Пĕчĕкçĕ çăлтăр

Çапла чĕнеççĕ шкулти вĕрентекенсем пултаруллă та маттур хĕрачана. Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри 1-мĕш шкулта ăс пухакан Ксения Федорова миçе конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ тата дипломант ятне тивĕçмен пуль! Халăхсен хушшинчи «Золотая лира», «Звездный Олимп», «Звездная карусель», Раççей шайĕнчи «Музыкальный экспресс», «Взлет», «Время чудес», «Камертоша» ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхĕн конкурсĕсенчен лауреат тата дипломант пулса таврăннă. Республика тата район шайĕнчисенче те самаях палăрнă. Çитменнине, Ксюша хăй тĕллĕн концерт та ирттернĕ!
Чи юратни — акăлчан юрри
Маттур хĕрача пултарулăхĕпе ача садĕнчех палăрнă. Амăшĕ ăна Кÿкеçри культура çурчĕ çумĕнчи Олеся Саксонская ертсе пыракан «Феерия» вокал студине çавăтса килнĕ. Паян Ксюша кунта 5-мĕш çул юрлас тата ташлас ăсталăха аталантарать. Пысăк сцена çине тухнине астăвать-ши? Шикленÿ туйăмĕ пулнă-и?
— Пĕчĕкрех чухне Санкт-Петербургра иртнĕ конкурса хутшăннăччĕ, унта çав тери пысăк сценăччĕ. Ун чухне хумханнине астăватăп. Халĕ пĕртте шикленместĕп. Юрланă чухне куракансем е жюри çине пăхатăп. Малти ретре ларакансем çине тинкерместĕп, унсăрăн куç хупнă пек курăнать — кун пирки пире Олеся Владимировна вĕрентет, — чĕвĕлтетрĕ хĕр пĕрчи.
Чăнах та, Ксюша сцена çине тухсан унран куç илеймĕн. Вăл хăйĕн сатурлăхĕпе, янăравлă та илемлĕ сассипе тыткăнлать. Конкурссене хутшăнса пĕчĕк «çăлтăр» тĕрлĕ хулана çитнĕ: Зеленодольск, Йошкар-Ола, Самар, Хусан… Маттур хĕрачана вĕсенче лайăх пĕлеççĕ.
— Анне яланах манпа пĕрле çула тухма тăрăшать, хавхалантарать. Эпĕ сцена çинче чухне куракансем чылайччен алă çупаççĕ, эппин, вĕсем мана татах курасшăн. Олеся Владимировна: «Эсĕ пысăк, санăн «фальцет, вибрато» меслетпе юрламалла», — тет. Мана хама «фруллато» ытларах кăмăла каять. Çак меслетпе юрланă чухне сасă кăштах чĕтрет, — юрă-кĕвĕ тĕнчинчи терминсене усă курнипе кăна çырлахмарĕ хĕрача, юрласа та кăтартрĕ.
Ксюша сцена çине чăвашла, вырăсла юрăсемпе кăна мар, акăлчанлипе те тухать. Хальлĕхе ют чĕлхепе пĕр юрă /«Darling» ятлă вăл/ кăна пулин те — вăл чи юратни.
Егор Кридпа юрласшăн
«Феерия» вокал студийĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем пултарулăха туптаççĕ. Ксюша солистка пулса тăриччен сцена çине «Неподарочки» ушкăнпа пĕрле тухнă. Тăрăшулăхнекура маттур хĕрача çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать, пултарулăхне аталантарса пырать.
— Эпĕ хама темиçе хутчен те телевизорпа курнă. Чи пĕрремĕш хут «Мехел» конкурса хутшăннине кăтартнăччĕ. Вокал студийĕпе ЮТВ телекурав ирттернĕ кăларăмсене те хутшăнтăмăр, — 10 çулти хĕрачан пултарулăх çулĕ çав тери анлă. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Вера ШУМИЛОВА. Ксения ФЕДОРОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.