Комментари хушас

1 Пуш, 2018

Унăн супăнь хăмпийĕ — чи çирĕппи

Çак хăйне евĕр искусствăна иленнĕ Шупашкар каччи Василий Степанов пултарулăхĕпе палăрса «Раççей рекорчĕсен кĕнекине» кĕнĕ. Вăл супăнь хăмпин «пурнăçне» тăсма май тупнă. Рекордне Вася çак уйăх пуçламăшĕнчех лартнă, кĕнекене вара ăна 24 кунран кĕртнĕ. Вăл вĕрсе хăпартнă хăмпă 226 çеккунтран кăна çурăлнă, ăна 122 хут тĕкĕннĕ: кун пирки Раççей рекорчĕсен кĕнекин порталĕнче пĕлтернĕ.

24-ри Вася супăнь хăмпи енĕпе пилĕк çул каялла кăсăкланма пуçланă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра пĕлÿ илнĕскер уявсене тăтăшах хутшăннă. «Студентсен çуркуннинче» Васьăн артист пултарулăхне Шупашкарта супăнь хăмписемпе шоу йĕркелекенсем асăрханă, хăйсем патне ĕçе илнĕ. Унта икĕ çул тăрăшнă хыççăн Вася хăй тĕллĕн ĕçлеме тытăннă. Вăл уявсенче ачасене кăна мар, çитĕннисене те хаваслăх парнелет. Илемлĕ тата хăйне евĕрлĕ супăнь хăмпи вĕрсе хăпартмашкăн каччă ятарласа вĕренме çÿренĕ.

Вася Раççей рекорчĕсен кĕнекине кĕмешкĕн шут тытсан тĕплĕн хатĕрленнĕ. Заявка янă хыççăн унăн пĕр уйăха яхăн кĕтме тивнĕ. Рекорд пирки шăнкăравласа пĕлтерсен питĕ хĕпĕртенĕ каччă, хăй каласа кăтартнă тăрăх, чунĕнче асамлă туйăмсем хуçаланнă. Тăрăшни сая кайман: Вася супăнь хăмпин «пурнăçне» тăсмашкăн химиксемпе канашланă, шĕвек формулине улăштарнă. Вăл ятарлă хатĕрсемпе тĕрлĕ калăпăшлă хăмпăсем тăвать, чи вăрăмми: 4-8 метр. Вĕсем ахаль супăнь хăмпинчен çирĕпрех.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.