Archive - 26 Çĕртме, 2014 - Тантăш

26 Çĕртме, 2014

Тĕллевĕсем çирĕп

 Етĕрнери 3-мĕш шкулта вĕренекен Настя Крайнова - класĕнче чи пултаруллисенчен пĕри. Вăл çивĕч ăс-тăнлă пулни пĕрре курсах палăрать. Вунă çул вĕреннĕ хушăра миçе олимпиадăпа конференцие хутшăнса мала тухман-ши тăрăшуллăскер? Ахальтен мар пĕрремĕш класранах вĕренÿ отличникĕсен шутĕнче вăл. Учительсемпе ашшĕ-амăшĕн шанăçне тÿрре кăларма хăнăхнă Настя. Çавăнпа та хушнă ĕçе яланах тĕплĕн тума тăрăшать. Кашни çул тенĕ пекех шкул тата район шайĕнчи «Экселсиор» наукăпа практика конференцине хутшăнса пĕрремĕш вырăнсем çеç çĕнсе илет.

26 Çĕртме, 2014

Урине

Урине пукане пек илемлĕ, ырă та таса чунлă хĕр ача. Вăл вун виçĕ çулта. Амăшĕ-пе иккĕшĕ пĕр пĕчĕк ялти пысăках мар пÿртре ытлăн-çитлĕнех мар пурăнаççĕ. Амăшĕ ялан ĕçре. Урине шкулта ăс пухать. Укçа çитменнипе килте тăтăшах выçă ларма та тивет. Анчах çакна пăхмасăрах вĕсем йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшма тăрăшаççĕ, чĕр чунсене хăйсен хÿттине илеççĕ, мĕн пуррипе хăналаççĕ. Анчах ырă çынсен лăпкă пурнăçĕнче те инкек-синкек сиксе тухать.