Archive - Пуш 2018 - Çамрăксен хаçачĕ

1 Пуш, 2018

Вилĕме куçран пăхни вĕри кăмăла пытарма вĕрентнĕ

Çут çанталăк кÿрентермен ăна — илемлĕ те уçă сасă панă. Чăвашпа Кавказ халăхĕсен юнĕсем пĕрлешсен çеç çапла илемлĕ ачасем çуралма пултараççĕ ахăртнех. Паллашăр: пирĕн тĕпелте — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Шулю ялĕнче кун çути курнă Эдуард КОМИССАРОВ.

1 Пуш, 2018

«Ан ĕç-ха тесе тархаслаттăм»

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Кăканарта 4 уйăхри пепкен чĕри тапма чарăннă. 23-ри амăшĕ ÿсĕрле хĕрне диван çине хунă та юнашар выртнă. Çывăрса кайнăскер асăрханмасăр кĕлеткипе ачине хупланă.

1 Пуш, 2018

Унăн супăнь хăмпийĕ — чи çирĕппи

Çак хăйне евĕр искусствăна иленнĕ Шупашкар каччи Василий Степанов пултарулăхĕпе палăрса «Раççей рекорчĕсен кĕнекине» кĕнĕ. Вăл супăнь хăмпин «пурнăçне» тăсма май тупнă.

Pages