«Ан ĕç-ха тесе тархаслаттăм»

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Кăканарта 4 уйăхри пепкен чĕри тапма чарăннă. 23-ри амăшĕ ÿсĕрле хĕрне диван çине хунă та юнашар выртнă. Çывăрса кайнăскер асăрханмасăр кĕлеткипе ачине хупланă. Пепке сывлăш çитменнипе вилнĕ. Синкерлĕ çак пулăм пирки республикăри, çĕршыври кăларăмсенче çырчĕç, соцсетьсенче хĕрÿ сÿтсе яврĕç. Чылайăшĕ амăшне ятларĕ. 22-ре яшсемпе хĕрсем пурнăç çулне суйлаççĕ çеç. Çав ÿсĕме çитнĕ Екатерина К. вара нумай ачаллă амăшĕ пулса тăма та, эрех ĕçнинчен кодировка тума та ĕлкĕрнĕ...

Хĕрне наркăмăшлантарнă

Катьăна кукамăшĕ Тамара Вячеславовна пăхса ÿстернĕ. Амăшĕ ăна Чĕмпĕр облаçĕнче çуратнă та тăван ялне леçнĕ. Юрать-ха, ашшĕ яваплăха туйнă, çемйине Ехремкассине пурăнма илсе кайнă. Катя çывăх çыннисемпе ÿснĕ. «Лăпкă та чĕмсĕр хĕрачаччĕ», — аса илеççĕ вĕрентекенĕсем. Амăшĕ Света хĕрĕшĕн тĕслĕх пулайман. Эрех-сăрапа иртĕхнĕ, тивĕçлĕ воспитани парайман, ăна çавăншăн амăшĕн правинчен хăтарнă. Хĕре каллех кукамăшĕ патне леçнĕ. 5 ачана ура çине тăратнă Тамара Вячеславовна мăнукĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă-ши? 11-мĕш класра вĕреннĕ чухне Катя хăйĕнчен çичĕ çул аслăрах Алексейпе паллашнă, хĕрпе каччăлла çÿреме пуçланă. Шкул хыççăн Катя Шупашкарти пĕр училищĕре штукатур-маляра вĕреннĕ. Ăçта такăннă-ши? Аслисен тĕслĕхĕ пулайманни ура хунă-ши? Ăс парайман, асăрхаса çитереймен-ши?

Алексейăн амăшĕ Римма Степановна эпĕ Катьăпа кăсăкланнине илтсенех урам илтмелĕх: «Асăннă та ан пултăр! Ан та курăнтăр! Кĕртместĕп!» — тесе кăшкăрчĕ. Хунямăшĕ кинне питĕ çилленнĕ. Алексейпе Екатерина 2014 çулхи ака уйăхĕнче хут уйăрттарнă. Пĕрремĕш ачи унчченех, 2013 çул вĕçĕнче, çуралнă. Кăпăшка сарă çÿçне сапаланă хĕрача унталла-кунталла сиккелесе çÿрерĕ. Хыткан кĕлеткеллĕ Алексей арăмĕ пирки кăмăлсăррăн каласа кăтартрĕ. Хĕрпе каччăлла çÿренĕ чухне Катьăна ÿсĕр курнине ас тумасть вăл. Аня çуралсан çамрăк хĕрарăм йăлт улшăннă. Арçын çемйине тăрантармашкăн Мускаври стройкăсене çÿрет. Анчах çĕршывăмăрăн тĕп хулинче пуçарнă ĕçе вĕçлемесĕрех таврăнма час-часах тивнĕ. Пĕррехинче Римма Степановна шăнкăравланă та хыпарпа аптăратнă: «Катя ÿсĕр! Ачасене пăхмасть!» — тенĕ. Амăшĕ ывăлне шелленипе чи пĕлтерĕшлине пĕлтермен. Катя çулталăк та икĕ уйăхри хĕрачана эрех ĕçтернĕ, пепке наркăмăшланнă. Картиш тулли выльăх тытса тăракан хĕрарăм пÿрте кĕнĕ те шанк! хытса тăнă. «Ачана çĕклерĕм. Тăнсăр пулнăскерĕн аллисем лăштăр усăнчĕç. Урайĕнче ÿсĕр ларакан амăшĕ нимĕн ăнланмарĕ...» — аса илчĕ Римма Степановна. Район больницин ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, вăл темиçе кун реанимацире выртнă.

