Виçĕ кунра - 428 СМС-çыру...

20 Çурла, 2015

Интернетри пĕр сайтра мĕнлерех арçынпа паллашнине çырса кăтартмасăр чун чăтмарĕ. Малтанах çакă мана килĕшрĕ, каярахпа шикленме тытăнтăм, халĕ курас килми пулчĕ. Ара, çепĕç сăмахсене ир те каç итлеме кашни хĕрарăмах хавас эпир.

Çак арçын /ятне асăнас та килмест/ малтанах ман пата çапла СМС-çыру шăрçаларĕ: "Эсĕ манăн пĕрремĕш юратăва аса илтеретĕн. Санăн сăнÿкерчĕкÿсене курсан канăçа çухатрăм. Эпĕ авланса уйрăлнă. Пирвайхи туйăма манайманнипех çак утăма турăм пулĕ. Мана, тархасшăн, хăвăнтан ан сир". Ку йĕркесем хыççăн ыйтмасăрах хăйĕн сăнÿкерчĕкĕсене ярса пачĕ. Эпĕ пĕр сăмах та çырмасăр чылайччен чăтрăм. Унтан питĕ пĕлес килни чăрмантарчĕ. Чăнахах çырать-ши ку этем тесе хирĕç типпĕн те пулин хуравларăм. Арçын "ачаш" сăмахсем ăçтан тупса ĕлкĕрет-ши? Тĕлĕннипе юлташăма каласа кăтартрăм. Унăн ĕненмелле мар çепĕç сăмахĕсенчен хырăм тытсах култăмăр. Малтанлăха. Малалла вулас...

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.