Archive - 7 Feb, 2019 - Тантăш

Date
  • All
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
  • 11
  • 12
  • 13
  • 14
  • 15
  • 16
  • 17
  • 18
  • 19
  • 20
  • 21
  • 22
  • 23
  • 24
  • 25
  • 26
  • 27
  • 28
Type

Нарăсăн 1-мĕшĕнче Шупашкарти Ленин район администрацийĕн акт залне çак районти шкулсенче ăс пухакан аслă класс вĕренекенĕсем пуçтарăнчĕç. Сцена çине чи хастар та пултаруллă яш-кĕрĕм тухрĕ. Кунта «Старшеклассник года» хула конкурсĕн район шайĕнчи тапхăрĕ иртрĕ.

Кăçал конференцие 61 вĕ­ренекен хутшăнчĕ. Çамрăк тĕпчевçĕсене тĕрлĕ тема кăсăклантарчĕ. Хальхи вăхăт­ра роботсемсĕр ĕçлеме пул­таратпăр-и? Чăвашсен улăп-хÿтĕлевçĕсем пур-ши? Чăваш туйĕн йăли-йĕрки еплерех-ши? Активланă кăмрăк çынна мĕнле усă тата сиен кÿрет?

Ача садĕнче кăнтăр вăхăтĕнче çывăрма юратманран вăл амăшне ялан шкула каяс килет тенĕ. Парта хушшине ларсан [хăй аса илнĕ тăрăх 2-мĕш класра] çывăх çынни пĕррехинче унăн альбом-тетрадĕнче «Садике таврăнас килет», — тесе çырнине асăрханă.