Кĕрĕвĕ хунямăшне айăплать

Çакăн хыççăн Катя тÿрĕ çул çине тăман, çамрăк хĕрарăм эрех-сăра серепинчен тухайман. Хунямăшĕ те, упăшки те тарăхсах çитнĕ. «Ан ĕç-ха тесе тархаслаттăм», — сăмаха тăсрĕ Римма Степановна. Кинĕ республикăри наркологи диспансерне сипленме выртсан пурнăç улшăнасса кĕтнĕ. Анчах шаннă кайăк йăвара пулман. Хуларан таврăннă кунах Катьăран эрех шăрши кĕнĕ. Хайхискер варĕнче тĕвĕленнĕ пепкин сывлăхĕ пирки те шухăшламан. Алексей хунямăшне Светăна айăплать. Кĕрĕвĕ йăлăнса ыйтни те амăшĕн чунне витереймен. Ниçта та ĕçлемен пулин те эрех-сăра туянмашкăн укçа тупăнсах тăнă. Света сĕтел хушшине хĕрне те чĕннĕ, черкке хыççăн черкке тултарнă. «Какай леçеттĕмĕр, çăкăрпа кĕрпе туянса параттăмăр. Холодильникĕнче укроп çеç выртатчĕ. Апата уйрăммăн, вăрттăн пытанса çиетчĕç, кĕленчене пĕрле пушататчĕç», — аса илчĕ Алексей.

Света 42-ре çеç. Пилĕк çул каялла вăл ывăл çуратнă. Ача имшеркке пулни çынсене те кулянтарнă. «Апат тиркет вăл», — çапла хуравласа тÿрре тухнă амăшĕпе кукамăшĕ. Арçын ача пурăннă пÿрте кĕрсе курма май килчĕ. Сивĕ урайне кавир сарни те пулăшмасть. Тĕкĕр умĕнчи çемçе теттесем вараланнă, тĕссĕрленнĕ. Çи виттисем кивĕ те муталанчăк. Темиçе пÿлĕмлĕ пÿртре тĕксĕмччĕ. Унта хĕрарăмсем мар, ватă хусах пурăнать тейĕн. Пилĕк çулти арçын ача çакăнта пурăннă-ши? Света ун пирки аса илмест тейĕн. Амăшĕпе хĕрĕ ыйтусене татăклăн хуравлаймарĕç. Тÿрех асăнам: Катьăна курасси пулмарĕ. Кукамăшĕ пĕлтернĕ тăрăх, мăнукĕ республикăри наркологи диспансерне кайнă. Мăнукĕпе çыхăнма май çук иккен, телефонсăр çÿрет. Алексей вара арăмĕпе телефонпа калаçнине палăртрĕ. Нумаях пулмасть сутса янă-ши? «2015 çулта эрех ĕçме пуçларĕ. Амăшĕ усал йăлана хăнăхтарчĕ. Катя патне шăнкăравлатăп та çывăратăп тетчĕ. Ĕненеттĕм, чăрмантармастăм. Каярахпа кукамăшĕпе çыхăнаттăм та хĕрĕпе мăнукĕ ÿсĕрĕлсе тухса кайнине пĕлтеретчĕ», — терĕ Алексей.
20 пин тенкĕ кивçен илсе...

2016 çулхи нарăс уйăхĕнче Катьăн хĕрача кун çути курнă. Пепке имшеркке çуралнăран ăна больницăран тÿрех кăларман, вăй илессе кĕтнĕ.

