Archive - Чăваш хĕрарăмĕ
ноябрь 29th, 2014
Аннĕрсене саламлама ан манăр, е Парнесĕр уяв çинчен
Анне... Унран хаклăрах çын пур-ши тĕнчере? Унăн сăнарĕ нихăçан манăçми, асран тухми. «Анне» тесе чĕнни те кĕлĕ евĕр илтĕнет мар-и? Унра юрату та, шанчăк та, тĕрев те. Алли... нимрен ачаш. Сасси... темрен паха. Кашнин расна, анчах пурин те - хăйне евĕр ылтăн.
Аннесене хакласа вĕсен ячĕпе пĕр кун уйăрни те ахаль мар. Çакна вĕсем чăннипех те тивĕç. Пархатарлă пуçару çывăх çыннăмăрсен ĕçне, çепĕçлĕхне, юратăвне хакланине çирĕплетет. Унăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.
Эпĕ - амăшĕ...
Ачасем - пурнăç чечекĕсем теççĕ. Чăн та, çемьене ăшăпа, савăнăçпа тултараççĕ вĕсем. Ача-пăча сассисĕр кил-çурт та пушă. Пĕчĕкскер пурне те телей кÿрет. Амăшĕсен кунĕ умĕн республикăри паллă хĕрарăмсене чи кăткăс саманта - ачисене кун çути парнеленĕ куна - аса илме ыйтрăмăр.
Туслăх кĕперĕ çĕнелет
"Пĕр патшалăх тепринпе туслă çыхăну йĕркелес кăмăллă пулсан салтаксене мар, пултарулăх çыннисене ярать..." - ăслă çынсем каланă сăмахсенчен пуçларĕ хăйĕн сăмахне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев Турцирен килсе çитнĕ сумлă делегацие тата чăваш ăсчахĕсемпе çыравçисене саламланă май.
ноябрь 22nd
“Чăваш хĕрарăмĕ” № 47 /865/ 22.11.2014
Тăм ăшши
Хăвачĕ -иксĕлми
Пуян чирлĕ-и е чирлĕ пуян-и?
Шыв пăтраннă чух пулă тытса юлмалла теççĕ. Паянхи саманана мĕнле хак памалла-ши? Халĕ мĕн тытмалла-ши? Пĕрисен çăкăр туянма та укçа пĕтсе çитнĕ кунсем пулаççĕ, теприсем вара çак вăхăтрах кĕмĕлне ăçта чикмеллине те пĕлмеççĕ. Шупашкар контрастсен хулине çаврăнса кайрĕ - нумай хутлă хăтлă хваттерсен çумĕнчех тăйлăк-тайлăк кивĕ пÿртсем... Çакăн пеккине вĕçĕмсĕр илсе кăтартма пулать. Çук, пĕрне ырласа теприне хурлас шухăш тытман пачах та. Çаврăнкаласан, кунĕпех телевизор умĕнче хуп турттармасан Канара каймалăх ĕçлесе илеймесен те выçă юлмастăнах паян.