕрех тыттарса янă çав. Мана хăвăртрах качча парассишĕнех çапла хăтланнă пуль», - хĕр чухнехине те лайăх астăвать Ялампи аппа. Хитре кĕпи питĕ шел пулнă ăна, уншăн йĕнĕ те вăл, Петĕре качча тухма пурпĕр килĕшмен хăй. Çĕнĕ Эйпеç каччи те чипер те сăпайлă хĕртен хăпман. «Микула иртсен, хĕл ларас умĕн лаша çуни çине çавăрса хучĕç те вăрласа кайрĕç. Каялла таврăнаймастăн, хĕр ячĕ кайнă, хальхи пек мар ун чухне. Ирĕксĕрех качча тухма тиврĕ. Тĕрĕссипе, кĕпене шеллесех Петĕр патĕнче юлтăм-ха», - шахвăртса та калаçма пĕлет Ялампи кинеми.

Тăхăр çул - вăрманта

Петĕрпе иккĕшĕ килĕштерсех пурăннă. Арăм пулса тăрсанах чухăннишĕн тиркеме пăрахнă ăна. Ĕçченлĕхĕпе ырă кăмăлĕшĕн хисепленĕ хĕрарăм мăшăрне. Ялампи аппа упăшкипе пĕрле утарта вăй хунă. «Вутă çукран вăрманта тăхăр çул пурăнтăмăр. Утар çурчĕ пысăкчĕ, çапăпа хутса ăшăтаттăмăр. Вăрман хăй сиплĕхне, çăлкуç шывĕ вăйне пачĕç пуль, вĕлле хурчĕсем те çын ĕмĕрне тăсаççĕ теççĕ. Сывлăшĕ те таса пулнă», - хуллен пулсан та питĕ хитре калаçать ăш пиллĕ кинеми.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан мăшăрĕ Петр Антонович патне те повестка килнĕ. Чĕрĕ юлнă пĕртен-пĕр ывăлĕпе ăсатса янă упăшкине. Ялампи аппа та çав нушаллă та йывăр çулсенче килте ларман. Ыттисемпе тан окоп чавнă, вăрман каснă, Улатăр тăрăхĕнче торф кăларнă. Упăшки хыпарсăр çухалнă тенине ĕненмен Евлампия Ивановна. Пĕр-пĕр кун килсе çитессĕнех туйăннă мăшăрĕ. Чăн та, хыпарсăр çухалнăскер 1946 çул вĕçĕнче тăван яла таврăннă. Вăрçă хыççăн тата икĕ хĕр кун çути курнă вĕсен. Анчах та суранланса килнĕ Петр Антонович нумаях пурăнайман, часах çĕре кĕнĕ.

Роза аппа ашшĕне кăштах кăна астăвать. «Атте тăраймастчĕ, ун патĕнчи сĕтел çинче хĕп-хĕрлĕ помидор выртатчĕ. Ман çав çимĕçе çиес килнĕ ĕнтĕ, çавăнпа асра юлнă пуль», - тет Роза аппа.

Сталин çулĕсене халĕ те манман Ялампи аппа.

- Питĕ йывăр вăхăтчĕ. Сталин вăрçă хыççăн пире чутах выçă вĕлермерĕ. Çимелли те, тăхăнмалли те çукчĕ. Çав çулсене епле чăтса ирттернĕ-ши? Выçлăх вăхăтĕнче мĕнпур пурçăн тутăра сутса ятăм, - аса илет ватă.

Милĕкпе те çапăнать

Евлампия Казакова 1909 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче - Çĕнтерÿ кунĕнче - çуралнă. Ăслă калаçнипе, лайăх астунипе тата типтерлĕхĕпе тĕлĕнтерет 106 çулти Ялампи аппа. Тахçан суккăрланнăскер халь лайăхах курать. Хăлхи кăна япăхрах илтет кинемин. Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ пирки ыйтсан: «Ытларах хускалмалла, нумай утмалла», - хуравларĕ Евлампия Казакова. Эрех-сăрапа нихăçан та туслă пулман, больницăна та кайса курман вăл. Апатран - сĕт юр-варĕ çиме кăмăллать. 106 çулти кинеми паян кун та мунчара милĕкпе çапăнма юратать. Çу кунĕсенче урама тухса ларать.

«Ырлăх пирки тĕлленмен те»

Евлампия Ивановнăн 11 мăнук, 15 мăнук ачи тата мăнук ачин пĕр ачи. Ăна район ертÿçисем Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул» медальпе наградăланă. Тем пекех хĕпĕртенĕ хăйне çапла чыс тунишĕн Ялампи аппа. «Кун пирки тĕлленмен те эпĕ. Нушине нумай куртăм. Тавах çĕршыв ертÿçисене. Килте те аван пăхаççĕ мана. Çак çула çитесси пирки нихăçан та шухăшламан», - ăшшăн калаçать ырă чунлă кинеми. Амăшне чăннипех те лайăх пăхать Роза аппа. 13 çул каялла шалкăм çапнă мăшăрне те куçран вĕçертмест. Савнă çыннин ĕмĕрне вăрăмлатас, кун-çулне çăмăллатас тесе ырă та ăш пиллĕскер хăйне кăштах та хĕрхенмест. Ывăлĕпе тата кинĕпе пĕр çуртра килĕштерсе, тату пурăнаççĕ. Роза Петровнăпа Владимир Ильич Кушмановсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Ывăлĕ Сергей пĕр вăхăт Елчĕкри вăтам шкулта ĕçленĕ. Халĕ хуралçăра тăрăшать, килти хушма хуçалăха аталантарать. Иртнĕ çул сакăр вăкăр самăртса ÿстернĕ. Хĕрĕ Марина Аслă Елчĕкри вăтам шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентет. Кĕçĕнни Екатерина - педиатр, Шупашкарти ача-пăча перинаталь центрĕнче тăрăшать.

Хăйĕн вăрăм кун-çулĕнче темĕн те курнă, темĕн те тÿснĕ, çапах хăйне упраса хăварма, пурнăçне тăсма пултарнă, кил вучахне сÿнме паман ырă та ăшă чунлă кинеми тĕлĕнтерме пăрахмасть. Çула тухас умĕн алăран хыттăн-хыттăн чăмăртарĕ те пил парса ăсатса ячĕ Ялампи аппа.

Елена АТАМАНОВА.

Елчĕк районĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.