Комментари хушас

/Борис Леонтьевич Борлен /Тихонов/ çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май/

Пушкăртстанра ĕçленĕ çулсем

Борис Борлен малтан райхаçатра Пушкăртстанри Авăркас районĕнче тухса тăракан «Çĕршыв çулĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Кайран Меселпуç, Шланлă ялĕсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Макар ялĕнче шкул директорĕ те пулнă пĕр вăхăт. Ултă района пĕрлештерсе пысăклатсан, центрне Стерлитамак хулинче туса хурсан ятарлă хаçат тухса тăма тытăннă. Борис Тихонов унта журналистра тăрăшнă, çав вăхăтрах хулара учитель ĕçне те пăрахман, каçсерен профтехучилищĕре вĕрентнĕ.

Вуникĕ çул ытла ĕçпе вĕренÿ комбинатне ертсе пынă Борис Тихонов.

Шупашкартан аякра пулин те Борис Борлен чăвашлăх туйăмне пĕр самантлăха та çухатман. 1963 çулта чăваш çамрăкĕсен пĕр ушкăнне Шупашкара пединститута чăваш чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕме хатĕрленĕ. Каярахпа тата тепĕр ушкăна Шупашкара пĕлÿ илме ăсатнă. Çапла вара Пушкăртстанри чăваш шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентессине тепĕр хут чĕрĕлÿ сĕткенĕ панă ĕçре Борис Леонтьевич тÿпи те пĕчĕк мар. Стерлитамак хулинче интернат шкулта та чăваш ачисен ушкăнне йĕркелесе янă вăл, унтан вĕренсе тухнисене хулари пединститута конкурссăр йышăнассине тимленĕ. Хулари педучилищĕре те чăваш уйрăмĕ уçнă. Унти ачасене Борис Тихонов хăйĕн тĕп ĕçĕнчен пăрăнмасăрах вĕрентнĕ. Вăл тăрăшнипех педучилищĕре чăваш кĕнекисен библиотекине йĕркеленĕ.

1990 çулсен пуçламăшĕнче Пушкăртстанри районсенче, ялсенче чăваш чĕлхине вĕрентес туртăм çĕнĕрен вăй илме тытăннă. Стерлитамак хулинчи вырсарни шкулĕнче Борис Тихоновăн мăшăрĕ Лидия Лазарева тÿлевсĕрех уроксем ирттернĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн Стерлитамакри пединститутра чăваш ачисен уйрăмне уçас ыйту тухса тăнă. Борис Леонтьевич хăйĕн шухăш-кăмăлне пурнăçа кĕртме тĕрлĕрен май шыранă. Уçăлнах чăваш уйрăмĕ. «Урал сасси» хаçатăн ятарлă корреспондентĕнче те ĕçленĕ Борис Тихонов.

Ватлăх енне кайнă май кашниех хăйĕн тăван çĕршывне, çуралнă тăрăхне таврăнасшăн. 1993 çулта Хусанта «Сăвар» хаçат йĕркеленет. Борис Борлена унта редактор заместителĕ пулма чĕнеççĕ. Анчах та Борис Борлен Хусана таврăнни такама килĕшмен ахăр. Малтанхи тапхăртах «Совет» хăна çуртĕнче пурăннă вăхăтра ăна сĕмсĕррĕн тапăнаççĕ.

Апла пулин те, Борис Борлен Хусан чăвашĕсене яланах ырăпа аса илетчĕ. А.Никифоров ăсчах, П.Миров радиожурналист, В.Дедушкин таврапĕлÿçĕ тата ыттисем ăна хăйне те манман. Пенсие тухсан Шупашкара куçса килнĕ сăвăç патне кĕрсе тухмасăр кайман вĕсем. Пушкăртстан чăвашĕсем те çыравçăшăн яланах кĕтнĕ хăна пулнă. Борис Леонтьевичпа мăшăрĕ Лидия Григорьевна чăннипех те кама кăна йышăнмастчĕç-ши? Пушкăрт-Тутарстанран хăнана килнĕ паллă çынсем, аякран вĕренме çитнĕ студентсем те вĕсен килĕнче вырăн тупатчĕç.

