Archive - 21 Feb, 2019 - Тантăш

Date
  • All
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
  • 11
  • 12
  • 13
  • 14
  • 15
  • 16
  • 17
  • 18
  • 19
  • 20
  • 21
  • 22
  • 23
  • 24
  • 25
  • 26
  • 27
  • 28
Type

21 Feb, 2019

Тăванла салам

Паян – Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Ăна çулсерен нарăсăн 21-мĕшĕнче уявлассине 1999 çулта çирĕплетнĕ. ЮНЕСКО палăртнă тăрăх, тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра пачах та çухалма пултарать. Ун чухне вара халăх та пĕтет.
Асăрханă-и, ют чĕлхе вĕренсен эсир тепĕр халăхăн шухăшлавĕпе паллашатăр, сирĕншĕн çĕнĕ тĕнче уçăлать. Çавăн пекех ачаранпах чăвашла пуплени халăхăн историне, тĕнче курăмне упраса хăварма май парать.

21 Feb, 2019

Ял историне пĕлетĕр-и?

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕпе «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçат редакцийĕ «Ял историне пĕлетĕр-и?» конкурс пуçараççĕ.
Конкурс тĕллевĕсем:
— шкул ачисене тăван ял историне пухма тĕпчевлĕ-шыравлă ĕçе явăçтарасси;
— çамрăк тавра пĕлÿçĕсен тăван чĕлхе пуянлăхне, тавра курăмне ÿстерме пулăшасси;
— шыравлă ĕçе вĕрентекенсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарасси.
Пултарулăх ăмăртăвне 7-11-мĕш классенче вĕренекенсене хутшăнма чĕнетпĕр. Конкурс пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа акан 1-мĕшĕччен пырать. 

21 Feb, 2019

Пĕчĕкçĕ çăлтăр

Çапла чĕнеççĕ шкулти вĕрентекенсем пултаруллă та маттур хĕрачана. Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри 1-мĕш шкулта ăс пухакан Ксения Федорова миçе конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ тата дипломант ятне тивĕçмен пуль!