Кукашшĕне пăхмалла тесе качча кайман

4 Çĕртме, 2020

Вăрçа кайма ят тухсан Мĕтри çулталăкран иртнĕ хĕрне Валькăна анкарти тавра йăтса çаврăннă. Унтан пĕчĕкскере арăмне Анюка мар, ачан кукашшĕне Якуша тыттарнă. Вăл уншăн ашшĕ вырăнĕнче пуласса шаннă-тăр. Анюк лаша кÿлсе упăшкине Супар ялне ăсатма кайнă. Çул çинче лав кустăрми тухса ÿкнĕ. «Ырра мар. Мĕтри фронтран таврăнмассине систерчĕ пуль çакă», — тенĕ Анюк киле таврăнсан.

Сăнĕпе — ашшĕ, кăмăлĕпе амăшĕ пек

Чăнах та, Мĕтри вăрçа кайсан вăхăт нумаях та иртмен — вăл хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хут килнĕ. Анюк усал хыпара ĕненмен, упăшки чĕрĕ-сывă таврăнасса кĕтнĕ. Хĕрĕпе Валькăпа юлнă хĕрарăм мăшăрĕн килĕнче хунямăшĕпе пурăннă. Кукашшĕ — хăйĕн çуртĕнче. Çапах вăл мăнукне Валькăна пăрахман, уншăн ашшĕ вырăнĕнчех пулнă.
Валентина Семеновăн ачалăхĕ йывăр килнĕ, кайран та пурнăçĕнче нушине пайтах курма тивнĕ. Халĕ Валентина Димитриевна — 81 çулта, хăй çуралнă тăрăхрах, Красноармейски районĕнчи Кушкă ялĕнче, пурăнать. Вăл ашшĕне астумасть, ялта ăна Анюк Вальки тесен пĕлеççĕ. Ашшĕн пĕртен-пĕр сăн ÿкерчĕкĕ упранса юлнă. Вăл ăна пысăклаттарса стенаран çакнă, юнашар — хăйĕн сăн ÿкерчĕкĕ. Сăнĕпе Валька ăна хывнă, кăмăлĕпе — лăпкă чунлă амăшне. Ашшĕ вăрçăра хыпарсăр çухални, хăйĕн ĕмĕрĕнче унпа курнăçайманни пирки калаçма тытăнсан куççульне чараймасть вăл. Каярахпа вĕсем çывăх çынни ăçта пуç хунине пĕлес тĕллевпе шыраттарнă. Тупнă. «Анне колхозра ĕçлетчĕ. Вăрçă чарăнсан вăрман касма кайрĕ. Манăн мамока /асанне/ пăхма тиврĕ. 5-6-мĕш классенче вĕреннĕ чухне шкула кайиччен ирхине аннепе пĕрле вăрмана çатрака пуçтарма каяттăмăр. Кукаçи çăпата туса паратчĕ, йĕпе-сапара тĕпне куплак çапса паратчĕ», — ачалăхне куçĕ умне кăларчĕ «вăрçă ачи». Валька 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне асламăшĕ çĕре кĕнĕ. Хĕрача тек вĕренмен — фермăна ĕçе кĕнĕ.

