Комментари хушас

22 Чÿк, 2014

Ылтăн кин

Канаш районĕнчи Уçырмари Юлия Николаевăна чунран хисеплесе «ылтăн кин» теççĕ тăванĕсем. Ĕçченлĕхĕпе, ăшă кăмăлĕпе, вăр-варлăхĕпе çĕнсе илнĕ вăл çак ята. Ял-йышăн кулленхи пурнăçне те уяв сĕмĕ кĕртме пĕлет хĕрарăм. Çакна коридорти сăнÿкерчĕксене тишкерсе ĕнентĕм.

Канашра ĕçленĕ вăхăтра куç курманнисемпе пĕрле концерт йĕркеленине аса илчĕ Юлия Николаевна. Суздале, Коврова, хамăр республикăри тĕрлĕ района çитнĕ вĕсем. «Концерт вăхăтĕнче куракансем макăратчĕç», - пытармасть вăл. Сусăрсем пурнăçа юратни, кашни самантпа киленме пĕлни курма килнисен чун хĕлĕхĕсене хускатнă ĕнтĕ. Унсăр пуçне вĕсем пĕр-пĕрне пулăшма ăнтăлнине кирек кам та тÿрех асăрхĕ.

Кĕреплепе тухать те...

Юлия Николаевна - çынна ырă тума тăрăшакан хĕрарăм. Вăлах - Уçырма клуб пуçлăхĕ те, урам депутачĕ те, хĕрарăмсен вырăнти канашĕн ертÿçи те. «Атьăр, йĕри-тавралăха пуçтарса хăтлăх кĕртĕпĕр», - тетĕп те - халăх хаваспах ĕçе пуçăнать. Йышпа таçта та çитетпĕр вара», - каласа кăтартать Юлия Николаева. Çавăнпах Канаш çывăхĕнчи ялта тирпейлĕ, хитре. «Мана депутата урăх ан суйлăр», - хушса та пăхнă хĕрарăм. Çук, пурпĕрех яваплă çак ĕçе ăна шаннă.

«Интернет çамрăксене улăштарать. Малтанхи пек теннисла, доминолла, шашкăлла выляттарас килет вĕсене», - чунне уçать клуб пуçлăхĕ. Çапах та кичемленсе лармаççĕ Уçырмасем, урам тăрăх концерт кăтартса çÿреççĕ. Пултаруллă çамрăксене ял-йыш алă çупса хавхалантарать. Ольга Николаева, Анна Васильева, Лариса Алексеева, Анастасия Васильева, Дарья Кудряшова, Диана Григорьева... тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене тахçанах хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнланă. «Çамрăксемпе ĕçлеме çăмăл. Шкул хыççăн Шупашкарта пĕлĕвне тарăнлатакансемпе те çыхăну татăлмасть. «Килетпĕр, хутшăнатпăр» тесех тăраççĕ», - ăнлантарать культура ĕçченĕ. Валерий Васильев депутат укçан пулăшассине йăлана кĕртнĕ. Çавнашкалах Любовь Пантелеймонова музыка вĕрентекенĕпе тата Александр Макаров аккомпаниаторпа туслă вăл. Ахальтен мар пĕрле йĕркеленĕ уяв яланах халăх асĕнче юлать.

Укçа илмен

Николаевсем те ыттисем пекех алă çавăрса ярас тĕллевпе картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. Икĕ ĕне сунă, икĕ сысна çăвăрлаттарнă. Тĕрĕсех, инкек куçа курăнса килмест.

«Хамăр телевизор курса лараттăмăр. Çав вăхăтра вите çунма пуçланă. Кирпĕчрен купаланăскер йăлт кĕлленчĕ. Ун чухне çамрăксем Мускава ĕçлеме каймашкăн пуçтарăннă-мĕн. «Çула тухиччен çуннă вите вырăнне çĕннине хăпартăпăр», - терĕç урамра курсан. Вĕсем пысăк çав инкеке пирĕнпе пайлани чуна хускатрĕ те чылайччен макăртăм. Ĕçленĕшĕн пĕр пус та илмерĕç», - тăсăлать калаçу. Çакă та ял-йыш Николаевсене хисепленине çирĕплетет.

Асăмри ташă каçĕ

Халĕ Уçырмара Амăшĕн кунне уявлама хатĕрленеççĕ. «Мероприяти программине хăйнеевĕрлетме тăрăшатпăр. Виçĕмçул, тĕслĕхрен, ятарласах ăнăçсăр çемьесенчи хĕрарăмсене уяв кĕрекине чĕнтĕмĕр. Пĕрле пуçтарăнсан пурнăç çинчен калаçрăмăр. Темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерсе килчĕç вĕсем. Кăçал та май пур таран ытларах амăшне уявпа саламласшăн», - тет Юлия Николаевна.

Çавнашкалах клубра спектакль хатĕрлеççĕ, сăвăçсен конкурсне йĕркелеççĕ, ташă каçĕсем хаваслă иртеççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов культура çуртне çĕнĕ аппаратурăпа тивĕçтернĕ. Апла тăк пушă вăхăта усăллă ирттерме пĕтĕм услови пур. «Ташă каçĕнчен 2 сехетре таврăнни те пулнă. Çамрăксем киле çитичченех ăсататчĕç. Унтан 5 сехетре выльăх патне тухаттăм», - йăл кулать кил хуçи арăмĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн ашшĕ-амăшĕ те, вĕрентекенсем те йĕрке тума пулăшаççĕ ăна. Юлия Николаевна çак ĕçре хăйне тупнă. Ăна мăшăрĕ те, ывăлĕсемпе кинĕсем те ăнланаççĕ, хавхалантарса пыраççĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.