Archive - 4 Çĕртме, 2020 - Çамрăксен хаçачĕ

4 Çĕртме, 2020

Штанга йăтасси михĕ çĕклессинчен çăмăлрах

Наталия 22-ре кăна-ха. Çапах чи сумлă наградăсенчен пĕри — тĕнче класлă спорт мастерĕ пулнине çирĕплетекен паллă — унăн пур ĕнтĕ. РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕн ятне илессишĕн тăрăшмалли кăна юлнă. Унăн пухмачĕнче — Раççейри кăна мар, ют çĕршывсенчен илсе килнĕ вун-вун медаль.

4 Çĕртме, 2020

Кукашшĕне пăхмалла тесе качча кайман

Вăрçа кайма ят тухсан Мĕтри çулталăкран иртнĕ хĕрне Валькăна анкарти тавра йăтса çаврăннă. Унтан пĕчĕкскере арăмне Анюка мар, ачан кукашшĕне Якуша тыттарнă. Вăл уншăн ашшĕ вырăнĕнче пуласса шаннă-тăр.