Тăм ăшши
Республикăри культурăпа халăх пултарулăхĕн керменĕ тĕрлĕ ăста ĕçĕсене пухса час-часах куравсем йĕркелет. Хальхинче кунта Шупашкарти «Ылтăн Стек» мастерскойĕн керамика студийĕ йыхравлать. «6х7» галерейăра халăх ÿнер пултарулăхĕн маçтăрĕн Олег Вьюновăн тата унăн вĕренекенĕсен ăсталăхне хаклава тăратнă.
Студи виçĕ çул ĕçлет. Унта çÿрекенсенчен хăшĕ-пĕри тăмран тĕрлĕ савăт-сапа, тетте тăвас ăсталăха нумаях пулмасть çеç туптама тытăннă. 11 çулти Саша Кушманов вара опытли темелле-тĕр. Ара, вăл кунта студи уçăлсанах сукмак такăрлатнă. Ÿсĕмĕпе те вăл пуринчен те асли. Саша маçтăр патне килнĕ чухне кунта аслисем çеç çÿренĕ. Арçын ача хыççăн ыттисем те туртăннă. Пĕрремĕш ĕçне те ас тăвать вăл. Хăй ăсталанă куркаран чей нумай ĕçнĕ. Шел, аври катăлса ÿкнĕ. Каччă ваннăскерне пĕр шелсĕр ывăтасшăн пулнă. Анчах амăшĕ тытса чарнă. Ывăлĕн ăсталăхне епле хакламăн? Унта сахăр хума шут тытнă. Тăванĕсене те тĕрлĕ уявра курка-чейник таврашĕ парнелет çамрăк йĕкĕт.
Икĕ хĕрача та кунта çÿреме кăмăл тунă. Вĕсенчен пĕри - Хомченко Елизавета.
- Иртнĕ çул сентябрьте хĕрĕм тăмпа аппаланас килнине пĕлтерчĕ. Унпа ĕçлеме йывăррине, малтан тĕплĕ шухăшламаллине темиçе те асăрхаттартăм. Вăл хăйĕнни çинех тăчĕ. Мастерскойĕнче Лизăна тÿрех ĕçлеме лартрĕç, мĕн тумаллине ăнлантарчĕç. Çавăн чухнех вăл хăйĕн пĕрремĕш ĕçне - пĕчĕк чейник - калăпларĕ. Черетлĕ занятие чупса тенĕ пек кайрăмăр. Чейник хыççăн тата та тата ăсталарĕ. Çапла çулталăк çÿрет ĕнтĕ, - тет Лена Хомченко.
Сăмах май, çĕнĕ савăтран пурте пĕрле пухăнса симĕс чей ĕçнĕ çемье. Хальлĕхе вăл музей экспонатне куçнă-ха, анчах кайран унпа тăтăш усă курасса шантараççĕ. Тăм хăйне евĕр тутлă тутă парать иккен. Чейникне тепре те тума пултарнă-ха Лиза, анчах аслисем пĕрремĕш ĕçне пахалаççĕ. Çакна та каламалла-тăр - тăмпа ĕçлесси хĕрачан пĕчĕк савăнăçран пысăке юратăва куçнă. Ара, вăл мĕн пĕчĕкрен пластилинпа аппаланать. Ахальтен мар Хомченкосен килĕнче уйрăм тĕнче - Пластилиния - пур. Унта пурте пурнăçри пек: çынсем те, чĕрчунсем те, çуртсем те.
Ачасенчен чи кĕçĕнни - улттăри Игорь Вьюнов.
- Хальлĕхе творчество шайĕнче тăрăшать. Енчен те чăннипех те ĕçлес тесессĕн уншăн тăм вăрттăнлăхĕсем каярах уçăлĕç. Ÿкерме юратать ывăл. Творчество çынни пулинех. Уншăн нимĕнле чару та çук. Кăмăлĕ ăçта туртать - çавăнпа аппалантăр. Хăйне çеç интереслĕ пултăр, - тет ашшĕ ывăлне халĕ те, малашне те хистемессе палăртса.
- Çур çул каялла сирĕнпе 1-мĕш курава хутшăннăччĕ. Ун чухнех ĕçсем пахаччĕ. Куллен аталанатăр. Чунăрпа ĕçленине куратăп. Пуçланине вĕçне çитеретĕр. Пурте маттурсем, сирĕнпе мухтанатăп, - ăшшăн хавхалантарать маçтăр ачасене.
Хăй керамикăпа аппаланма тытăннăрапа вара 20 çул ытла иртнĕ ĕнтĕ.
- Шкулта вĕреннĕ чухне лагере кайсан пысăк тăм чул тупрăм. Ăна алла илтĕм те унран темĕнле ăшă та асамлă вăй-хăват тапнине туйрăм. Киле таврăнсан ун пирки манăçнă. Анчах çак ăшă кĕлеткемре сыхланса юлнах-тăр. Нумай çултан пĕр завода лексен каллех алла тăм тытма тиврĕ. Тÿрех ачалăхри ырăлăх аса килчĕ. Çавăн чухне керамикăпа çине тăрса ĕçлеме тĕв турăм. Людмила Гаврилова патне лекрĕм. Хăш-пĕр вăрттăнлăха вĕрентекенсем систернĕ паллах. Ытларах вара чун туртни, ăсталăха çирĕплетес кăмăл пурри, аталанма тĕллев лартни малаллах чĕнет.
Тĕрлĕ япала ăсталать вăл. Пултарулăхне анлăлатсах пырать. Конкурссене хутшăнать. Йăла-йĕркепе кăсăкланакансемшĕн ăсталăх класĕ ирттерет. Вĕсене вăл республикăра кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче йĕркелет. Унăн ĕçĕсем Германире, Швецире, Канадăра упранаççĕ. Илемлетнĕ тĕрлĕ савăт-сапасăр пуçне ăстасен пултарулăх пуххинче теттесем, камин сехечĕсем, пуканесем, панносем, шăхличсем тата темĕн те пур. Пурне те каласа та пĕтереймĕн.
Халĕ Олег Вьюнов сад-пахчана лартмалли шывсиккисемпе ĕçлет. Хăйне евĕр проект пулмалла ку. Çулталăкран ăна вĕçлесе тепĕр курав йĕркелеме ĕмĕтленет.
- Кашни ĕç ăнăçлă та хитре пултăр тесен ÿнерçĕ те, дизайнер та, архитектор та пулма тивет, - тет маттур арçын. Халăх пултарулăхĕпе кăсăкланнисĕр пуçне айкидопа туслă вăл. Часах хура пиçиххи те илмелле.
Татьяна НАУМОВА.