Шыв юххи пек хайлавĕсем

Борис Борлен пултарулăхĕнче сатира лаççи вырăн тупнă темелле. Сăввисенче сăмахпа тирпейлĕ тата вырăнлă усă курнă. Вăл пурнăçри кирек хăш пулăма та сăвăласа çутатма пултарнă.

«Борис Борлен пултарулăхне пĕтĕмлетсе çапла хаклама сăлтав çителĕклĕ: унăн поэзийĕ, Митта Ваçлейĕ калашле, виçĕ пахалăха палăртать - унăн çунатлă ăс та, чĕлхен чăн илемĕ те, чун-чĕрен хĕрÿ хĕлхемĕ те тапса тăрать. Çакă сăвăç сассине çирĕплĕх кÿрет. Поэтăн канăçсăр та вичкĕн сăмахĕ халăх хуйхи-суйхине çивĕччĕн сăнарлать», - çырать хăйĕн статйинче ун пирки Геннадий Юмарт.

Мана Борис Леонтьевич ĕçченлĕхĕпе тĕлĕнтеретчĕ. Кашни килмессерен машинкăпа шаккатчĕ вăл. Куллен темиçе çĕре çитсе тем тĕрлĕ ĕç тума, вун-вун çыру яма ĕлкĕретчĕ.

Тÿрĕ кăмăллă çынччĕ

Пурнăçра тÿрĕ кăмăллă çынччĕ Борис Леонтьевич. Ĕçе вăхăтра тунине юрататчĕ. Сăмаха тытмасан вăрçса илме те пултаратчĕ, кÿренни вара хăвăртах иртсе каятчĕ. Хăнана пыма шантарнă пулсан - каймаллахчĕ. Унсăрăн кунĕпех кĕтет. Пурнăçа, пуринчен ытларах вара ачасене юрататчĕ Борис Леонтьевич.

«Яппунсем ачисене нихăçан та вăрçмаççĕ, хуллен, йăл кулса çеç асăрхаттараççĕ. Ятланипе ачана йĕркеллĕ воспитани пама çук, хăйне никама кирлĕ мар пек, нимĕн те тума пултарайман пек туйма пуçлать вăл», - тетчĕ Борис Борлен.

Шупашкарта, хула çумĕнчех икĕ пахчаччĕ вĕсен. Канма, мунча хутса кĕме юрататчĕ вăл кунта.

Темиçе çул каялла Борис Леонтьевич дачăра иçĕм çырли лартнине те астăватăп-ха. Вăл халĕ пÿрт тавра явăнса ÿсет, çырли питĕ тутлă.

Тимĕр кăмака пурччĕ унăн. Кашни каймассерен пăс çинче хура карас пĕçеретчĕ. Тĕрĕссипе, ун пек тутлă пулă урăх ниçта та çисе курман. Тăвар кăна сапатчĕ ун çине, ăшаламасăрах, тĕтĕмлемесĕрех калама çук техĕмлĕ пулатчĕ апачĕ. Горбушăна та никамран тутлăрах тăварлама пĕлетчĕ вăл.

Вилĕм, чир, ватлăх çинчен нихăçан та калаçма юратмастчĕ, сăмаха тÿрех урăххи çине пăрса яратчĕ. Ялан статья çырасси, çĕнĕ кĕнекесем кăларасси, чăваш хаçат-журналĕн пуласлăхĕ пирки кăна сăмахлатчĕ. Кĕскен каласан, чăвашлăх туйăмне пĕр самантлăха та çухатмастчĕ.

Ĕнер Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче Борис Леонтьевич Борлен /Тихонов/ çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май асăну каçĕ иртрĕ. Кунта чи çывăх çыннисем, тăванĕсем, ăна сума сăвакансем хутшăнчĕç. Борис Леонтьевича ăшăпа, ырăпа аса илчĕç, унăн тарăн шухăшлă та чуна хумхантаракан сăввисене вуларĕç.

Елена АТАМАНОВА.

Елена АТАМАНОВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.