Archive - 20 Çурла, 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

20 Çурла, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 33 (6074) №. 20.08.2015

20 Çурла, 2015

Бразилире экспертсене тĕлĕнтернĕ повар

Этемлĕхĕн вăйлă çурри авалтанах апат пĕçернĕ çĕрте тăрăшнă. Ун чухнех вĕсене повар ĕçĕ илĕртнĕ. Сăмахран, "Оливье" салат авторĕ Люсьен Оливье - арçын. Халĕ те тĕрлĕ кафе-ресторанта шеф-поварта ытларах арçынсем ĕçлеççĕ. Тĕп хулара пурăнакан Александр Гониашвили те повар.

20 Çурла, 2015

Сĕрме купăс калама текех никама та вĕрентеймĕ

Чунпа тасалма, кăмăла çирĕплетме, малашлăха шанчăкпа, ĕненÿпе утма, мĕн пурришĕн тав тума, пуррине упрама - тивлет, усалтан пăрăнма вăй-хал пиллет чиркÿ. Августăн 9-мĕшĕнче те чун апачĕшĕн тунсăхласа утрăм унта.

20 Çурла, 2015

“Арăма икĕ аллăмпа ыталасчĕ”

Рулĕ умне ларса хирелле вĕçтернĕ май хăрах алăллă /вăл та пулин кăлтăк/ трактористăн пуçне мĕнле шухăшсем кĕнине пĕлейместĕп, анчах чунĕ юрланине пĕр иккĕленмесĕрех калатăп. Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçри Андрей Еливанов сусăррине пăхмасăр тулли пурнăçпа киленме, ĕçлеме пултарать.

20 Çурла, 2015

Танкра пилĕк хут çунсан та чĕрĕ юлнă

Пăрачкав районĕнчи Кудеиха салинче çуралса ÿснĕ Федор Артемьева 1945 çулхи февраль уйăхĕн 27-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Унпа пĕрлех Ленин орденĕпе тата «Ылтăн Çăлтăр» медальпе чысланă.

20 Çурла, 2015

Кама шанатпăр сывлăха, е Мăн Ямашри сиплевçĕ çинчен

Мĕн ĕлĕк-авалтанах вĕрÿ-суруçа ĕненнĕ. Халĕ те çаплах, тухтăр сиплеймен чир-чĕре сыватма ăрăмçă патне каяççĕ. Нуша килсен пуçа пушмак тăхăннă тет. Çапла, хăрушă амака пула çĕçĕ айне кĕрсе выртиччен карчăк патне кайни лайăхрах тесе шухăшлать хăшĕ-пĕри.

20 Çурла, 2015

Виçĕ кунра - 428 СМС-çыру...

Интернетри пĕр сайтра мĕнлерех арçынпа паллашнине çырса кăтартмасăр чун чăтмарĕ. Малтанах çакă мана килĕшрĕ, каярахпа шикленме тытăнтăм, халĕ курас килми пулчĕ. Ара, çепĕç сăмахсене ир те каç итлеме кашни хĕрарăмах хавас эпир.