«Директор» патакĕ пайтах лекнĕ

Вăрçăран аманса таврăннă Николай Харитонович пĕччен хĕрарăмсем патĕнче пурăнкаланă. Çакăншăнах-тăр ун çумне «директор» хушма ят çыпăçнă. Каярахпа Николай упăшкинчен тăлăха юлнă Анюк патне киле кĕнĕ. Ют арçын Валькăна юратсах кайман — хĕрачана пайтах патак лекнĕ. Вĕсем кивĕ çуртра пурăннă. Колхоз çĕнĕ пÿрт лартма пулăшнă. Ун умĕнчи парăма татассишĕн Валька фермăра кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ: ир-ирех ĕне сунă, кăнтăрла сыснасемпе пăрусем валли апат пĕçернĕ, каçхине каллех ĕне сунă. Тăрăнса кайичченех ĕçленĕ пулсан та колхоз сĕтне пĕр тумлам та ĕçсе курман. Валька аш-какай юратман, халĕ те ăна ытлах çимест.
Пĕррехинче Куля Анюка каллех хĕнеме тытăннă. Валька амăшне хÿтĕлес тесе хушша-хуппа кĕнĕ. Кăра çилĕллĕ арçыннăн чăмăрĕ хĕрачана та лекнĕ. Валька хĕненине чăтаймасăр килтен тухса тарнă. Каялла таврăнман вăл — çавăнтанпа фермăрах пурăннă. Амăшĕ çын урлă хĕрĕ валли апат парса янă.
Амăшĕн аппăшĕ Лида Шупашкарта пурăннă. Валькăна питĕ хĕрхеннĕ, хăйĕн патне илсе кайма шантарнă. Анчах вăл пурнăçран уйрăлнă, хĕрачан Шупашкара каяс ĕмĕт пăчланнă, фермăрах пурăнма тивнĕ… 1948 çулта Куляпа Анюкăн ывăл Володя çуралнă.
7 ачине пăрахса килнĕ
Валькăн кукашшĕн Якушăн арăмĕ чирлесе çĕре кĕнĕ, ачисем — Йăван, Лида, Якур, Илюш, Анюк — çурма тăлăха юлнă. Çак ялтах пурăнакан пĕр хĕрарăмăн упăшки вăрçăра вилнĕ. Вăл 7 ачине пăрахса Якуш патне пурăнма куçнă.
Амаçури амăшĕ Якушăн ачисене юратман: апатне шутлă çитернĕ, çăкăрне шкапа питĕрсе илнĕ. Шăпăрлансем ÿссе çитĕнсен тĕп килтен тухса кайнă: Анюк качча тухнă, ыттисем те пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Якур çар çынни пулнă, полковнике çитнĕ.
Якуш иккĕмĕш арăмĕ çĕре кĕрсен килте пĕчченех юлнă. Мускавра тĕпленнĕ ывăлĕ Якур яла килсен Валькăна ашшĕне пăхма ыйтнă — хĕр хирĕçлемен. Кукашшĕ пурăннă чухне пăру, сысна усранă. Вĕсене те Валькăн пăхма тивнĕ. Амăшĕ Анюк килсе пулăшкаланă-ха. 1974 çулта Якуш пурнăçран уйрăлнă. Унăн кивĕ пÿрчĕ мăнукне юлнă. Валька çав вырăнта çĕнĕ çурт лартнă — ăна кÿршĕ Карай ялĕнчен туянса куçарса килнĕ. Халĕ вăл çав пÿртрех пурăнать.

Çураçма пырсан та килĕшмен

Кукашшĕ вилнĕ чухне Валька 35-ре пулнă. Çулсем иртнĕ, анчах качча кайма васкаманха вăл. Валька аппа ĕмĕрне пĕчченех ирттерет. «Куншăн ÿкĕнместĕп», — терĕ вăл. 7-мĕш класс хыççăн фермăна вырнаçнă хĕрĕн качча каясси пирки шухăшлама вăхăт та пулман. Пĕрмай ĕçре пулнă, асламăшне пăхнă, унтан — кукашшĕне.
Чипер, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕре кÿршĕ ялти, Тватпÿртри, Юркка куç хывнă, хĕр те йĕкĕте тиркемен. Каччă пĕрлешес тĕллевпе ăна илме те килнĕ. Анчах хĕр килĕшмен. Ун чухне Валька кукашшĕне пăхса пурăннă.
Анаткасри Потап та ăна çураçма пынă. Каччă енчен 5-ĕн çитнĕ. Хĕрне çураçма килнĕшĕн Анюк та савăннă. Валька хăнасене хĕр парни панă. Сĕтел хушшинче калаçнă, ĕçсе çинĕ хыççăн хĕрĕн каччăпа пымалли çеç юлнă. Анчах Валька тăпах чарăнса тăнă, пĕрле пыма килĕшмен. «Турă мĕнле çырнă — çавăн пек пурăнма тивет», — терĕ вăл. Унăн халĕ чун йăпанăçĕ пур: шăллĕн Володьăн ачисем Мишăпа Ирина. Вĕсем уншăн тăван мăнуксем пекех. Малалла вулас…

www.hypar.ru Валентина СЕМЕНОВА архивĕнчи тата Ирина АЛЕКСЕЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.