Хунямăшĕ Катьăн хăтланăвĕсем пирки чылай аса илчĕ. Çулла кĕтÿ каймалли черет çитнĕ. Римма Степановна, Алексей аслă хĕрĕпе выльăхсемпе уя тухнă. Ывăлĕ амăшне киле кайма хистенĕ. Ватă çын турткалашнă-ха, çапах Алешăна итленĕ. Килте вара... Алăк уратинче пĕчĕк мăнукĕ макăрса ларнă, унăн сасси тухайми пулнă. Амăшĕ те урайĕнче ларнă, юнашар эрех кĕленчи выртнă. Катя пĕчĕк хĕрĕ çухăрнине илтмĕш пулнă. «Çулла утă типĕтме пулăшакансене тав тумашкăн эрех туянаттăм, пытарса хураттăм. Катя кĕленчесене тупатчĕ те йăтса тухатчĕ. Çырмара вăрттăн ĕçсе çÿретчĕ», — терĕ хунямăшĕ. Кинне темĕн чухлĕ тарăхнă пулсан та ывăлне çемьене сыхласа хăварма ÿкĕтленĕ. Йĕркеленсе каясса шаннă. Çавăнпах 20 пин тенкĕ кредит илнĕ те Катьăна кодировка тума янă. Пулăшнă. Тинех вăл çемйи пирки шухăшланă, килти хуçалăхра ĕçлекеленĕ. Алексей малтанхи пекех шапаша çÿренĕ. Çамрăк çемье амăшĕн капиталĕпе усă курса çурт туянма тĕв тытнă. Кĕркунне Кузьминсен йыш хушăнмалла пулнă. Çывăхра пÿрт шыранă-ха, анчах тупайман. Çулла çак районтах, Кăканарта, пурăнмалли вырăн туяннă. Анчах хунямăшĕ ывăлĕпе кинĕшĕн савăнман. Ватă çын мăнукĕсенчен уйрăласшăн пулман. Тата инçетри яла çитме те йывăр. «Автомат машина пур, кухньăра — гарнитур, залра — çĕнĕ сĕтел-пукан... Ăçта каятăр?» — ыйтнă вăл. Алешăпа Катя тĕллевĕнчен пăрăнман, амăшĕн сăмахне хăлхана чикмен. Пĕлтĕрхи авăнăн 8-мĕшĕнче хĕр çуралнă. Кăн-кăвак куçлăскер, чăмăркка питлĕскер кăкăр сĕтне ĕмсех вăй илнĕ. Çемье çĕнĕ çула йышлăн кĕтсе илнĕ. Катя эрех ĕçмен. Виçĕ ача амăшне тÿрĕ çултан пăрнă сăлтава пĕлеймерĕмĕр. Катя каллех алла черкке тытнă. Упăшки ăна çакна пăрахăçлама ыйтнă, хĕрарăм: «Халĕ эпĕ ĕçме чарăнаймастăп», — тенĕ.

Больницăна ÿсĕр çитнĕ

Кăрлач уйăхĕн çурринче Кузьминсем Кăканарти çурта куçнă. Виçĕ кунран хĕр пĕрчин чĕри тапма чарăннă. Пĕр кун маларах кил хуçин Элĕке кайма тивнĕ. Алеша арăмĕ кĕсьери укçана кăларса илнине сисмен. Катя вăхăта сая яман. Икĕ ачине çавăтса лавккана утнă, эрех-сăра туянса таврăннă. Ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хĕрарăм çывăрма выртнă. Киле таврăннă упăшки сĕтел çинчи тирпейсĕрлĕхе курнă. Аслă икĕ хĕрĕ выçăпа нăйласа çÿренĕ. Вĕсене апат пĕçерсе çитернĕ хыççăн ашшĕ вăталăх хĕрĕпе çывăрма выртнă. «Ним туйми хуп турттарнă. Аслă хĕрĕм иртерех тăраканччĕ, вăл та пулин çывăрнă, — аса илчĕ Алексей. — Ирхине вăрантăм та тÿрех кĕçĕн пепкем патне пытăм. Катя ăна диван çине куçарнă, хăй юнашар выртнă. Ача сывламасть! Катьăна урайне илсе петĕм. Хĕрĕмĕн кĕлетки ăшахчĕ. Искусствăллă майпа сывлаттарни те пулăшмарĕ. Лешĕ диван çумне тĕршĕнсе ларчĕ. «Ай-уй, ай-уй», — текелерĕ. Тăрса та пăхмарĕ. Çав вăхăтрах аппам Лиля шăнкăравларĕ. Йĕрке хуралçисене чĕнтĕм...» — аса илчĕ Алексей. Малалла вулас...

Ольга КАЛИТОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.