Archive - 9 Юпа, 2017 - Чăваш хĕрарăмĕ
Тимĕр вăййи илĕртет
Пирĕн республикăра пăхаттирсен ăмăртăвне йĕркелесси иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче йăл илнĕ. Малтанах вĕсене Акатуйсенче ирттернĕ. Чăваш Енри кире пуканĕн спорчĕн паянхи тапхăрĕ 1962 çулта çырăнма тытăннă. Шăпах çакăн чухне ăмăртусен йĕркине çирĕплетнĕ.
Аслисен витĕмĕ
Ашшĕ-амăшĕ тата ачисем... Ĕмĕрсен улшăнăвне пăхăнман ыйту кирек хăш саманара та — чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Капашлăскер вун-вун вакрах ыйтăва пĕрлештерет. Нумай-нумай ăсчах — психологсем, педагогсем, медицина хутлăхĕнчи экспертсем — вĕсен уççи-хуппине шыраççĕ, наука тĕпчевĕсем ирттереççĕ, пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ.
Яла кайсан мĕн куртăм?
Çулла яла çитсе килме тĕв турăм. Ялан хваттерте ларса пулмасть-ха, ура утнă чухне çине тăрсах çула тухрăм. Хуларан Нюшкассине каякан автобусран Пуянкасси сăртĕнче анса юлсан çуралнă яла сукмакпа уттартăм.
Таврари илем чуна çĕклет. Тÿпене хупăрланă çумăр пĕлĕчĕсем йĕпхÿ пек пĕрĕхтерсе илчĕç те анăçалла кайса çухалчĕç.